Шырав
Шырав ĕçĕ:
Горизончӗ санран тарсах пырать.
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Умра, тӑвалла сӗвекленекен хула горизончӗ пӗлӗтпе сыпӑннӑ тӗлте, уйрӑм хуҫалӑхсен саланкӑр ҫурт-хуралтисемпе пӗрле ҫак ҫулсенче ҫуралса вӑй илнӗ пир-авӑр комбиначӗн корпусӗсем сӗмленеҫҫӗ (ытларах вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӑрҫӑ ачисем никӗслекен агрегат завочӗ «хул-ҫурӑмне сарсах» ҫитереймен-ха, вӑл ик-виҫ ҫулхи ача пек, пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑвать).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сӑран шӑлаварӗ витӗр ӳтне хӑйӑр чӑтмалла мар ҫунтарать, тӳпе вара пуҫӗ ҫине вӗри плита пӑрахать те пӑрахать, ӳкмессеренех хӑлхинче хӑватлӑ гонг янӑрать; ҫав шӗвеке ӗҫнӗрен ҫунакан пуҫ миминче курӑнми пружинӑсем ҫаврӑнма, бухтӑн симӗс-кӑвак тӗсӗнче тата хӑйӑр ҫинче хӗлхем кӗлтисем сиккелеме пуҫларӗҫ; тинӗсӗн инҫет горизончӗ Пэд пекех ӳсӗр — сулланать, вӑл туртӑна-туртӑна куҫни-хускални капмар тӳпе янахӗн хӑлаҫланӑвӗ евӗр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Шӑхӑра-шӑхӑра сывласа, тарпа исленнӗскер — Гусев канавсем урлӑ вӑрӑммӑн-вӑрӑммӑн сике-сике каҫать, тилӗрнипе кӑшкӑра-кӑшкӑра, чул муклашкисенчен такӑна-такӑна чупать, чупать, ун хыҫҫӑн пуш хирӗн ҫывӑх, тӗттӗм горизончӗ ишет, ишет.
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сылтӑм енче тинӗс пек пысӑк Мичиганӑн кӑвак хумӗсем рельссене кӑшт кӑна ҫапӑнман, ҫыран хӗрринелле тӳп-тӳрӗ пыракан пысӑк та тӗлӗнмелле пӑрахут шыв горизончӗ хыҫӗнчен шыв сӑрчӗ ҫине хӑпарнӑ пек ишсе тухнӑ.
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Вара Петя Куликово уйӗн горизончӗ ҫинче ҫумӑр пӗлӗчӗ пек ҫакӑнса тӑраканни вуҫех пӗлӗт мар, вӑл хуллен ҫывхарса килекен халӑх ушкӑнӗ пулнине лайӑхах курчӗ.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав каҫ эпир Амедпа иксӗмӗр, хӗрсе йӑлтӑртатакан Каспий горизончӗ тӑрӑх аялтан ҫеҫ шуса пыракан хурлӑхан пек хӗп-хӗрлӗ ҫаврашка ҫӑлтӑра пароход борчӗ ҫинчен чылайччен сӑнарӑмӑр.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1