Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

геройсем (тĕпĕ: герой) more information about the word form can be found here.
Пирӗн вӗренекен тӗслӗхӗпе эпир геройсем юнашар тӑнине куртӑмӑр.

На примере нашего ученика, мы увидели, что герои находятся рядом.

Паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх, патриотизм — чӑн-чӑн ҫыннӑн паха енӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3640047

Эсир пирӗншӗн чӑн-чӑн геройсем!

Help to translate

Пишпӳлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3637104

Хуҫалӑхпа культура ыйтӑвӗсене «Партин XXII съезчӗн решенийӗсене пурнӑҫлатпӑр», «КПСС Центральнӑй Комитечӗн мартри Пленумӑн решенийӗсене — пурнӑҫа», «Пирӗн вӑхӑтри геройсем», «Ҫичӗ ҫуллӑх ҫыннисемпе ӗҫӗсем», «Пирӗн маяксем», «Пирӗн экономика районӗнче» радиохаҫатра, «Чӑваш ҫӗршывӗ стройкӑра», «Чӑваш ҫӗршывӗнче» радиожурналсенче, «Ҫӗнӗ стройкӑсем ӗҫе кӗреҫҫӗ» тата ытти передачӑсенче анлӑ ҫутатаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӑл 100% танлашакан ҫӑмӑллӑхпа инвалидсем, Геройсем, СВОна хутшӑнакансем усӑ курнине аса илтерчӗ.

Help to translate

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Эсир пурте геройсем.

Все вы – герои.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров СВОна хутшӑнакансене патшалӑх наградисем панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3468756

Конкретлӑ тӗслӗхре ачасем чӑн-чӑн геройсем юнашар пурӑннине, паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх, Тӑван ҫӗршыва юратни - чӑн-чӑн ҫыннӑн пахалӑхӗ пулнине кураҫҫӗ.

На конкретном примере ребята увидели, что настоящие герои живут рядом, что мужество, храбрость, любовь к Родине – это качества настоящего человека.

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3435920

Ачасем конкретлӑ тӗслӗхре чӑн-чӑн геройсем юнашар пурӑннине, паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх, Тӑван ҫӗршыва юратни - Раҫҫейри патриотпа чӑн-чӑн гражданин пахалӑхӗсем пулнине курнӑ.

Ребята на конкретном примере увидели, что настоящие герои живут рядом, что мужество, храбрость, любовь к Родине – это качества патриота и настоящего гражданина России.

Хушӑлкари вӑтам шкулта СВОна хутшӑнакан ентешпе тӗл пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3416908

Тӗп геройсем ҫӗленпе ҫапӑҫмаҫҫӗ, йывӑрлӑхсем витӗр асамлӑ япаласем пулӑшнипе ҫӗнтерсе тухаҫҫӗ.

Однако по типу они больше подходят к волшебным сказкам (главные герои не сражаются со змеем, в испытаниях им помогают волшебные предметы)

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Шел, ҫав геройсем паянхи куна пирӗн литературӑра хӑйсен тивӗҫлӗ вырӑнне йышӑнайман-ха.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Эп каласа парас тенӗ ӗҫсем пӗртте Гоголь ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем пек мар, ман геройсем те пачах урӑхла.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Геройсем вара ҫӗр ҫинчи ҫынсем мар, пӗлӗт ҫинчи пирӗштисем.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унти геройсем эрехсӑра таврашне аса та илмеҫҫӗ, тӑванӗсемпе е юлташӗсемпе тӗл пулсан та чей е кофе кӑна ӗҫеҫҫӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсенчи тӗп геройсем — колхоз ӗҫченӗсемпе рабочисем те, учительсемпе шкул ачисем те, врачсемпе служащисем те, Совет Ҫарӗн салтакӗсемпе студентсем те тата ыт. те.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

«Вилнӗ геройсем калаҫаҫҫӗ» кӗнекере унӑн кӗп-кӗске биографийӗ пур:

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫак кӗнеке страницисенчен пирӗнпе 1941 — 1945 ҫулсенче нимӗҫ фашисчӗсемпе паттӑррӑн ҫапӑҫса ҫӗре кӗнӗ геройсем калаҫаҫҫӗ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Юлташӑм, вуланӑ-и эсӗ «Вилнӗ геройсем калаҫаҫҫӗ» кӗнекене?

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кӗнекери кашни калаврах расна геройсем, тӗрлӗ халӑхсен ывӑлӗсем, анчах вӗсене пурне те пӗр хӑватлӑ туйӑм — иксӗлми патриотизм, Тӑван ҫӗршыва нимрен те ытларах юратни пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ тӑвать, пӗр тӗллев патне илсе пырать: тӑшмана ҫӗнмелле, совет халӑхӗн чысӗпе никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑвармалла!

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Писатель пурнӑҫа суйса капӑрлатмасӑр, тулаш тата шалти хирӗҫӳлӗхсене пытармасӑр ҫырса кӑтартнине, вӗсен тӗп персонажӗсем чылай чухне, В. Нишер сӑмахӗсемпе каласан, «ҫунатсӑр» геройсем пулнине кура, Мартыновӑн ҫырнӑ калавӗ-повеҫӗ, ун чухнехи пӑнтӑх самана калӑпӗсене вырнаҫаймасӑр, вулакан патне йывӑрпа ҫитсе пынӑ: писатель пурнӑҫа, ытарлӑ пулин те, анчах тӗрӗс кӑтартни нумайӑшне килӗшмен.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫав вӑхӑталлах ҫырнӑ тепӗр статйинче критик Н. Мартынов хайлавӗсенчи геройсем пурнӑҫри пек пулнине, писатель ҫынсен хутшӑнӑвӗсене, этем чун-чӗрин вӑрттӑн хусканӑвӗсене тарӑннӑн кӑтартса пама пултарнине, унӑн пысӑках мар хайлавӗсен чуна пырса тивес асамлӑ вӑйӗ пысӑк пулнине, вӗсем ҫамрӑк прозаиксемшӗн лайӑх тӗслӗх пуласса асӑрхать.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Хайлавсенчи геройсем халиччен пӗлмен тӗлӗнмелле ӗҫ-пуҫсемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсен тупсӑмне шырама ӑнтӑлаҫҫӗ.

Help to translate

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed