Шырав
Шырав ĕçĕ:
Правленин тепӗр ларӑвӗнче Кайдураева преми пама «Тӗкӗнми запасран» илме йышӑннӑ.
Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.
— Тулли мар мобилизаципе килӗшӳллӗн запасран чӗнсе илнӗ граждансене мӗнле социаллӑ пулӑшусемпе тивӗҫтереҫҫӗ тата укҫа-тенкӗ параҫҫӗ-и?
Тулли мар мобилизаци камсене пырса тивет? // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d1%82%d1%8 ... b0-%d1%82/
Унта вӑл нерпа тирӗнчен ҫӗленӗ михӗ тупса запасран юлнӑ аш татӑкӗсене пуҫтарса чикрӗ, пӗчӗк тимӗр бидона шыв тултарчӗ, вара каллех тинӗс хӗрринелле чупрӗ.
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мазин кӗсйинчи типсе, пӑнтӑхса кайнӑ ҫӑкӑр сӑмсине, арманта тупнӑскере, хыпашласа, чӗрнипе чакаласа пӑхрӗ, анчах та хаклӑ запасран пӗр пӗрчӗ те илме хӑяймарӗ.
51 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫӳлӗксем пушӑ пулсан, запасран кӑштах кӑлармалла, ӑнлантӑр-и?Если полки в них пустуют, нужно кое-что из запасов выбросить — понимаете?
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Отделенири ытти ҫынӗсем пурте запасран килнӗскерсем.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Кадровиксем те пур, сирӗн пеккисем, запасран килнисем ытларах.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӗсем хушшинче запасран илнӗ ҫынсем те пур-мӗн.
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ӑна хальтерех кӑна запасран илнӗ-мӗн, ҫулне пӑхсан — взводра вӑл пуринчен аслӑраххи.Он был призван из запаса совсем недавно, по годам — старше всех во взводе.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ун чухне ӑна запасран боецсем парсах тӑнӑ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Камбузран мандолина тӗнкӗлтеттерни те илтӗнмест: уяв ячӗпе тӗкӗнмелле мар запасран ҫителӗклех сыпнӑ Яша пичче те лӑпланчӗ пулас.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
- 1