Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурхи шыв-шур пек айӑн-ҫийӗн пӗтӗрӗнсе-ҫаврӑнса сарӑлчӗ восстани, вӑл пӗтӗм Дон тӑрӑхне, Дон леш енчи ҫеҫенхир ҫӗрӗсене йӗри-тавралла тӑватҫӗр ҫухрӑм таран хупласа илчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дон леш енчен, тури Дон тӑрӑхӗнчен, пур ҫӗртен те восстани ҫурхи шыв таппи пек хӑватлӑн сарӑлса кайни ҫинчен хыпарсем килсе тӑчӗҫ.Из-за Дона, с верховьев, со всех краев шли вести о широком разливе восстания.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем Мелеховсен тӗлне ҫитрӗҫ те, чарӑнса тӑрса, пӗр вӑхӑт Дон урлӑ каҫакан вырӑна, Донпа чӑнкӑ сӑрт хушшине хӗсӗннӗ хура сукмак пек йӗр ҫине, сӑнаса пӑхкаларӗҫ, каялла ҫаврӑнса кайрӗҫ.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӑхатӑн та — Дон тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене хуп-хура ҫӑра пӗлӗт хупласа илсе унта чӗмсӗррӗн те хӑрушшӑн капланса тӑнӑн, вӑл кӗҫ-вӗҫех, тирек йывӑҫҫисене асар-писеррӗн ҫӗр ҫумне ава-ава хурса, типпӗн шартлатса ҫурӑлакан аслати сассипе кӗмсӗртетсе каяссӑн, унтан Дон леш айккинчи шурӑ вӑрмана шӑтӑр-шатӑр хуҫса-ватса пӗтерме, акшар сӑрчӗсем ҫинчен аҫа чулӗсене вӑркӑнтарма, вӗлерсе ярас пек хаяр аслати сассипе кисренме тытӑнассӑн туйӑнать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Бонд капитан хӑй ячӗпе тата Ошэн капитан ячӗпе хӑйсене Килӗшӳ держависенчен Дон тӑрӑхӗнчи лару-тӑру ҫинчен пӗлме официаллӑ йӗркепе хушса яни ҫинчен Дон атаманне пӗлтерме кирлӗ тесе шутлать.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кунсӑр пуҫне, Аслӑ Дон Ҫарӗн правительстви Германи промышленноҫне Дон тӑрӑхӗнчи промышленноҫпа суту-илӳ предприятийӗсене капитал хунӑ, уйрӑммӑн илсен, ҫӗнӗрен шыв ҫулӗсемпе ытти ҫулсем туса ӗҫе яма, уйрӑм ҫӑмӑллӑхсем парать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Аслӑ Дон Ҫарӗ тата Донпа Кавказ союзӗнчи ытти патшалӑхсем Германи халӑхӗ хӑйсене туслӑн пулӑшнине манмӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сирӗн величествӑран, стратегилле майсене шута илсе, Камышинпа Царицын хулисене, Саратов кӗпӗрнине, кунпа пӗрлех Воронеж хулине те, Лиски станцине те, Поворинӑна та Дон Ҫарӗ ҫумне пӗрлештерес ӗҫре пулӑшу пама тата Дон Ҫарӗн чиккине Зимовой станицӑри картта ҫинче кӑтартнӑ пек йышӑнма.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Дон Сарӗ Таганрог округне 500 ҫул ытла хӑй аллинче тытать, уншӑн Таганрог округӗ каярахпа Дон Ҫарӗ пулса кайнӑ Тмутараканин пӗр пайӗ пулса тӑрать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Украинӑпа Дон Ҫарӗ хушшинче Таганрогпа унан округӗ пирки пыракан тавлашӑва Дон Ҫарӗ майлӑ татса пама ыйтма.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сирӗн император величествине ҫывӑххӑн парӑннӑ пирӗн Ҫарӑн Зимовой станицинчи атаманне эпӗ ҫак полномочисемпе ятӑм: Сирӗн император величествинчен Аслӑ Дон Ҫарӗн хӑй тӗллӗн пурӑнма правасем пуррине, Кубань, Астрахань тата Терек ҫарӗсене тата Ҫурҫӗр Кавказа ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн, ҫак пӗтӗм федерацин Донпа Кавказ союзӗ ятпа хӑй тӗллӗн пурӑнма право пуррине йышӑнма ыйтма.