Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан, вӗренрен вӗҫерӗннӗ юпах тиха пек, хӑйне ирӗке ячӗ, урам вӑййисене, клуба ҫӳрерӗ, каччӑсене ялан савӑк куҫӗпе илӗртрӗ, кулла — кулӑпа, тӑрӑхлава тӑрӑхлупа тавӑрчӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Эпӗ те вӗренрен хӑтӑлтӑм.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗр вӗренрен пушансанах ут купарчи ҫинче тытӑнса тӑраймарӗ, шуса анчӗ, анчах ҫав чукмар алӑсемех ӑна ҫӗре ӳкме памарӗҫ, йӑтса илчӗҫ те хӑй учӗ ҫине лартрӗҫ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Энтрей икӗ аллипе те вӗренрен ҫатӑрласа тытрӗ.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ярса ил вӗренрен! — кӑшкӑрчӗ Сахар.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗр аллипе вӗренрен, тепринпе Гервака хул айӗнчен ҫаклатса почтальон хӗрарӑма ҫерем ҫине хӑпартса тӑратрӗ.Держась одной рукой за веревку, другой рукой почтальон схватил Гервак под мышку и опустил на траву.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Халӗ акӑ мӗн тӑвӑр: пӗр урӑра йӑлмакран кӗртӗр те утланса ларнӑн вырнаҫӑр; аллӑрсемпе вара вӗренрен тухӑр, тӑрринчен яваласа тытӑр.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унӑн шухӑшӗсен чӗрӗлӗхӗ чӗрӗлӗхе ҫӳлте те хускатрӗ тейӗн: Гервак акӑ тинех ҫынна курать; вӑл вӗренрен тытнӑ та ейленекен шалчасем тӑрӑх урисене майӗпен яра-яра пусать.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Гервак хӑй утса тухнӑ еннелле ҫӳлелле тӗмсӗлчӗ, анчах ҫаврӑнса пӑхрӗ те хыҫалта — шалчасенчен майлаштарнӑ кӗпер: ӑна ахрат хушӑк урлӑ хывнӑ, карлӑкӗ вӗренрен; ку — ҫуран ҫынсем валли.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тарпа ийӗ, мӑлатукпа шнур — сумккинче, акӑ Гент тӗпсӗр ҫыр ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать, вӗрлӗкрен аллисемпе куҫа-куҫа кӗҫех вӗренрен ярса тытрӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Мая килтерсенех эпӗ «Эспаньолӑна» вӗренрен шӑлпа туртса чупсах сӗтӗрмелле те…Если бы я мог, я потащил бы «Эспаньолу» бегом, держа веревку в зубах.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Уху! — мӑшлатрӗ Бильдер ункӑпа тӑхлан трубка таткине, вӗренрен ҫыхнӑ кивӗ кавире пӑхкаласа; тата ҫак япаласен хакне танлаштарчӗ ахӑр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Чи вӑйлӑ шӑв-шав вӗренрен тытса туртмалла ӑмӑртма тытӑнсан пуҫланчӗ.Самый большой шум поднялся, когда началось состязание по перетягиванию каната.
Уяв // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ирӗксӗрех унӑн вӗрен тӑрӑх аялалла анмалла пулчӗ, урисемпе вӗренрен тытӑнса вӑл мӗнле аннине куртӑм вара эпӗ.
Орангутанг пысӑк упӑте // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Гусев урисене сарса хучӗ, вӗренрен тытрӗ те бронза алӑка ҫӗклерӗ; алӑк йывӑр, анчах темех мар, — йӑтса пыма пулать.
Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Негр кӑштах вӗренрен уртӑнман.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ҫак мел виҫӗ япаларан: кунчисене татнӑ ҫӑматӑран, вӗренрен тата резина шнуртан (амортизатортан) тӑрать.
Самолёт тата ҫӑматӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Эпӗ пӗрмаях вӗренрен вӗҫерӗнсе каясран хӑраса пытӑм.Единственной моей мыслью было: как бы не потерять точку опоры!
XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ ик хутлӑ вӗренрен чӗтрекен аллӑмпа тытса, тепӗр алӑри патакпа тӗренкелесе шуса анатӑп.Я сползал, судорожно ухватясь одной рукой за двойную веревку, а другой опираясь на палку.
XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Анчах тумтирсемпе вӗрен тӗркисене тата вӗренрен тунӑ пусмасене кам илсе анӗ вара? — тесе ыйтрӑм.— Но кто же, — сказал я, — спустит вниз одежду, лестницу и кучу веревок?
XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
- 1
- 2