Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ерипен the word is in our database.
ерипен (тĕпĕ: ерипен) more information about the word form can be found here.
Сасартӑк, йӑлтах ывӑнса ҫитнӗскер, ерипен утӑм туса вӑл краватӗн тимӗр уринчен такӑнчӗ, чӗркуҫҫи хаяррӑн ыратса кайнипе вырӑн ҫине пусарӑнчӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та тыткӑнра резина пек вӑрӑм, ерипен тӑсӑлакан талӑксенче Ваҫиле хӑйӗн тӗрмине лайӑх пӗлсе ҫитрӗ, халӗ сӗм тӗттӗмре те тумбочкӑна, кравате, тенкелсене, кӗтесри тутӑхнӑ витрене лектермесӗр утма вӗренчӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӳретпӗр хальлӗхе… ерипен, — нӑшиклетрӗ ватӑ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лейтенант ирӗлекен юр тӑрӑх ерипен уксахласа иртетчӗ, никӗс тӑпри ҫине ларатчӗ, хӗллехи хӗвелӗн хӑйӗнни пекех вӑйсӑр ӑшшинче хӗртӗнетчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле кунӗсемпе каҫӗсем ерипен, асаплӑ тӗлӗк пек тӑсӑлаҫҫӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ерипен малалла хускалчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл ерипен ҫав ҫутӑсем патне ҫывхарса пычӗ, хӑрушӑ ытамне кӗрсе ӳкнӗскер, вӗсем халь-халь сӳнесрен, хӑй тӗттӗме путасран хӑрарӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урасем итлемеҫҫӗ, ерипен шӑваҫҫӗ…

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Резина пек тӑсӑлса юхать ҫул ерипен.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лешӗ малтан пуллине шӑршласа пӑхрӗ, унтан, хуҫине пӑхса «апат тума юрӑхлӑ, тавтапуҫ» тенӗн, ерипен ҫиме пуҫларӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Сатур татӑлас пек карӑннӑ вӑлта ҫиппине ерипен сӗтӗрсе шывран чавса тӑршшӗ пулӑ туртса кӑларчӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ирхи кӑвак шуҫӑм ерипен кӑна сенкерленсе ҫуталчӗ те хӗрелсе тухакан хӗвел умӗнчен каҫхи асамлӑ чатӑрне сирсе пӑрахрӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Юр купи пусса тӑнипе юрлӑ тусем тӑрринчи пӑр ерипен аялалла шуса анать.

Под давлением массы снега со снеговых вершин медленно сползают льды.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ерипен пурӑнӑҫ майлашса пыма пуҫланӑ.

Постепенно жизнь начинает налаживаться.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Касса янӑ йывӑҫ тейӗн, ерипен тата пӗр сассӑр йӑванчӗ.

Потом упал — медленно, как падает дерево.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ку вӑл ҫав тери ерипен пулса иртетчӗ, тепӗр чух шухӑш ҫӑмхине сӳтнӗ хушӑра.

Он рассказывал об этом понемножку, когда приходилось к слову.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Коовокно тимӗр вӗҫлӗ сӑнӑ илнӗ те шӑтӑк патне ерипен упаленсе пыра пуҫланӑ.

Коовокно взял копье с железным наконечником и начал осторожно подползать к отдушине.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑйӑр витӗр шыв час сӑрхӑнать, тӑм витӗр шыв ерипен сӑрхӑнать, ҫавӑнпа та тӑм сийӗ ҫинче шыв нумайччен тытӑнса тӑчӗ.

Через песок вода просачивалась быстро, через глину медленно и потому подолгу задерживалась поверх слоя глины.

Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ерипен ҫӳлелле кармашса тыткаласа хӑпарма пуҫлатпӑр.

Начинаем медленно карабкаться вверх.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Оленька Миронова… — хуллен тепӗр хут каларӗ старик, пуҫне ерипен сулкаласа.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed