Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Арчаран аннен укҫине илетӗпех», — тесе кӗчӗ вӑл урам хапхинчен.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Эсӗ вара, — чӗтресе каларӗ вӑл, — ӑна качча илетӗпех тесе шанатӑн-и?
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
— Ну, Зойка, асту, хӑваласа ҫитсен, упӑшку куриччен пӗрре чуптуса илетӗпех.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Илетӗпех, тетӗн пулсан, атя, тыт, шаккаса ӗҫер эппин!..
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
«Санран шӑйӑрса илетӗпех» тенине Ваҫҫа кӗтмен ҫӗртен пурнӑҫларӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ ыранах каятӑп, эпӗ ҫак путсӗрсенчен наркӑмӑша кӑлармалли им-ҫама илетӗпех е эсӗ мӗнпе наркӑмӑшланнине калаттаратӑпах, унтан ҫак ӗҫе врача явӑҫтаратӑп, анчах вӑл шанчӑклӑ пултӑр, санӑн аппун хурлӑхлӑ йӑнӑшне никам умӗнче те ан уҫтӑр.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл ыттисене каланӑ иккен: «Ритль кутӑн, анчах эпӗ унран брезента илетӗпех».Другим он говорил: «Ритль упрям, но я возьму у него брезенты».
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Санӑн хӑвна хӑвӑн: выляса илетӗпех, тесе ӗнентермелле.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Илетӗпех! — тесе кӑшкӑрса янӑ Денни.— Хорошо, я согласен! — с внезапной решимостью крикнул Дэнни.
III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Питӗ аван, эпӗ — чӗрӗ, ниҫтан та аманман, — куншӑн хисеп тӑваҫҫех ӗнтӗ, ылтӑн хӗҫ илетӗпех.Отличное дело, я — жив и цел, представления будут отличные, и уж непременно золотая сабля.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Вӑл ирчченех курӑнмасан та, эпӗ ӑна кӗтсе илетӗпех.
LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ ҫав пин доллара илетӗпех, ҫулталӑкӗпех ҫӳремелле пулсан та!Я заработаю эту тысячу, хотя бы мне понадобился для этого год!
ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ хамӑр сеттльментре уншӑн пилӗк доллар илетӗпех пулӗ ӗнтӗ.Я наверняка получу за нее пять долларов в нашем сеттльменте.
ХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ хама валли ӗҫ ыйтса илетӗпех.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тем сиксе тухсан та хам ӗмӗте татмастӑп, эпӗ аслӑ пӗлӳ илетӗпех!
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Паян чарӑнса юлтӑм; ыран е тепӗр кун чӑтса тӑма пултараймастӑп, — пӗр хирӗҫ пулнӑ нимӗҫе ярса илетӗпех…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӑватӑпах, илетӗпех…»
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хамӑнне эпӗ пурпӗрех вӗҫертместӗп, хамӑнне эпӗ илетӗпех.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Апла пулин те каҫхине хӗвел анасса кӗтсе илетӗпех.
Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
- 1