Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫтермен (тĕпĕ: вӗҫтер) more information about the word form can be found here.
«Ирина Алексеевнӑн ашшӗ сӑмахне ҫилпе вӗҫтермен тата ҫирӗп ыйтакан ҫын пулмалла, енчен те вӑл хӗре стройкӑра мӗн хӑтланса ҫӳренине пӗлсен, аванах лектерет ӑна», — шутларӗ те Миша ыйтӑва хуравларӗ:

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпӗ хам панӑ сӑмаха нихҫан та ҫилпе вӗҫтермен, — терӗ, ҫавӑнтах подвалран тухакан ывӑлне асӑрхарӗ.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйӗн сӑмахне ҫилпе вӗҫтермен ертӳҫӗ ӗҫченӗсене вырӑна хурать.

Help to translate

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Мунча маччи ҫинче каллех кӑвакарчӑнсем пурӑнма пуҫларӗҫ, вӗсем каллех мунча тӑрринче кӑваклатса ҫӳреҫҫӗ, Ильяпа Павел, кӑвакарчӑнсене вӗҫтермен вӑхӑтра, мӑрье ҫумӗнче сехечӗ-сехечӗпе темӗн ҫинчен калаҫса лараҫҫӗ.

На крыше бани снова явились голуби, они, воркуя, ходили по коньку, а Илья и Павел, сидя у трубы, часами оживлённо болтали о чём-то, если не гоняли голубей.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ут утланса эпӗ вӑрман урлӑ нихҫан та сиккипе вӗҫтермен.

И никогда в жизни я не мчалась таким бешеным карьером на лошади через лес.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӗҫӗн ывӑлӗ Валерий хальхи ҫамрӑксем пек хулана вӗҫтермен, ялта ҫемьепе ҫӗр ӗҫлесе, выльӑх усраса аталанма тӗв тунӑ.

Help to translate

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ҫулӗсем вӑйран янине пӑхмасӑрах вӑл кил картинче ӗне усрас шухӑшне ҫилпе вӗҫтермен.

Help to translate

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

…Ашшӗ-амӑшӗн сӑмахне ҫилпе вӗҫтермен Коля ачаллах ӗҫпе туслашрӗ: ҫуллахи каникулта кӗреплепе утӑ тавӑрчӗ-пуҫтарчӗ, ӳсерехпе ҫитӗннисене ӑна капана хывма пулӑшрӗ, ӗне пӑхрӗ, вырмана хутшӑнчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чичикин сӑмаха ҫилпе вӗҫтермен.

Чичикин слова на ветер не бросал.

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed