Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтсе (тĕпĕ: илт) more information about the word form can be found here.
— Вунҫиччӗрисем вилмеҫҫӗ, — хӑйӗнпе хӑй калаҫрӗ Светлана, анчах ӑна Алексей йӑлтах илтсе тӑчӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ачасен сассине илтсе ӗнтӗ Тина хыпаланса ҫитрӗ.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актай унӑн сӑмахне илтсе: «Купӑс пур ав, — терӗ. — Венюк, кала».

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫак тӗле ҫитсен, Хумкка мучи, ыттисем илтсе юлайман пек, тепӗр хут астутарчӗ:

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Районтан ҫуранах таврӑнакан Хура Ҫимун та, шӑв-шава илтсе, Петрук патне кӗрсе тухмасӑр чӑтаймарӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ах тур, тем сӑмах илтсе ларӑн, тем намӑс кӑтартӗҫ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑнахах та, унӑн юррине, унӑн сӑмахӗсене ҫӳлте, ахӑрашакан пӗлӗтсем хушшинче, такам илтсе ӑнланнӑнах туйӑнчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗтнӗ иккен ку паян! — тенине ҫеҫ илтсе юлчӗ Сантӑркка, сак ҫине ҫӑмӑллӑн тӑрса ларнӑскер.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Картари автан сассине илтсе, Хумкка мучи куҫне уҫрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Такам килет, — алкум вӗҫӗнчи ура сассине илтсе чарчӗ Макҫӑм.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, кум… — ҫывӑхрах Макҫӑм сассине илтсе хӑюлланчӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсен сассине пуринчен малтан Платун илтсе тӳрленсе тӑчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан кил хушшинче каллех лаша пуррине Платун ҫавӑн чухнех илтсе канӑҫне ҫухатрӗ.

Help to translate

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан сӑмахӗсене илтсе ларакансем, паҫӑр вӑл мӗншӗн хирӗҫ тытмасӑр тӗлӗнтернине ӑнланса илсен, хура маскӑна тустарса кӑшкӑрма тытӑнчӗҫ:

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтра тӗрлӗ шӑв-шава илтсе Ваня килӗнчен урама тухрӗ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Куккапа Гена тетерен вара атте каламан нумай япала ҫинчен илтсе пӗлеттӗмччӗ.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

«Юркка, тӑр, тул ҫутӑлать, кӗтӳрен ҫывӑрса юлан. Вӑхӑтра тӑмасан аҫу кӗрсе пӗҫерккӗ парать…» — анне каланине таҫтан инҫетрен, ыйхӑ чиккинчен илтсе аран-аран вӑрантӑм.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ачасен сассине илтсе вӗсен енне пӗр арҫынни пӑхрӗ те усал сӑмахсем каласа, вӗсене тытас тесе пулӗ ӗнтӗ, хӑвалама пуҫларӗ.

Help to translate

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Сасса илтсе ӳплерен йӗтем хуралҫи Хӗлип мучи тухрӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Михаҫ сассине илтсе вӗсем тӑна кӗчӗҫ тейӗн, пӗри те тепри каялла таврӑнчӗҫ, инкеке лекнине туртса кӑларма пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed