Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫҫӗн the word is in our database.
вӗҫҫӗн (тĕпĕ: вӗҫҫӗн) more information about the word form can be found here.
Анук лашине чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса, пуҫне мӑнаҫланарах каҫӑртса утать.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара иккӗшӗ ещӗксене, алӑ вӗҫҫӗн иле-иле, черетпе пынӑ юлташӗсен подушкисем ҫине тиеме тытӑнчӗҫ, тиевлисем пӑрахут ҫинчен чупа-чупа туха пуҫларӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урам вӑййисенчен час таврӑнман пуль, — тесе пиччӗшӗ пӳрне вӗҫҫӗн утса кил картине тухрӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Шӑнса хытатӑн вӗт, атте, кӗпе вӗҫҫӗн.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хӑй тӗртнӗ кӑвак пиртен ҫӗленӗ кӗпине, фуфайкине тӑхӑнса ячӗ, ҫытар айӗнчи хунарне илчӗ, ыттисене вӑратасран чӗрне вӗҫҫӗн пуса-пуса, пӳрт умне васкарӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Аялти кӗпе вӗҫҫӗн вырӑн ҫине тӑрса ларнӑ та аҫа ҫапмассерен чӗтре-чӗтре илет, шарт сикет.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Раман Тамарӑна, сылтӑм алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе, ҫӗр ҫине антарса тӑратрӗ те хыттӑн ҫапла пӑшӑлтатрӗ:

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле хӑранипе сиксе илчӗ, малтан яла вӑрҫӑ ҫитрӗ тесе хӑранӑччӗ, анчах самантран ҫакӑ ҫурхи пирвайхи аслати пулнине ӑнланчӗ те пӗр халат вӗҫҫӗн картишне чупса тухрӗ, пиҫиххине салтрӗ, халатне хыврӗ те ҫумӑр айне утрӗ, мӗнпур ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ:

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ ӑна йӑтса кӑкӑр умне илтӗм, унтан пӗчӗк ачана ҫывратнӑ пек алӑ вӗҫҫӗн чӳхентертӗм.

Я взял его на руки и стал баюкать.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ун чухне ҫумлассине те, сайратассине те, ҫимӗҫе кӑларса тиессине те алӑ вӗҫҫӗн пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Халӗ чӑлха вӗҫҫӗн илтерет.

Help to translate

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑматтине хыврӗ те чӑлхи вӗҫҫӗн тӗпелелле иртрӗ.

Help to translate

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳрӗн.

Help to translate

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иван Ивник чӑваш халӑхӗн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен пултарулӑхне пухса йӗркелес тӗлӗшпе те чылай ӗҫленӗ, хӑй те чӗлхе ӑсталӑхне вӗренсе пынӑ, сӑвви-юрринче фольклор материалӗсемпе пӗлсе те вырӑнлӑ усӑ курнӑ.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Рабочисем вокзалтан тӗрлӗ станоксене алӑ вӗҫҫӗн тенӗ пек куҫарнӑ.

Help to translate

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Ӗҫӗ ҫӑмӑлах пулман, вӑл вӑхӑтра пур ӗҫе те алӑ вӗҫҫӗн пурнӑҫланӑ.

Help to translate

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

Ытлашши сас-хура кӑларас мар тесе Кирилл чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳрерӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Саккӑрмӗш каҫӗнче вара, тул ҫутӑласпа, курнӑ: Энтрей хӑйӗн хваттерӗнчен ху-уллен, чӗрне вӗҫҫӗн утса тухса почта ещӗкӗ патне пынӑ, пӗчӗк пукан лартнӑ та ҫӳлелле кармашма тытӑннӑ…

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Эльвира йӑпшӑнса, чӗрне вӗҫҫӗн пусса сада кӗчӗ те хурлӑхан тӗми айӗнчи пӗчӗк сак ҫине чӳречене хирӗҫ ларчӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тӑсӑлса выртнӑ, ав, хӗрпе каччӑ ҫерем ҫине юнашар, купальня вӗҫҫӗн, куҫран-куҫа пӑхса кулаҫҫӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed