Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Мирко дневник валли хатӗрленӗ сӑмахсемпе калаҫать, дневникне вӑл кӗҫӗрхи ӗҫсене ҫырса хума хатӗрленнӗ:
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Малтанхи кунсенче манӑн дневник ҫырса пыма вӑхӑт ҫукчӗ: ӗҫсем ытла та нумайччӗ, ҫитменнине тата, манӑн чӗрене йывӑр шухӑшсем ыраттаратчӗҫ, ҫав шухӑшсем дневникра та палӑрӗҫ тесе хӑраттӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку дневник ытти дневниксенчен йӑлтах урӑхла, кунта эп иртни ҫинчен мар, пулас кун ҫинчен ҫырмалла.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Лар, «иккӗ»! — литература учителӗ Аркадий Давыдович Ваҫука тӗсесе пӑхрӗ малтан, унтан дневник ҫине васкамасӑр «иккӗ» паллӑ лартрӗ.
3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Дневник — пурнӑҫ, унта — кун хыҫҫӑн кун, ҫулталӑк хыҫҫӑн ҫулталӑк, унта ӗҫ те, ҫитӗнӳ те, хаваслӑх та, хурлӑх та пур.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Анчах эпӗ дневник вӗҫнелле ҫитес чух пӗр япала куртӑм та, мана такам пуҫран чукмарпа ҫапнӑ пек туйӑнса кайрӗ, мана аҫа ҫапнӑ пек туйӑнчӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Унӑн дневник пуррине эпӗ пӗлменччӗ…
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Ачаран хӑнӑхнӑ йӑлине — дневник сырса пырассине те — манман.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Дневник уншӑн ҫывӑх юлташ пекех пулнӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ваня куллен-кунах дневник ҫырнӑ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Кунта — фашистсен каторгине лекнӗ патриотсен ҫырӑвӗсем, хаяр ҫапӑҫу кунӗсенче совет салтакӗсемпе офицерӗсем ҫырса пынӑ дневник страницисем.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ак тамаша, ку хӑйне евӗрлӗ дневник вӗт.
Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/
Эпӗ ҫакна аван пӗлетӗп: мӗн курнине нумай вӑхӑт асра тытакан е ун ҫинчен дневник ҫырса пыракан автор кӗнекипе танлаштарсан, нимӗнле пултарулӑх та, пӗлӳ те тата талант та ҫук авторсем ҫырнӑ сочиненисем хӑйсен авторӗсене нихҫан та чапа кӑларма пултараймаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсем каланӑ сӑмахсене эпӗ хам асӑмра калама вӗрентӗм, май килнӗ таран вӗсене хамӑн дневник ҫине ҫырса хутӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Малтанхи тапхӑрсенче унта ачалла айванлӑх нумайччӗ; анчах, ҫулсем иртсе пынӑ май, дневник ҫине ҫырса пырасси уншӑн, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫывӑх тусӗпе калаҫнӑ пекех, куллен тумалли ӗҫ пулса тӑчӗ.
Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Дневник ҫырса пыма Олег питӗ ҫамрӑкла тытӑнчӗ.
Днепр // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Уча чарӑнса виле ҫине пӑхрӗ; дневник ҫинчен аса илчӗ те Мирко сумкине хыврӗ.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унтан вӑл чарӑнчӗ, сумкинчен дневник кӑларчӗ те тӑваттӑ палли ҫине савӑнса пӑхрӗ.Потом он остановился, вынул из сумки дневник и полюбовался на свою четверку.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Дневник ҫине лартсан — ку пачах урӑх япала.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
— Ольга Николаевна, эпӗ сиртен тӑваттӑ палла ман дневник ҫине лартса пама ыйтасшӑн.— Ольга Николаевна, я хочу попросить вас: поставьте мне мою четверку в дневник.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.