Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илейменрен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Татьяна управлени кантурӗнче, декрета кайнин ачи час вӑй илейменрен, ҫур ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн, укҫа ытларах ӗҫлесе илес тӗллевпе кантӑк касакан-лартакан пулма шутларӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Маюк инкене кӗтсе илейменрен парнисене Кӗтерне инке патне кӗртсе хӑварнӑ.

Help to translate

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Анчах нихӑшне те йӗркипе аса илейменрен нотӑсемпех усӑ курма тиврӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав вӑхӑтра Сениэль унпа ӗҫлӗ хутшӑнусенчи ют пӗр предприятие пӗтернӗ хыҫҫӑн самаях пысӑк укҫа тупӑнасса шанать, анчах ӑна вӑхӑтра илейменрен хӑйӗн карапне — малтан шухӑшланӑ пек — Гезран туянаймасть.

В то время Сениэль надеялся, что получит значительную сумму по ликвидации одного чужого предприятия, бывшего с ним в деловых отношениях, но получение денег задержалось, и он не мог купить у Геза свой собственный корабль, как хотел.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӑнӑхман ушкӑнра хӑйне хӑҫан мӗнлерех тытмаллине тавҫӑрса илейменрен пулчӗ-ха ку.

Мысли в голове так перепутались, что она просто не успела правильно себя повести.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed