Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тинӗсре пурӑнакан йышлӑ кайӑксем пурте пулӑсемпе, вӗте чӗрчунсемпе тӑранса пурӑнаҫҫӗ, вӑл чӗрчунсем Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пит йышлӑ.
Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пурӑнакан чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Хӑратма хӑтланса ҫӳрекен тӳре-шарасене ялсенче тыта-тыта вӗте пуҫланӑ «йӑваш» чӑвашсем.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Куҫне хупма ӗлкӗричченех унӑн хӑлхинче йывӑҫ тӑррисем шавлани, кӳлӗри вӗте хумсем ҫыран хӗррине пыра-пыра сӗртӗнни илтӗне пуҫлать.
Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шыв ҫине ӳкнӗ уйӑх мӗлки вӗте хумсем тӑрӑх сиккелесе пӗрре ҫухалать, тепре ҫӗнӗрен курӑнать.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Унӑн пичӗ ҫинче пӗр хуратут пӗрчи те ҫук, шӑлӗсем шурӑ та вӗте, куҫӗсем кӑн-кӑвак, таса.На лице ее нет ни одной веснушки, у нее белые мелкие зубы и ясные голубые глаза.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе ирӗлекен хӗллехи юр тӑрӑхӗсем тӗл пулаҫҫӗ; юрӗ, хура тусанпа та вӗте чул катӑкӗсемпе витӗннӗскер, хуран курӑнса выртать.Местами попадаются полосы тающего зимнего снега, грязного, покрытого чёрной пылью и щебнем.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Айлӑмсемпе ту хушӑкӗсен тӗпӗсенче ту ҫинчи чӑрсӑр юханшывсем юхаҫҫӗ: шыв пысӑк чулсем ҫийӗн хушлӑн-хушлӑн шуса иртет; шывӗ вара е сӗт пек шурӑ, е синькӑпа пӗветнӗ пек пӑтранчӑк-сенкер, е вӗте юшкӑна пула хӑмӑр тӗслӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӑл пирсем ҫине вӗте саспаллисемпе темӗн ҫырса тултарнӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Акӑ вӑрманти урлӑ-пирлӗ каякан сукмаксем, ӑҫталла каймаллине кӑтартакан паллӑсем (вӗсене тӑрӑшса пытарнӑ), вӗте чулсем хурса тунӑ стрелкӑсем, хуҫнӑ туратсем.
37 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Тулта хыттӑн калаҫни илтӗнсе кайрӗ, ура айӗнче вӗте чулсем кӑчӑртатса илчӗҫ.Снаружи послышались громкие голоса, заскрипели под ногами мелкие камешки.
4 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Сывлӑш вӗте те йӗплӗ чул тӗпренчӗкӗсемпе мӑкӑрланать, уласа шӑхӑрать.Воздух, наполненный мелкими колючими камешками, клубился, вопя и стеная.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сӗтел ҫине ҫӗрулми хунӑ, хӑйма тата тӑварланӑ питӗ вӗте кӑрӑҫ тултарнӑ тӑм чашӑксем пырса ларчӗҫ.На столе появились глиняные чашки с картошкой, сметаной и крошечными солеными рыжиками.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӗте патӑм Аялти касалла, Лайӑх аппасем патне.Я вихрем помчался на Нижнюю улицу, где живёт семья Лучшей в мире тёти.
Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.
Темиҫе ҫеккунт ҫил-тӑвӑл пек ӗрӗхтерсе кайнӑ хыҫҫӑн, лашан каҫӑртса хунӑ пуҫӗ вӗте пӑнчӑллӑ ҫутӑ пайӑркисемпе тӗрленчӗ, сарӑ хӗрлӗ ҫӑмӗ сасартӑк куҫа чӗпӗтмелле йӑмӑхса йӑлтӑртатма пуҫларӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Боярышкин вӑрӑм ҫара ура лаппийӗпе йӗплӗ вӗте шур чул ҫине ҫирӗппӗн пусрӗ, ҫамки ҫинчи тарне лутӑрканса пӗтнӗ студент картузӗ ҫийӗпе шӑлса илчӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Акӑ вӑт сирӗн юлташ, танк сӑрлаканскер, ытла та вӗте халӑх вӗт!Ну, а вот тот ваш товарищ, который малярит, он же совсем мал!
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах сад лӑпкӑ тӑрать — юр ҫинче ҫеҫкесем выртмаҫҫӗ, шултра та вӗте туратсен чӑпар мӗлкисем уҫҫӑн палӑрмалла ӳкеҫҫӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку вӑрман ӑна ҫӳлтен яланах вӗҫӗ-хӗррисӗр симӗс тинӗс пек аванах палӑрнӑ, усал ҫанталӑкра вара, кӑвак тӗтрепе пӗркеннӗ вӑрман, вӗте хумлӑ, пӑтранчӑк шыв ҫийӗ пек курӑннӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1