Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иксӗлсе (тĕпĕ: иксӗл) more information about the word form can be found here.
Халӑх тумӗ этеме Ҫутҫанталӑкпа тата Тӗнче уҫлӑхӗпе ҫыхӑнтарма пӑрахнӑ ӗнтӗ, анчах унӑн ытарайми чаплӑ ӳнер пахалӑхӗ иксӗлсе пӗтмен-ха.

Help to translate

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Эсӗ: «Юлашки ҫулсенче мӗн чухлӗ храм, чиркӳ, часавай, синагога, мечет лартса тултарчӗҫ, анчах ҫакӑнпа юнашарах ҫынсен, уйрӑмах ҫамрӑксен, чун-чӗре тасалӑхӗ, кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗ хавшаса, иксӗлсе пырать. СПИД, наркомани, токсикомани, ытти усал чир-чӗр ҫинчен нумайӑшӗ паян кунччен илтме мар, вӗсем ҫинчен тӗлленмен те. Намӑс-симӗсе ҫухатса, порнографилле ар ҫыхӑнӑвӗсене те уҫҫӑнах кӑтартма пуҫларӗҫ. Паянхи пурнӑҫра кам телейлӗ, кам пуян? Кам улталама, ҫаратма, вӑрлама пултарать, хӑй ӳтне сутса пурӑнать, ҫавӑ», — терӗн.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вар хӗрринче малтанах вӑш-вашшӑн шӑлавар кӑшкарӗ айӗнчен тухкаласа кайнӑ кӗпи вӗҫне вырӑнне чикрӗ, унтан пӗр авӑк хашка-хашка сывлӑш ҫавӑрса, сывлӑша тайса итлесе тӑчӗ — сасӑ кашни ҫеккунтрах уҫӑмсӑрланса, иксӗлсе пыни палӑрчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юлашки ҫулсенче Раҫҫейре кӑна мӗн чухлӗ храм, чиркӳ, часавай, синагога, мечет лартса тултарчӗҫ, анчах ҫакӑнпа юнашарах ҫынсен, уйрӑмах ҫамрӑксен чун-чӗре тасалӑхӗ, кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗ хавшаса, иксӗлсе пырать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫул тем пысӑкӑш канав майлӑ пулнӑ, ун тулли тӗттӗмлӗх капланса тӑнӑ, вӑл вӗҫсӗр пек курӑннӑ, темӗнле иксӗлсе пӗтми тӗксӗм япала, сывлама чӑрмантараканскер, вӑраххӑн юхнӑн туйӑннӑ.

Дорога походила на огромную канаву и была полна тьмы, казалось — ей конца нет, и по ней медленно течет вдаль что-то темное, неиссякаемое, мешающее дышать.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кунтах иксӗлсе пулакан рис, сакӑр уйӑхра виҫӗ тухӑҫ паракан, пӗр акнӑ пӗрчӗрен икҫӗр пӗрчӗ ӳсекен кукуруза; кунжут, паллӑ кайен пӑрӑҫӗнчен те хӑватлӑрах Уруа облаҫӗнчи пӑрӑҫ; маниока, сорго, мускат мӑйӑрӗ, тӑвар, пальма ҫӑвӗ.

Здесь продавался рис, который приносит урожай сам-сто, кукуруза, дающая три урожая за восемь месяцев и двести зерен на каждое посеянное зерно; кунжут, перец из области Уруа, более острый, чем знаменитый кайенский; маниока, сорго, мускатные орехи, соль, пальмовое масло.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ӗнтӗ йӗкӗте хӗр яшка та ӑшӑтса ҫитерчӗ, чей те вӗретсе ӗҫтерчӗ, вырӑн та сарса пачӗ, калаҫмаллисем те (паллашнӑ чухне калаҫмаллисем) паҫӑрах иксӗлсе пӗтрӗҫ пулмалла.

Девушка накормила парня супом, напоила чаем, постелила постель, и разговоры (разговору, которые ведут при знакомстве), видимо, давно иссякли.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫакӑн пек вӑл пӗр хут ҫеҫ мар тӗлӗннӗ, анчах тӗлӗнесси ҫапах та иксӗлсе пыман.

Такое удивление он испытывал уже не в первый раз, но оно от этого не уменьшалось.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пысӑк ӗҫсем ҫинчен калаҫу пуҫланине пула, ҫемьери хуйхӑ-суйхӑ иксӗлсе сапаланнӑ пек туйӑнчӗ.

Оттого, что заговорили о больших делах, семейные горести как бы отодвинулись и сделались мельче.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах та пирӗн вӑйсем иксӗлсе ҫитрӗҫ, пирӗн ирӗксӗрех хуларан тухса каймалла пулать…

Но у нас иссякли силы, и мы должны оставить город…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫав хӗвел пек илемлӗ хӗр хӑйӗн чӳречи умне тухса тӑрасса кӗтет вӑл, пурнӑҫӗн пӗтӗм тӗллевӗ те ҫакӑ ҫеҫ юлать; хӑй чунӗн патшине курса савӑннисӗр пуҫне урӑх пурнӑҫ ҫук унӑн, хӑйӗн пурнӑҫӗ иксӗлсе ҫитиччен урӑх пурнӑҫ пулман та унӑн; хӑйӗн пурнӑҫӗ сӳнсе ларсан вара, вӑл хӑй ҫурчӗн чӳречи умне ларнӑ та яланах пӗр шухӑшпа аппаланнӑ: тата курӑп-ши-ха эпӗ ӑна?

И вся жизнь его — ждать, пока явится она у окна, прекрасная, как солнце; нет у него другой жизни, как видеть царицу души своей, и не было у него другой жизни, пока не иссякла в нем жизнь; и когда погасла в нем жизнь, он сидел у окна своей хижины и думал только одно: увижу ли ее еще?

3 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Искусствӑпа интересленесси иксӗлсе пыра пуҫласан, вӗсем калаҫма тытӑнчӗҫ.

Потом интерес к искусству несколько ослабел, и они разговорились.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

15. Ефрем хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче ӗрчевлӗ пулин те, тухӑҫ ҫилӗ килсен, пушхиртен Ҫӳлхуҫа ҫилӗ ҫӗкленсен унӑн ҫӑлӗ типсе ларӗ, ҫӑлкуҫӗ иксӗлсе юлӗ; ҫав ҫил мӗнпур хаклӑ савӑт управӑшне пушатса хӑварӗ.

15. Хотя Ефрем плодовит между братьями, но придет восточный ветер, поднимется ветер Господень из пустыни, и иссохнет родник его, и иссякнет источник его; он опустошит сокровищницу всех драгоценных сосудов.

Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вара тинӗсре шыв пӗтсе ҫитӗ: юханшыв иксӗлсе типсе ларӗ; 6. ҫырмасенче шыв чакса пырӗ, Египетӑн чавса тунӑ шыв ҫулӗсем ӑшӑхланса типсе ларӗҫ; хӑмӑшпа чакан шанса кайӗҫ.

5. И истощатся воды в море и река иссякнет и высохнет; 6. и оскудеют реки, и каналы Египетские обмелеют и высохнут; камыш и тростник завянут.

Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed