Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗм the word is in our database.
вӗҫӗм (тĕпĕ: вӗҫӗм) more information about the word form can be found here.
Йӑмӑкӗ вара аппӑшӗ патнех туртӑннӑ, Калаковсем патӗнче пурӑнма тытӑнсан пӗр вӗҫӗм макӑрнӑ, ҫавӑнпа каярах Резида ӑна хӑйсем патне илме шухӑшланӑ.

Help to translate

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Нимӗн те мар, тӗнче пӑсӑлса пыни пӗр вӗҫӗм шухӑшлаттарать, канӑҫ памасть мана.

Help to translate

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Вӑл пӗр вӗҫӗм пӗр сӑмахсенех каларӗ.

Help to translate

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вырӑнти фельдшерица илсе килчӗ, пӗр вӗҫӗм хӑйпе хӑй калаҫать, терӗ.

Help to translate

IV // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Чунӗ пӗр вӗҫӗм туртать ӑна ҫакӑнта хӑйӗн пӗрремӗш юратӑвӗпе Шерпикепе тӗл пулма.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗр вӗҫӗм куҫ умӗнче Алюна тӑчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен пырса кӗчӗҫ пуҫа шухӑшсем, пӗр вӗҫӗм Алюна ҫинчен пулчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эпӗ те санӑн пиҫӗ кӑкӑрусемсӗр, ҫепӗҫ пӗвӳсӗр пӗр вӗҫӗм тунсӑхларӑм, манӑн хаклӑ та юратнӑ Алюна.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Хуткупӑс пӗр вӗҫӗм янранӑран хушӑран-хушӑран ташша ҫапрӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Канӑҫсӑррӑн ҫывӑрчӗ Узин, пӗр вӗҫӗм пӗр енчен тепӗр еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна выртрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюна пӗр вӗҫӗм ҫав Узин ҫинчен шухӑшларӗ, ниепле те ҫывӑрса каяймарӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узинӑн пӗр вӗҫӗм утас та утас килет Алюнапа юнашар, сыпҫӑнас кӑмӑл та пур ун ҫумне.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Хамӑн яш чухнехи юратури пӗрремӗш тӗл пулу пулнӑ кунта, аташнӑ ӑна пӗр вӗҫӗм курас килнӗрен, ҫак ҫут тӗнчере унран лайӑхраххи никам та ҫук тесе шутланӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эпир пӗр вӗҫӗм аҫупа иксӗмӗрех кӗскететпӗр пурнӑҫӑмӑрсене, санӑн та хӗрӗм, пурнӑҫу ҫавнашкалах иртсе кайма пултарать тесе кулянатпӑр.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Амӑшӗ хӗрӗнчен уйрӑлма пӗлмерӗ, пӗр вӗҫӗм ун умӗнче пулчӗ, унӑн куҫӗнчен пӑхрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вырӑн ҫинчен тӑмасӑр тенӗ пек, ниҫта тухмасӑр пӗр кун та пӗр каҫ йӑваланчӗҫ вӗсем кравать ҫинче, пӗр вӗҫӗм пӗр-пӗринпе йӑпанчӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пирӗн анне пӗр вӗҫӗм ӗҫлет, хӑйӗн ӑҫта мӗн ыратни пирки пӗр сӑмах та шарламасть, ҫӗрлесенче вара вӑл кравать ҫинче ахлатса выртнине илтме пулать.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Нимӗнле савӑнӑҫ та пулман пулӗ пурнӑҫунта санӑн, анне, пӗр вӗҫӗм пилӗкна тӳрлетмесӗр ӗҫленӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Йытӑсем пӗр вӗҫӗм хӳрисене пӑлтӑртаттарса хуҫи тавра чупкалатчӗҫ, аллине шӑршлатчӗҫ, хул пуҫҫинчен уртӑнса питне чӗлхипе ҫулатчӗҫ, юрататчӗҫ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Пуҫра пӗр вӗҫӗм шухӑш ҫаврӑнать:

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed