Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иличчен (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Гитлер влаҫа иличчен мана ҫав скульптура пирки никам та ытлашшиех чӑрмантарманччӗ.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Нимӗҫ танкӗсем ҫавӑрса иличчен ӗлкӗрччӗр! — тет мана командир.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чунӗ ҫӳлти патшалӑхра пултӑр… — Юхин сахсӑхса илчӗ, — ку имение сутӑн иличчен манпала калаҫнӑ пулсан, эпӗ ӑна илтермен пулӑттӑм.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурта ҫунса пӗтсе вут-кӑвар хыпса иличчен пуянлӑхне пытарма ӗлкӗресшӗн вӑл, ҫынсемпе пӗрле пушар сӳнтернӗ ҫӗре тухасшӑн.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫана иличчен пӳлӗхҫе кӗлтуса, яланхи пекех, вилнӗ ачисене, арӑмне, ашшӗ-амӑшне, аслашшӗ-асламӑшне асӑнса, вӗсене тутӑ пурнӑҫ сӗнесшӗнччӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырӑпа кай кунтан, эпир санӑнне мӗн те пулин татса иличчен! — асӑрхаттарчӗ Ваҫиле.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫ хупса иличчен юхан шывӑн тепӗр ҫыранне ҫитсе те тӑчӗҫ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Куҫ хупса иличчен ҫав ҫунатсем хӗвеле хупласа хурасла анкарти пек сарӑлса та кайрӗҫ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

— Эпӗ ответ иличчен мӗн чухлӗ вӑхӑт иртме пултарать? — тесе ыйтрӗ Завьялов.

Help to translate

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара Униҫҫен шапа ӳчӗ пек сивӗ, хуп татки пек хытӑ аллине чӑмӑртарӗ те: — Эп сан патӑнта пулман. Эп сана курман, илтмен. Аминь! — терӗ, тӑрантас ҫине хӑпарса ларчӗ, пӗр куҫ хупса иличчен тенӗ пек йӑмрасем хушшинче ҫухалчӗ.

Help to translate

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑ вӑл ар ҫулне ҫитнӗ каччӑсем авланма ирӗк иличчен инициаци витӗр тухнӑ самантсен ахрӑмӗ те пулма пултарать.

Он тесно связан с идеей возрождения человека в новом качестве. Наши предки придавали особое значение моменту взросления человека и проводили специальные обрядовые действия, которые, по их убеждениям, способствуют переходу юноши на другую ступень его развития, подготовке его к статусу взрослого мужчины, мужа.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫамрӑк ҫын пурне те ҫепӗҫҫӗн сывлӑх сунчӗ, пӗринпе те тепринпе калаҫкаласа, тӗпеле иртрӗ те, куҫ хупса иличчен тенӗ пек, карлӑк леш енне, диспетчерсем патне, кӗрсе те тӑчӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗлтӗр уй тулли тырра куҫ хупса иличчен тенӗ пек вырса пӑрахаттӑр, кӑҫал — йывӑртарах вӗт?

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тепре укҫа иличчен тата ултӑ кун пурӑнмалла.

До следующей получки – шесть дней.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Ҫивӗч иккен хӑй – куҫ хупса иличчен тенӗ пек пӳрт алӑкне уҫма ӗлкӗрчӗ:

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрачасем кашни пӗр хут та пулин выляса иличчен картла вылярӗҫ.

Девочки играли в карты до тех пор, пока каждый не выиграл хотя бы один раз.

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

Ҫук, ҫулӑм хыпса, ун урине ярса иличчен тепӗр енне каҫса ӗлкӗрет вӑл.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эп хайхи, вӑл алӑка шалтлаттарса хӑварсанах, сӗтел ҫинчи хур тукмакне ярса тытрӑм та куҫ хупса иличчен ҫӑтса та ятӑм.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫ хӳрине мӑлчь туса хупса иличчен Халӑх шавӗ кӗрлес кайрӗ чӗринчен.

Help to translate

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпир сывлӑш ҫавӑрса иличчен пирӗн Верука хулран ҫавӑтсах илсе тухрӗҫ.

Help to translate

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed