Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир философла калаҫса пӑхӑр-ха: этем тени ҫӗр ҫаврӑннине, прогрессивлӑ паралич вӑйлансах пынине е, сӑмахран, ҫак идиотла ҫумӑр ҫунине чарса лартма пултарайман пекех, событисене те ни хӑвӑртлатма, ни тытса чарма пултараймасть.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Халӗ ак унӑн ҫак чӑрсӑра ҫӑвар урлӑ парас килсе кайрӗ, каласан та вӗт, — салтак, — пӗр эрне ҫеҫ маларах кашни офицер умӗнчех чӗтресе тӑнӑ, халӗ ак ҫак идиотла Австро-Венгрире ҫапла пӑтранса кайнӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫакнашкал калаҫма хӑять…
Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Идиотла цилиндр тӑхӑннӑ самӑр арҫынпа хӗрарӑм, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑна-ҫыпҫӑна, темӗн те пӗр киревсӗрле хӑтланса авкаланаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Килӗнче унӑн — амӑшӗ-мӗн, ӗҫке ернӗ ашшӗпе, ҫурма идиотла ывӑлӗпе те тӑватӑ пӗчӗк хӗрачапа; ҫӗрне вӗсенне ялйыш вӑйпалан та тивӗҫсӗррӗн туртса илнӗ; ҫав ялйыш ырлӑхне пула халь пурте ӑҫта-тӑр ӗмӗрне вӗҫленӗ пӳрт пеккинче хӗсӗнкелесе пурӑнаҫҫӗ; аслисем ют ҫынсем патӗнче ӗҫлеҫҫӗ, кӗҫӗннисем кӗлмӗҫленсе ҫӳреҫҫӗ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Салтаксем начарланса сӑнран ӳкнӗ, идиотла пӑхаҫҫӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1