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑк организмлӑ патшалӑх пулса тӑракан Дон Ҫарне пӗччен тытӑнса пурӑнма йывӑр, ҫавӑнпа та вӑл, Астрахань ҫарӗпе Кубань облаҫне большевиксенчен тасатнӑ хыҫҫӑн, федераци йӗркипе Аслӑ Дон Ҫарне, Астрахань ҫарӗпе Ставрополь кӗпӗрнинчи калмӑксене, Кубань ҫарне, ҫавӑн пекех Ҫурҫӗр Кавказ халӑхӗсене пӗрлештерсе, пӗр ҫирӗп патшалӑх туса хурас тӗллев тытрӗ, Астраханьпе Кубань ҫарӗсен пуҫлӑхӗсемпе — князь Тундутов полковникпа тата Филимонов полковникпа тачӑ союз турӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫак ҫырӑва паракан ҫынна (посланнике) — сирӗн император величествине чунран парӑннӑ Аслӑ Дон Ҫарне кӗрекен Зимовой станица атаманне — тата унӑн юлташӗсене эпӗ, Дон атаманӗ, сирӗн император величествине аслӑ Германин хӑватлӑран та хӑватлӑ монархне, саламлама тата ҫакӑн пирки пӗлтерме полномочи патӑм:
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Майор Кокенхаузен, сӑмах май тенӗ пек, Германи командованийӗ большевиксемпе кӗрешес тата малтанхи чикӗсене туса хурас ӗҫре Аслӑ Дон Ҫарне пур майсемпе те, алла хӗҫпӑшал тытса ҫапӑҫнӑ таранах, пулӑшу пани ҫинчен аса илтерет, унтан, чехословаксем нимӗҫсемпе вӑрҫӑ пуҫлас пулсан, Дон правительстви ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхасси ҫинчен ыйтать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ку ӗнтӗ Германирен илсе тӑракан ҫар хатӗрӗсене Дон правительстви Добровольчески ҫарпа пӗрле уйӑрнине, ҫавна май вӑл Дона пӑхӑннине йӗкӗлтесе систерекен сӑмах вырӑнне пулать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Новочеркасскра сывалакан аманнӑ доброволецсем Краснов автономи патне туртӑннинчен тата вӑл казаксен авалхи йӑли-йӗркисене тепӗр хут тавӑрма ӑнтӑлнинчен тӑрӑхласа кулаҫҫӗ, хӑйсем хушшинче унран йӗрӗнчӗклӗн «хуҫаин» тесе мӑшкӑллаҫҫӗ, Аслӑ Дон Ҫарне «хаваслӑ Дон ҫарӗ» тесе ят параҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Майӑн вунпиллӗкмӗшӗнче Аслӑ Дон Ҫарӗн атаманӗ Краснов управляющисен совечӗн председателӗпе, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен пайӗн управляющийӗ Африкан Богаевский генерал-майорпа, Дон Ҫарӗн генерал-квартирмейстерӗ Кислов полковникпа тата Кубань атаманӗ Филимоновпа пӗрле Маныч станицине пӑрахутпа пырса ҫитет.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Нимӗҫсен тимӗр кӗлеллӗ хӳхӗм аттисем Дон ҫулӗсене таптаса хытараҫҫӗ, баварсен утлӑ ҫарӗ Дон шывӗпе лашисене шӑварать…
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Старик, пӗчӗкҫӗ сӗтел ҫине чавсаланнӑ та, вакун чӳречи умӗнче ларса пырать; хӑлхара делегатсен саланас умӗн янӑранӑ Дон гимнӗ чӗтренсе чӳхенет; унӑн хавха сӑмахӗсем чӗре варринех вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та Пантелей Прокофьевича ӗнтӗ «православнӑй Лӑпкӑ Дон» чӑнах та хӑйӗн мӗнпур хӑвачӗпе «пӑлханса хумханнӑ» пек туйӑнса пырать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
1918 ҫулхи апрель уйӑхӗнче Дон ҫинчи чамасӑр пайлану тинех вӗҫне тухса ҫитет: ҫурҫӗр тӑрӑхри — Хопер, Усть-Медведица тата пӑртакҫах Тури Дон округӗсенчи фронтовик-казаксем хӗрлӗ армеецсен каялла чакакан чаҫӗсемпе каяҫҫӗ; анатри казаксем вӗсене, хыҫалтан хӑваласа, область чиккисем патнелле хӗсеҫҫӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.