Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗ (тĕпĕ: вӗҫ) more information about the word form can be found here.
Вӑл каласа та пӗтереймерӗ, алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте Хусан патӗнче Пӑкачав енне каҫнӑ яштака пӳллӗ, хура, хӗҫ вӗҫӗ пек ҫӳхе те авӑнчӑк мӑйӑхлӑ айпарӑш каччӑ, Алюнов полковник кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паккус вӗҫӗ ҫырма хӗрринче пуҫланакан вӗтӗ хӑвалӑх патнех ҫитет.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑлан мӑйраки ылттӑнтан, Чӗрни вӗҫӗ кӗмӗлтен; Мӑйракипе шӑйӑрать те йӗр тӑвать, Чӗрнипе пусать те ҫул тӑвать.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ентимӗр тӗме ҫинче Тӑрать халӑх умӗнче: Пичӗ-куҫӗ тӑваткал, Кӑвак куҫсем чармака, Янах вӗҫӗ сар сухал, Тӑнлав шӑмми сарлака.

Help to translate

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӗслеҫ кӗввин хӗрри ҫук, Юрлаканӑн вӗҫӗ ҫук; Касаканӑн турпасси, Яш-кӗрӗмӗн сӑмаххи.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Катушка тепӗр вӗҫӗ сирӗн окопсене пырса кӗрет, ӑна эсир умлӑ-хыҫлӑ туртса тӑратӑр та автоматран пенӗ пек сасӑ тӑватӑр.

Help to translate

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Пӑрах винтовкуна! — тесе, эпӗ унӑп штыкне хамӑн штыкпа сасартӑк сулса яратӑп, анчах вӑл кӑшт ҫӳлелле ҫӗкленме ӗлкӗрет, ман штык вӗҫӗ аяккалла сулӑнса каять.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

«Ак ҫак кӗпҫе тӑрӑх сывлама пулмасть-ши?» — тет те вӑл кӗпҫене пӗр вӗҫне ҫӑвара хыпса хуллен путма пуҫлать, тепӗр вӗҫӗ тула, шыв ҫине, тӑрса юлать.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Виҫӗ ФАПа июнь вӗҫӗ тӗлне туса пӗтермелле, Вырӑскас Пикшихрине — кӑҫалхи раштав уйӑхӗ вӗҫленнӗ тӗле.

Help to translate

Фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗнелеҫҫӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/03/17/%d1%84%d0% ... %d0%b5cce/

Шӑп уйӑх вӗҫӗ ҫывхарса килет-ҫке.

Help to translate

Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.

Ҫӗр ҫинче мӗнле кантурсем пулма пултарнине Мармеладова хӗрӗ хӑй тӗллӗн йӗп вӗҫӗ чухлӗ те чухлаймасть.

Help to translate

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Кантрана тем чул явсан та вӗҫӗ пулать тенӗ пек, Ивана та пӗр ирпе чӗнет пуҫлӑх колхоза.

Help to translate

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Хӑш чух тырккас шӑтӑкӗнчен ҫав хӳрен вӗҫӗ ҫеҫ курӑнать.

Help to translate

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӑмси — хура, икӗ пӗчӗк мӑйраки — хура, икӗ пысӑк куҫӗ — хура, тӑватӑ чӗрни — хура, тата хӳри вӗҫӗ те хура.

Help to translate

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Кунта халӑхра анлӑ сарӑлнӑ урӑхла каларӑш та — кисӗпӗн икӗ вӗҫӗ те шӗвӗр тени те — аса килет.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ — пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ӑҫта вӑл тӗнче уҫлӑхӗн пуҫламӑшӗпе вӗҫӗ?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫӗн вӗҫӗ «мӗлт-мӗлт мӗлтлетсе» илсен, Анатолий, сахӑр хуҫи ҫине айккӑн-майккӑн куҫ ывӑткаласа, Ула Тимӗре, студентсенчен чи кӗҫӗннине, хӑлхаранах пӑштӑн хушрӗ: «Вӑхӑт!»

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ӑҫта вӑл, ҫут тӗнчен пуҫламӑшӗпе вӗҫӗ? — тӗттӗм иккӗленӳ чӑтлӑхнелле хистевлӗ, уҫӑмсӑр утӑм турӗ вӑл.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Темле вӑрӑм явсан та, вӗрен вӗҫӗ тухатех.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed