Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗлерчӗҫ (тĕпĕ: вӗлер) more information about the word form can be found here.
Виҫҫӗмӗш кунне, выҫса ывӑннӑ кашкӑра, шыв хӗрне хӗстерсе пӑр ҫине кӗртсе ячӗҫ те ҫавӑнта тытса вӗлерчӗҫ.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хӑтӑлса юлнӑ нукерсене, юлташӗсене йывӑрлӑхра пӑрахса хӑварнӑ тесе айӑпласа, ӗнсисенчен ҫапса вӗлерчӗҫ.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫапла, пӗрре кӑнтӑрта вӑрӑ-хурахсем тапӑнса пирӗн аттене вӗлерчӗҫ.

Help to translate

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавӑнтах хуралҫӑсен пуҫлӑхне ӗнсинчен ҫапса вӗлерчӗҫ.

Help to translate

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхарсен пуҫӗсем касӑлчӗҫ, ҫамрӑк хӗрсене чура туса илсе кайрӗҫ, пӗчӗк ачасене вӗлерчӗҫ.

Help to translate

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ашшӗне те ҫавсемех вӗлерчӗҫ.

Help to translate

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кама хӗҫпе касса, кама ухӑпа персе вӗлерчӗҫ.

Help to translate

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫемьене пӗтӗмпех вӗлерчӗҫ.

Help to translate

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫырупа пурне те пӗлтерме ҫук: Шӗнерпуҫӗнче кулаксем Совет влаҫне хирӗҫ пӑлхав тапратрӗҫ, семфонд пухма килнӗ уполномоченнӑя — Александр Федорович Федорова (вӑл Хусанти губкомра ӗҫлетчӗ) — тискеррӗн асаплантарса вӗлерчӗҫ

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Урдима вӗлерчӗҫ!..

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вырӑс купсисен лавккисене йӑлтах аркатса тӑкрӗҫ, таварӗсемпе укҫисене туртса илчӗҫ, хӑйсене вӗлермеллине вӗлерчӗҫ, нумайӑшне крепоҫе илсе кайса хупрӗҫ.

Help to translate

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑван амӑшӗ, тӗнчипе паллӑ Нур-Салтан, нумай ҫул ӗлӗк Крым ханне Менгли-Гирее качча тухнӑскер, темиҫе уйӑх каялла Бахчэ-Сарайра ҫӗре кӗчӗ, Мускавра аслӑ князь патӗнче пурӑнакан пӗртен-пӗр шӑллӗ, Латиф, ҫулталӑк каялла унтах пуҫне хучӗ, — те хӑй вилчӗ, те вӗлерчӗҫ ӑна.

Help to translate

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ваньӑна манӑнне… шуррисем, Хусана килсе кӗрсенех, тытса кайрӗҫ, пӗрсе вӗлерчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мана вӗлерчӗҫ, — терӗ пӗри шыҫӑнса хуралнӑ мӑйне кӑтартса; ухӑ ҫӗмренӗн наркӑмӑшӗ унӑн юн таппине чарнӑ, чӗрине ҫурнӑ.

— Я убит, — сказал один, показывая шею, распухшую и черную; яд стрелы остановил его кровь и разорвал сердце.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӑшне персе вӗлерчӗҫ, хӑшӗсем тепӗр ҫыран хӗррине тухрӗҫ.

Которых побило, которые на другой берег убегли.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вунӑ ҫынна вӗлерчӗҫ, вунтӑваттӑшне амантрӗҫ, вӗсенчен улттӑшӗ вилчӗҫ.

Убитых было десять, раненых четырнадцать, из них шестеро умерли.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Федя лашине персе вӗлерчӗҫ.

Под Федей застрелили лошадь.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Никитина маларах вӗлерчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ ещӗкпе чупса пынӑ чухнех ӳкнӗччӗ, ӳкиччен вӑл мана: «ещӗке мӗншӗн каялла илсе каятӑн-ха эсӗ?

Никишина убило раньше, потому что он упал, когда еще я бежал с ящиком, и перед этим крикнул мне: «Ты куда же в обратную сторону тащишь?

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Таможня «Упа амине» ярса тытнӑшӑн Никльс айӑплӑ тенӗччӗ Тергенс тӗрлӗ майпа шухӑшласа-пӗтӗмлетсе; анчах кӗҫех сутӑнчӑк контрабандист ятне тупса палӑртрӗҫ, — урӑх вырӑна тухса кайма ӗлкӗрейменрен ӑна тӗттӗм каҫсенчен пӗринче вӗлерчӗҫ; сӑлтав: ӳсӗр ҫапӑҫу.

Захватом «Медведицы» таможня обязана была не Никльсу, как одно время думал Тергенс, имея на то свои соображения, а контрабандисту, чьи подкуп и имя стали скоро известны, так что он не успел выехать и был убит в одну из темных ночей под видимостью пьяной драки.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Сан аҫуна вӗлерчӗҫ терӗн-и? — тесе сасартӑк манран ыйтрӗ.

— Так отца-то у тебя убили? — неожиданно спросил он.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed