Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑках мар тӑваткал залра, форточкӑсенчен кӗрекен варкӑш чӳрече каррисене кӑштах хускатать пулин те, йывӑрланса ҫитнӗ сывлӑш кӑмӑла сӳрӗклетет, шӑм-шака пусать; чылайранпа тӑхтав-мӗн туса пӳлӗме уҫӑлтарманни, канашлӑва пухӑннисем хӑйсем те кӑштах уҫӑлманни сисӗнет.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Мӗншӗн тесен пысӑк залра пухӑннӑ ҫурри ытла ҫамрӑк — пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрленекенсен умӗнче АПК ветеранӗсем, ытти яваплӑ должноҫсенчи ҫынсем тухса калаҫни питех те вырӑнлӑ пулнӑн туйӑнчӗ.
Евлалия Васильева агрономӑн пурнӑҫ уйӗ // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... 83%d0%b9e/
Залра вырӑн юлмарӗ, аслисене пурне те кухньӑна лартрӗҫ, кукамайпа кукаҫие те.В зале не осталось места, и всех взрослых выгнали из зала на кухню, даже дедушку с бабушкой.
Торт // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/636
Тӗп редакторсем ҫӗнӗ залра хӑтлӑ та илемлӗ пулнине палӑртрӗҫ.
Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c
«Снегири-негири», – юрлать залра Ксюша чаплӑ тумлӑ хӗрачана ӳкерсе.«Снегири-негири», – пела про себя Ксюша в зале, дорисовывая девочку в модной одежде.
Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582
— Залра шифоньер хыҫӗнчи кравать еннелле пӑхкаласа Наталь ҫийӗнче мӗнпуррине пӗтӗмпех хыврӗ, юлашкинчен кӑкӑр ҫыххине салтрӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫӑкӑр каснӑ хушӑра залра телефон шӑнкӑртатни илтӗнчӗ те Таранов унта васкарӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Залра пухӑннисене чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Валерий Зеленин саламларӗ.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Пӗр каҫ ҫемье залра «Поле чудес» курма пухӑннӑ.В один из вечеров семья собралась в зале смотреть «Поле чудес».
Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570
…Журнал пӗтсен, залра лампӑсем ҫуталчӗҫ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Виҫҫӗмӗш шӑнкӑрав пулсан, залра ҫутӑ сӳнчӗ те, Егоров калаҫма чарӑнчӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Залра шӑп пулчӗҫ, Альбина юрлама хатӗрленчӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
…Залра — ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ евӗр.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
…Залра оркестрӑн хӑватлӑ сасси янӑрать.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Ҫапах та ҫирӗм ҫулхи комсомолец-партизанӑн пӗччен вилтӑприне тӗттӗм вӑрман епле хурланса та ҫӗре ҫити пуҫ тайса сыхланине кӑтартнӑ чухне… залра ларакансен сахалӑшӗн куҫҫуль тухмарӗ пулмалла.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Залра ларакансенчен чылайӑшӗ Мосальский симфонийӗ ҫинчен премьерӑчченех илтнӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Арҫыннӑн ӑшӑ сӑмахӗпе хавхаланнӑ хӗрарӑм йӗри-тавралла кӑн-кан пӑхкаларӗ те апатланмалли залра никам та ҫуккине кура хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫакна аса илсе Герасим Федотович столовӑйне кӗчӗ, апатланмалли залра вӑл кӗтесри улах сӗтел хушшине вырнаҫрӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вуламалли залра пӗр ҫирӗмӗн вырнаҫса ларчӗҫ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Залра лӑк тулли халӑх.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.