Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗреннӗскер (тĕпĕ: вӗрен) more information about the word form can be found here.
Вӑл, ку енӗпе ятарласа вӗреннӗскер, выльӑх-чӗрлӗх чирӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑвӑн хуравне ҫийӗнчех тупма пултарать.

Help to translate

Выльӑх-чӗрлӗхе юратнӑран // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vyilax-cherlexe-y ... naran.html

— Лавккаран тухсан, стена ҫине пӑх, унта таблица ҫакӑнса тӑрать, ун ҫинче хӑҫан ӗҫ пуҫланнине, хӑҫан вӗҫленнине пӗлтернине ҫырса хуни пур, вӗреннӗскер пулсан, пӗтӗмпех ӑнланатӑн пулӗ тетӗп.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Нина Ивановна вара хӑй, ултӑ ҫул кӑна вӗреннӗскер, е магазинра, е столовӑйра уборщица пулнӑ, кайран, пӗр йӑваш ҫынна качча тухнӑ хыҫҫӑн, унӑн ӗнси ҫинех хӑпарса ларнӑ, ӗҫкелеме пуҫланӑ, ӗҫкӗсенче вара хӑйне «эпӗ министр арӑмӗ» тесе ташланӑ.

Help to translate

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Ҫав тери ҫилленсе кайрӑм та ун умне сикрӗм, хӗҫпе сулса ятӑм, анчах вӑл, вӑрҫӑ ӗҫне уйрӑм шкулта тӑрӑшса вӗреннӗскер, ман хӗҫрен ҫав тери меллӗ пӑрӑнса юлчӗ те юнашар пӳлӗме вӑркӑнчӗ.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫапла куҫса ҫӳренине пула институтра вӗренесси вӑраха кайнӑ, Розалия Михайловна дипломлӑ ӗҫ ҫырман, Е. А. Зайцев профессорпа Б. В. Йогансон академик мастерскойӗнче вӗреннӗскер, вӑл кунта мӗн илме пултарнине пӗтӗмпех илнӗ тесе шутланӑ.

Help to translate

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Кӑвак майка витӗр тар тапса тухнӑ, ҫапах, пӗчӗкрен ӗҫе вӗреннӗскер, ывӑнма пӗлмест.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юля, шкулта ытларах «5» паллӑсемпе вӗреннӗскер, хӑйне шанса панӑ ӗҫре те маттур, тӗп больницӑра лаборатори уйрӑмне ертсе пырать, хуть кама та ӗҫпе пулӑшма тӑрӑшать.

Help to translate

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Вӑл, нумай вӗреннӗскер, ӗҫчен те пултаруллӑскер, чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне тӗплӗнрех ӑнланса илессишӗн ҫуннӑ, унӑн ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе пурӑннӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

— Никифор Ильич, Шупашкарти чи пысӑк пуҫлӑхсенчен пӗри сирӗнпе пӗрле институтра вӗреннӗскер тет.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Е тата, тӗрӗспе пурӑнма вӗреннӗскер, малалла суеҫтерме хал ҫитереймерӗ-шй?

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тахҫан кирпӗч купалакалама вӗреннӗскер, еккине ярсан, пӗр кана мӑшӑлтатать.

Help to translate

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Ҫавӑн пек нумай вӗреннӗскер ҫырусене ют ҫынна ҫыртарать-и?

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Педагога вӗреннӗскер, ҫак ӑсталӑхпа та кӑсӑкланатчӗ, хуларан йывӑҫран тунӑ тӗрлӗ япала илсе килетчӗ.

Help to translate

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Совет Союзӗнче вӗреннӗскер.

учившийся в СССР.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

— Хӗрӗхсем те пулать пуль, — терӗ Янтул, ыйтакан-тӗпчекенсенчен хӑрама вӗреннӗскер, кичемленсе.

— Да почитай верст сорок, не меньше, — осторожно проговорил Яндул, наученный жизнью всего остерегаться.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурнӑҫра пур япаларан та — турӑран, усал-тӗселсенчен, ял-йышран, тӳре-шарасенчен (пуринчен ытла тиекрен) — хӑрама вӗреннӗскер, вӑл каҫхине хӑйне чаплӑ хуҫа пекех ирӗклӗн те хӑюллӑн тыткаланӑ.

Вечно всех и всего боявшийся днем — и бога, и чертей, и односельчан, а пуще всего чиновников, в особенности дьяка, — ночью он ощущал себя сильным, свободным, смелым.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна чӗнекене Гарун Максудов пулчӗ, университетра пӗрле вӗреннӗскер.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Нумай вӗреннӗскер, ют халӑх чӗлхисене ӑста пӗлекенскер, вӑл ашшӗ пек суту-илӳ ӗҫӗсемпе хӑтланмасть, элчӗсемпе тӗрлӗ ҫӗре ҫӳрет.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Витӗмлӗрех пултӑр тесе пулӗ: «Ман асатте те, шӑршлама вӗреннӗскер, пит тарӑхать вара табак тупса илейменнипе», — терӗ вӑл, — Табакне ӑна халех сутса яма та пулӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паймук, реальнӑй училищӗре вӗреннӗскер, яланхи танцмейстер, сцена ҫине хӑпарса: — Япшар каччӑсем, чипер пикесем!.. — Ташӑ пуҫланать! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed