Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентес (тĕпĕ: вӗрент) more information about the word form can be found here.
Культурӑллӑ революци туса ирттернӗ тата Совет Союзӗнче халӑха вӗрентес ӗҫ системине анлӑн сарнӑ май халӑх интеллигенцийӗн пысӑк ҫарне вӗрентсе хатӗрленӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӗрентес пулать вӗсене…

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вӗрентес пулать сире, ҫамрӑксене.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

— Хам пек пурӑнма вӗрентес кӑмӑлӑм ҫук, анчах чи хаклине таптама памӑп.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑвӑр пек пурӑнма вӗрентес шухӑш ӳлӗм, тен, асра та пулмӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паян вӗсене вӗрентес, хатӗрлес тапхӑр пырать.

Help to translate

Ятарлӑ центр уҫӑлать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xzocffQGoZA

Амӑшӗн вӗрентес пулать!

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ачасен тӑван чӗлхин уйрӑмлӑхӗсене лайӑххӑн пӗлмесӗр, вӗсене вырӑсла вӗрентес ӗҫӗн методикине те кирлӗ пек тума ҫук.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ку пулӑшу чи малтан шкулти предметсене вӗрентес ӗҫӗн меслечӗсене лайӑхлатас енӗпе пымалла.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пысӑк театрта солист пулнӑскер, П. Я. Понтрягин доцентпа институтӑн аслӑ преподавателӗ С. Л. Трегубов, час-часах Шупашкара килсе, вокалистсене вӗрентес ӗҫе йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентес тата воспитани парас ӗҫе панӑ хӗрӗх ҫул тӑнлӑ пурнӑҫ — Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта сахал мар вӑхӑт.

Help to translate

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

— Хресчен ҫарӗсене чӑн-чӑн ӑсталӑха вӗрентес тесен пире никам кансӗрлемен вырӑн кирлӗ, — терӗ чылайччен чӗнмесӗр ларнӑ генерал-поручик Творогов.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак кӗнекене эпӗ сире Тӑван ҫӗршыва юратма, унӑн илемне курма вӗрентес кӑмӑлпа ҫыртӑм.

Help to translate

Хаклӑ ачасем! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с. — 124 с.

Тӗрлӗ-тӗрлӗ тӗнсен ҫветтуй кӗнекисенче (тӗслӗхрен, христиансен Библинче, мӑсӑльмансен Коранӗнче, буддистсен Типитакинче тата ытти те) Турӑ каланисене е ун ҫинчен ҫырнисене пӗр-пӗринпе пуянлатса, пӗтӗмлетсе, йӗркелесе пӗртен-пӗр кӗнеке ҫырас, этемлӗхе пӗртен-пӗр Турра ҫеҫ пуҫҫапма, вӑл хушнӑ пек ҫеҫ пурӑнма вӗрентес…»

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ачасене вӗрентес ӗҫре мана ют чӗлхе ҫывӑхрах…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗ вӑя кӗнӗ тапхӑрта тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫре ҫӗнӗ мелсемпе меслетсем сарӑлса пыраҫҫӗ: тестсемпе, вӑйӑсемпе, схемӑсемпе, таблицӑсемпе усӑ курасси, кластерсемпе синквейн, фишбоун тӑвасси, проектсемпе тӗпчев ӗҫӗсем ҫырасси.

Help to translate

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

Ачасене вӗрентес ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Анна Капитоновнӑна шкул дирекцийӗ темиҫе хутчен ырапа палӑртнӑ.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех рабочи класс ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн хамӑр ҫӗршывра халӑха вӗрентес ӗҫ мӗнле пулмалли ҫинчен шухӑшланӑ, вӗренӳ ҫине аслӑ педагогсем мӗнле пӑхнине тишкернӗ.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Эмиграцинче Н. К. Крупская пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ют ҫӗршывра халӑха вӗрентес ӗҫ мӗнле пынине тӗпченӗ.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ҫамрӑксене вӗрентес ӗҫре… хамӑр пиҫӗрех те уҫӑмлӑрах пулни чи кирлине манмалла мар…

Это главное в воспитании молодежи… хм… эластичность, такт…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed