Шырав
Шырав ĕçĕ:
37. Рувим хӑйӗн ашшӗне ҫапла тесе каланӑ: эпӗ Вениамина сан патна илсе килмесессӗн, манӑн икӗ ывӑлӑма вӗлер; ӑна халӗ манӑн аллӑма пар, эпӗ ӑна сана каялла тавӑрса парӑп, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Иаков, ашшӗ, вӗсене каланӑ: эсир мана ачамсемсӗр тӑратса хӑвартӑр: Иосиф ҫук, Симеон та ҫук, Вениамина та илсе каяс тетӗр, — ӗнтӗ пӗтӗм инкек манӑн пуҫӑм ҫине! тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫав ҫӗрте пуҫлӑх пулса тӑраканӗ пире каларӗ: эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне эпӗ акӑ епле пӗлӗп: хӑвӑрӑн пӗр тӑванӑра эсир ман патӑма хӑварӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран ыттисем тырӑ илсе кайӑр, 34. ман патӑма кӗҫӗн шӑллӑра илсе килӗр; эпӗ вара эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне, вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем маррине пӗлӗп; тӑванӑра хӑвӑрах парӑп, эсир ӗнтӗ ҫак ҫӗрте ҫӳреме те пултарӑр, терӗ, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан вӗсем патне пырса вӗсемпе калаҫнӑ; кайран вӗсем хушшинчен Симеона уйӑрса илсе, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫыхтарнӑ.И возвратился к ним, и говорил с ними, и, взяв из них Симеона, связал его пред глазами их.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене каланӑ: эпӗ Турӑран хӑратӑп, эсир акӑ мӗн тӑвӑр, вара чӗрӗ юлӑр: 19. эсир тӳрӗ ҫынсем пулсассӑн, пӗр тӑванӑр хӑвӑра хупса лартнӑ ҫуртрах юлтӑр; ыттисем кайӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран тырӑ леҫсе парӑр; 20. хӑвӑр сӑмахӑрсем тӳрре тухчӑр тесессӗн, сирӗн вилмелле ан пултӑр тесессӗн, шӑллӑра ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15. акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16. хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тата каланӑ: акӑ эпӗ Египетра тырӑ пур тенине илтрӗм; ҫавӑнта кайӑр та хамӑра пурӑнма, хамӑр вилесрен ҫавӑнтан тырӑ илсе килӗр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Фараон Иосифа Цафнаф-панеах ятлӑ хунӑ, ӑна Асенефӑна — Илиополь хули апӑсӗн Потиферӑн хӗрне — качча илсе панӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна васкасах тӗрмерен илсе тухнӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Арӑмӗ ӑна ҫав сӑмахсенех каласа панӑ, ӑна каланӑ: эсӗ пирӗн пата илсе килнӗ еврей чура ман патӑма мана мӑшкӑллама кӗчӗ, [мана: санпа выртса ҫывӑрам, терӗ,] 18. анчах эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса ятӑм та, [ҫакна илтсессӗн,] вӑл ман патӑма хӑйӗн тумтирне пӑрахса хӑварсах тухса тарчӗ, тенӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл, Иосиф хӑйӗн тумтирне ун аллинче хӑварса чупса тухнине курсассӑн, 14. килӗнчи ҫыннисене чӗнсе, вӗсене ҫапла каланӑ: пӑхӑр-ха, вӑл пирӗн пата ҫак еврее пире мӑшкӑллама илсе килнӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосифа Египета илсе ҫитернӗ, унта илсе пынӑ Измаил ҫыннисен аллинчен ӑна Египет ҫынни Потифар — фараон таврашӗнчи ҫын, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ — сутӑн илнӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӑйне вӗлерме илсе тухсассӑн, вӑл хӑйӗн хуняшшӗ патне: ҫак япаласем камӑн, эпӗ ҫавӑнтан йывӑр ҫын пултӑм, тесе калама ҫын янӑ.25. Но когда повели ее, она послала сказать свекру своему: я беременна от того, чьи эти вещи.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда: илсе тухӑр ӑна, ҫунтарса яччӑр ӑна, тенӗ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иуда хӑйӗн малтанхи ывӑлӗ Ир валли арӑм илсе панӑ; вӑл Фамарь ятлӑ пулнӑ.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иуда унта Шуа ятлӑ пӗр ханаан ҫыннин хӗрне курнӑ; вӑл ӑна хӑй валли илсе ун патне кӗнӗ.2. И увидел там Иуда дочь одного Хананеянина, которому имя: Шуа; и взял ее и вошел к ней.
Пулт 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара Иосиф тумтирне илнӗ те, качака таки пусса, тумтире юнпа вараланӑ; 32. унтан вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ тумтире илсе кайнӑ та ӑна ашшӗ патне илсе пырса каланӑ: эпир ҫакна тупрӑмӑр; пӑх-ха, ҫакӑ ывӑлун тумтирӗ мар-и? тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑванӗсем унпа килӗшнӗ, 28. Мадиан купсисем иртсе пынӑ чухне вӗсем Иосифа шӑтӑкран туртса кӑларнӑ та ӑна Измаил ҫыннисене ҫирӗм кӗмӗлле сутса янӑ; лешӗсем Иосифа Египета илсе кайнӑ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. [Израиль] ӑна каланӑ: кайса пӑх-ха, пиччӳсем сывах-и, выльӑхӗ тӗрӗс-тӗкелех-и? мана хыпар илсе кил, тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсен вак выльӑхне, шултӑра выльӑхне, ашакӗсене, хулара мӗн пуррине, хирте мӗн пуррине пӗтӗмпех, 29. вӗсен мӗнпур пуянлӑхне илсе кайнӑ; мӗнпур ачине, арӑмне тыткӑна илсе кайнӑ, [хулара] мӗн пуррине, кил-ҫуртра [мӗн пуррине йӑлтах] ҫаратса тухнӑ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.