Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫрӗ (тĕпĕ: вӑрҫ) more information about the word form can be found here.
Симун чӑнах та нумай ҫынна вӑрҫрӗ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ах, эрех пырӗсем, — вӑрҫрӗ вӑл.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑнӑҫсӑр, мӗн чухлӗ вӑхӑта сая ятӑмӑр, — вӑрҫрӗ Карачӑм, юлташне руль тыттарнӑ хыҫҫӑн трактор ҫинчен сиксе юлса.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫынсем калаҫнӑран ҫак кун Сехре ҫинчен сӑмах нумай вакларӗ, ыттисемпе пӗрле ӑна вӑрҫрӗ, питлерӗ, ҫапах та пулӑшас шанчӑкне ҫухатмарӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Ятмана та, кӑмӑла хуҫса хӑварнӑ хӗрарӑм агронома та, Левентее те хӑй ӑшӗнче нумайччен вӑрҫрӗ.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сафа-Гирей Булат Ширина чи усал сӑмахсемпе ылханса вӑрҫрӗ.

Help to translate

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Яланах ҫавӑн пек, — вӑрҫрӗ Михаил Львович, — килнӗ чухне ытарма ҫук лайӑх ҫанталӑк тӑрать, кунта ҫитетпӗр те — чӗреслетсе ҫумӑр ҫума пуҫлать.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нимрен ытла вара «хӑйӗн ӗмӗрхи тӑшманне» Бельский боярина вӑрҫрӗ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем пек вӑрҫрӗ, ӳкӗтлерӗ пулин те мӑрса ӑна хӑйӗн килӗнче тепӗр кунлӑха хӑварма пултараймарӗ.

Help to translate

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑс пӗтӗм чунтан эрленсе тата чылайччен вӑрҫрӗ, анчах ҫапах та хӑй мӗн шутланине улӑштармарӗ, ывӑлне «басурмана» пӑхкаласах тӑма хушрӗ те ҫӳлелле улӑхма тытӑнчӗ.

Help to translate

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Куна пӗлнӗ пулсан, акӑш-макӑш кайӑкне — хӑяматаччӗ! — ыратнине тӳссе, шӑл витӗр вӑрҫрӗ Павлуш йыснӑшӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Тыррине те хӗрхенсе, ирӗксӗртен ҫеҫ тӳлетӗр эсир, гяурсем, аллах ылханнӑ ҫынсем! — вӑрҫрӗ Нияз кил хуҫи йӑпӑлтатнине пӑхмасӑр.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ан ухмахлан, Эрнепи, сыр часрах сурпанна, кӑштах намӑса пӗл! — ун ҫывӑхне пыма шикленнӗрен аякран, алӑк патӗнчен ура тапса вӑрҫрӗ Альтук инке.

Help to translate

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй вара ӗҫленӗ хушӑра вӗҫӗмсӗр мӑнукне вӑрҫрӗ: ӗлӗк ҫак япаласене яланах иккӗн тирпейлекенччӗ, халӗ ав Ахтупай куҫа та курӑнмасть.

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кил хуҫи мӑрсана куҫ хыҫӗнче темӗн те пӗр каласа вӑрҫрӗ, ун пирки Хусана кайса каласа кӑтартассипе хӑратрӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй арӑмне пӗр чӳлмек шӑратнӑ ҫу хатӗрлеме хушрӗ.

Help to translate

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнпа та вӑл сӳс пӑявӗсене ҫаплипех илсе килнӗ тарҫисене тем те пӗр каласа вӑрҫрӗ, кӳрентерчӗ, юлашкинчен, эсир картиш шӑлма та тислӗк тӑкма ҫеҫ юрӑхлӑ тесе пӳртрен хӑваласа кӑларса ячӗ.

Help to translate

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кашнине тенӗ пекех кӑшкӑрчӗ, вӑрҫрