Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрремӗшӗ, ҫыран хӗрринчи тӳремлӗх евӗрлӗскер, ҫурҫӗрелле тӑсӑлать.
Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB
Пӗр Эльвира пек хӗр, анчах вӑл мар, темле балерина евӗрлӗскер, ун умӗнче йӑл кулса тӑрать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Темле кукӑль евӗрлӗскер, салтаксем епле юратса ҫирӗҫ?!
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Паллах, ҫынни вӑл хӑй евӗрлӗскер пулас, сӑмаха кивҫен каймасть, ҫав хушӑрах ҫилӗ тытма та юратмасть пулӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫак вӑхӑтра Ула Тимӗр куҫне сылтӑм енчен шурӑ-шурӑ ӗмӗлке, хӗрарӑм хапи евӗрлӗскер, сӗртӗнсе-туртса илчӗ: Полина ун патнелле тапраннӑ иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унпа юнашар тепӗр пӗлӗт, каснӑ лартнӑ арӑслан евӗрлӗскер, ҫитсе чарӑнчӗ.
Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.
Шӑхличӗ Захар тунӑ пекки те мар, вӑрӑм-вӑрӑм кӗлеткеллӗ кайӑк евӗрлӗскер, темиҫе шӑтӑклӑччӗ ӗнтӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Вӑйсӑр шурӑмпуҫӗ — хӑй те кӑвак тӗс ҫапнӑ пир евӗрлӗскер — пур япалана та виле шывӗ сӗрсе тухать; сывлӑш, ҫӗр, таврари йывӑҫсем — пурте тӗссӗр кӑвак, сивӗ сӑнлӑ.
Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫын куҫӗнчен аякра, улах кӗтесре, хӑмла сырса илнӗ ҫӗмӗрт йывӑҫҫисем айӗнче унӑн ӳпле евӗрлӗскер пулнӑ.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Нивушлӗ Микула кум тетӗп: утти те — ярӑнтарса пусаканскерӗн, атти те — хуткупӑс евӗрлӗскер, хыҫалтан пӑхсан та — ҫав ҫӑмарта хуҫи пекех-ҫке, тетӗп.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тӗлӗнмелле чипер те хӑйне евӗрлӗскер.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Сӑмсах хыҫӗнче — темӗн сарӑ шуҫӑм евӗрлӗскер.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӑрӑхла йывӑҫ хуппинчен тунӑ витӗ евӗрлӗскер ҫине ӗҫме-ҫиме лартрӗҫ те урайӗнче апатланчӗҫ.Ели на полу, сидя кругом овальных деревянных крышек из коры, на которые ставилось кушанье.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫав пикене хупланӑ алӑк леш енче пукан е пукан евӗрлӗскер ӳкни, савӑт-сапа ҫӗмӗрӗлнӗ чухнехилле сасӑ, «шуйттан илтӗрех ку ҫекӗлсене» тени тилӗрчӗклӗн илтӗнет, тата тепӗртак авӑккӑн кӗмсӗртеткелесен кӗтмен ҫӗртен ҫав тери йӑрӑс пӳллӗ хӗр тухса тӑчӗ: сӑнӗнче хавхаллӑ йӑл кулӑ, ҫӳҫне хитрен ҫыхса хунӑ, янкӑр уҫӑ, тӳсӗмсӗр хура куҫӗсем тимлӗхпе йӑлкӑшаҫҫӗ, сирень сӗмлӗ чаплӑ ҫӳхе пурҫӑн кӗпепе, туфлипе, чӑлхи шупка-симӗс тӗслӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Стенан пӗр пайӗ ҫавӑнтах ҫурма ункӑ пек тӑсӑлса тухрӗ, — халӗ унта сентре, ун урлӑ шалалла кӗреетӗп, — кӗҫех ҫав тӗлте ҫуталса кайрӗ; стена леш енче темӗн нӑйлатма пуҫларӗ, эпӗ мӗн пулса иртнине йӗркеллӗн ӑнланса ӗлкӗричченех ӳкнӗ сентрепе пӗр шайра стенаран сӗтел евӗрлӗскер ҫӗкленчӗ: унта чашӑксем, кофе савӑчӗ — ун айӗнче спирт лампочки ҫунать, шурӑ ҫӑкӑр, ҫу, сухари, пулӑпа какай ҫимӗҫӗсем, — вӗсене, ахӑртнех, кухньӑра асамҫӑ-мӗлке хатӗрленӗ, мӗншӗн тесен ешӗл-симӗс тӗссемпе капӑрлатнӑ шурӑ апат хушшинче эпӗ темӗн чухлӗ ӑшаланулӑх, ҫу, чашлату та техӗмлӗх туятӑп-сисетӗп.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унта янкӑс хӗрлӗ мӑкӑнӗн рехетлӗ чалӑш-чӗлӗш сӑнӗ евӗрлӗскер кулкалать-сиккелет.Там металось подобие франтоватого красного мака с блаженно-перекошенными чертами лица.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Палӑртса хӑвармалла: ҫак самант тӗлне кӑмӑл-туйӑм ҫав тери хӗрсе ҫӗкленнӗччӗ; ара — пачах урӑх лару-тӑру, паллӑ марлӑх — таврашӑмра мӗнле ҫынсем, малалла мӗн пулать, тата айван, анчах ҫирӗп шанӑҫ — шӑпах ҫак ҫурт стенисен хушшинче манӑн темӗн хӑйне евӗрлӗскер тума тивет, унсӑрӑн эпӗ чаплӑ ҫак йышра-пӗрлӗхре ларас ҫуках…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
«Санӑн кукку епле-ха апла хӗрлӗ Российӑран шурӑ Харькова кӗрсе ӳкме ӗмӗтленнӗ?» тесе ыйтсан, калӑп: ман куккам пӑшатан евӗрлӗскер, Харькова мар, ют патшалӑха та каҫса кайма пултарӗ, тейӗп.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫак Жанет типӗтнӗ тарань пулӑ евӗрлӗскер питех те ырханччӗ, сӑмси ҫинче куҫлӑх пурччӗ, ял урамӗпе утса пынӑ чухне, тислӗк шӑршипе пуҫӗ ыратасран, сӑмсине тутӑрпа хупласа пыратчӗ.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Манпа юнашар, те дьякон, те монах евӗрлӗскер, хӑйне никам та ан асӑрхатӑр тесе пулас, сыхланса нимӗн чӗнмесӗр ларса пырать.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.