Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йытӑ чарӑнми хамлатса вӗрет; Обломов хускалмассерен е лаша таканӗпе шартлаттармассерен вӑл сӑнчӑрне татасла сиксе вӗрет.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
3. Пӑлханакан халӑха ытарлӑн каласа пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хуран лартса яр, лартса яр та унта шыв яр; 4. унта аш татӑкӗсем яр, чи лайӑх татӑксене, пӗҫӗсемпе хулӗсене, яр, унтан хурана паха шӑмӑ тултар; 5. чи лайӑх сурӑхсене суйласа ил, хуран айне вӗсен шӑммисене хур, чӗртсе яр та — вӗрет, хуранти шӑмӑсем ирӗличчен вӗрет.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пуянсен пурте пур, ҫилӗ те вӗсен майлах вӗрет.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Таҫта, ҫырма леш енче, йытӑ хыттӑн уласа вӗрет, хӑйӑ ҫути мӗлтлетет.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ирхи ҫил тухӑҫран вӗрет те чечеке ларнӑ иҫӗмӗн тутлӑ шӑршине — резедапа пиҫнӗ эрехӗн чӗнкӗркке техӗмне — сапалантарса салатать тавраналла.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӑй вӑл типнӗ курӑк туни пек, — тинӗсрен ҫил вӗрет те, ҫав курӑк тунине вӗҫтере-вӗҫтере, таҫта та ҫитерет, — Пепе ир пуҫласа каҫчен утрав ҫинчи чулсем тӑрӑх сиккелесе ҫӳрет, кашни сехетрех ӑҫтан та пулин унӑн ывӑнма пӗлмен ҫинҫе сасси янӑраса юхса килет:
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Чуллӑ ҫырана пӗр вӗҫӗмсӗр хум пыра-пыра ҫапать; тинӗс — шурӑ кӑпӑкпа вӗрет, унӑн сенкер тӳремӗ ҫине вӗҫӗ-хӗррисӗр ушкӑн вӗҫен кайӑк аннӑ тейӗн, вӗсем пурте пӗр еннелле вӗҫеҫҫӗ, шыва чӑмса куҫран ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех ҫиеле тухаҫҫӗ те аран ҫеҫ илтӗнмелле нӑйкӑшаҫҫӗ пек.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫил вӗрет те, йывӑҫсем силленеҫҫӗ, вӗсем, тӑррисене хумхантарса, тинӗс хӗррине аннӑн туйӑнаҫҫӗ.Дует ветер, деревья качаются и точно идут с горы к морю, встряхивая вершинами.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫил вӗрет те сана хирӗҫ, чунтан тӗрлӗрен туҫана хӑваласа кӑларать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Таҫта ҫеҫенхирте йытӑ уласа вӗрет…
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫил пӗр тикӗссӗн вӗрет, хутран-ситрен ҫеҫ, тем чӑрмавӗ урлӑ сиксе каҫнӑ пек, вӑр-вар ҫаврӑнкаласа илет те, хӗрарӑмсен пуҫӗсем тавра ҫӳҫӗсем юмахри ҫилхе пек ҫӗкленсе варкӑшаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Тинӗс ҫинчен нӳрӗ сивӗ ҫил вӗрет; ҫыран ҫумне хум пыра-пыра ҫапӑнса чӑмпӑлтатнине, ҫыран хӗрринчи тӗмсем кӑштӑртатнӑ сасса ҫав ҫил ҫеҫенхирелле иле-иле каять.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Тумла анать пуль кунта, ҫил те вӗрет пуль.
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
Хӑватлӑ ҫил хумӗ Санька ҫине вӑшӑрханса вӗрет, Санькӑна каялла чакарчӗ, утӑпа юханшыв шӑршине, тин ҫеҫ сунӑ сӗт шӑршине ун патне илсе ҫитерчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кам та пулин калиткерен кӗрсен, ватӑ арапка ӗлӗкхилле хаяррӑн сиксе вӗреймест, йӑвинчен тухмасӑр, хӑрлатса, ӳркенсе вӗрет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Килекенсем пур чухне яланах ҫакнашкал ырӑ мар сцена пулса иртет: килекенсем укҫа ыйтаҫҫӗ — кил хуҫи арӑмӗ памасть, сутуҫӑ юнама тытӑнать, кил хуҫи арӑмӗ тӑхтама ыйтать, унтан сутуҫӑ ятлаҫать, алӑксене шартлаттарса тухса каять, сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Йытти халӗ те вӗрет», шухӑшларӗ Обломов, пӳлӗме сӑнаса.«А собака-то все еще лает», — подумал Обломов, оглядывая комнату.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн палла-тӑранӗсем хушшинче пысӑк хуралҫӑ-йытӑ вырӑнӗнче пулнӑ; ҫав йытӑ пурне те вӗрет, никама та вырӑнтан хускалма памасть, анчах ҫав вӑхӑтрах кам та пулин кирек ӑҫтан, кирек ӑҫталла ывӑтнӑ аш татӑкне, епле пулсан та, ҫӗре ӳкиччен ярса хыпать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кунта ҫил те уҫӑрах вӗрет.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ача пӳрнисене ҫӑварне чиксе вӗрет.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949