Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аттепе анне кухньӑра харкашнине пӗрре илтнипех эпӗ хама, Исидор Петрович, темле тӑрук ҫитӗнсе ҫитнӗ пек туйма тытӑнтӑм.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Таса кӑмӑллӑ ҫын кӑшт сив сӑмах илтнипех стройкӑран тарать-и вара!
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тем сӑлтавпа ура ҫине тӑрса ман умран иртме пикеннӗ Пруткин чарӑнчӗ те эпӗ татах тем каласса кӗтрӗ, анчах, эпӗ урӑх шарламаннине кура, мӗн илтнипех ҫырлахрӗ те пуҫне лӑст сулчӗ, кулса илчӗ.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ик-виҫ сӑмах илтнипех стройкӑран каяс ҫук Лашманов.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫын ури сассине илтнипех хӑрт-харт тӑваҫҫӗ те вӑрманалла тапса сикеҫҫӗ — йытӑпа хӑваласа ҫитеймӗн.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӗсем пурте паян кунта хӑйсем тӗллӗнех, авалхи халӑх хӑрушӑ сас-хурасем илтнипех вечене пухӑннӑ пек, пуҫтарӑннӑ.Собрались они сегодня стихийно, как на вече, сзываемые темными слухами.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ӑнсӑртран мухтаса каланӑ сӑмаха илтнипех телейлӗ пулса, пилӗкне тӳрлетмесӗр ӗҫлерӗ.Она работала, не разгибая спины, счастливая одной вскользь брошенной похвалой.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл: «Пурне те, пурне те, пурне те» текен сӑмахсене шакканине илтнипех ҫырса пырать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Гарнизон салтакӗсем «партизан» сӑмаха илтнипех чӗтреве ӳкме сӑмах калани ҫеҫ ҫитмест ӗнтӗ.Только этого еще не хватало, чтобы гарнизонные войска стали дрожать при одном слове «партизан».
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӗсем пӗр сирӗн ята илтнипех урса каяҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Уланине илтнипех сехре хӑпать!
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах Володя ҫак паллакан бушлатсене, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ, лентӑллӑ, сӑмсасӑр картузсене курса тӑрас мар пулин те, тӳрех, вӗсен уттине илтнипех, хамӑрӑннисем иккенне пӗлнӗ пулӗччӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кандов ҫак самантра Мердевенджиевӑн кулӑшла хавалне те хапсӑнчӗ, лешӗ упа мӗкӗрнине илтнипех силленме пултарать!
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмахне ытла шӑппӑн каларӗ пулин те, комитет членӗсем ҫав ята илтнипех чӗтренсе илчӗҫ.Как ни тихо были сказаны эти слова, члены комитета расслышали зловещее имя и содрогнулись.
X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл мӗн-мӗн каланине илтнипех пуҫӑм ҫаврӑна пуҫларӗ!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав пӗр-вӗҫӗмрен ухмахла сӑмахсене илтнипех ӗнтӗ манӑн пуҫ ҫаврӑнма пуҫлать, патаксем мӑн хырӑмлӑ, хӳреллӗ, темӗнле те пулаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
44. Эсӗ мана халӑх пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ турӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; 45. ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ; 46. ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса, чӗтресе тӑраҫҫӗ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эсӗ мана халӑхӑм пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ пулма сыхласа хӑвартӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; 45. ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ; 46. ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса чӗтресе тӑраҫҫӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1