Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫсе (тĕпĕ: вӗҫ) more information about the word form can be found here.
Хӑйӑр кунта Тухӑҫри Намибин тӗп пайӗнчен вӗрекен ҫилсене пула вӗҫсе тулать.

Пески появились здесь благодаря восточным ветрам, которые принесли их сюда из центральной части восточной Намибии.

Намиб-Науклуфт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D0% ... 1%84%D1%82

Актай вӗҫсе кайманни ҫеҫ.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Таҫта вӗҫсе кайӑттӑм.

Help to translate

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хумкка мучи урай варрине тӑнӑ та, вӗҫсе каяйман хуркайӑк пек, пӗҫҫине ик аллипе ҫапкаласа тӑрать.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таврара юр вӗҫсе тӑнипе урамри курӑнмасть, аякри сас-чӗвӗ те илтӗнсех каймасть.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паян кӑна мӗн чухлӗ самолет вӗҫсе иртрӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем вӑрҫа тӳрех вӗҫсе каяҫҫӗ!

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳлтен ҫӑвакан юрпа пӗрле йӗри-тавра милӗк шӑрши перекен мунча кӗлӗ вӗҫсе тӑчӗ вӑл ӗҫленӗ чух.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ аялтанах тӑшман истребителӗсем сывлӑша касса вӗҫсе иртрӗҫ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Амӑшӗ ун, Манюк аппа, пулемет шатӑртаттарнӑ пек хӑвӑрт калаҫать, ӑнланнине ӑнланса юлатӑн, илтменни ҫаплах вӗҫсе каять.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пахчасем, хирсем, вӑрмансем ҫийӗн кӑнтӑралла вӗҫсе иртекен карти-карти хуркайӑк сасси вӑрахчен тунсӑхлӑн илтӗнсе юлать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӑмрасем айӗнче пӗтӗркеленсе, хуралса кайнӑ типӗ ҫулҫӑ ҫилпе вӗҫсе шӗлтӗртетет.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем автансем пулсан, йӗри-тавра шап-шурӑ тӗк вӗҫсе тӑмалла.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Каҫ пулас умӗн анӑҫран касӑ-касӑ сивӗ ҫил вӗҫсе килчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑшман самолечӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри уласа вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫилсӗр ҫанталӑкра хуллен вӗлтӗртетсе вӗҫсе анчӗҫ нимӗҫ листовкисем.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ытла ҫӳлтен те мар нимӗҫ самолечӗ, рама текенскер, васкамасӑр вӗҫсе иртрӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗҫҫе килеҫҫӗ, те вӗсем пирӗн салтаксем вырнаҫнӑ тӗле ҫӑхан пек чӑма-чӑма анаҫҫӗ, унтан татах вӗҫсе хӑпараҫҫӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӳлте нимӗҫ бомбардировщикӗсем вӗҫсе иртеҫҫӗ иккен.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫ тӑрринченех кӑранклатса ҫӑхан вӗҫсе иртрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed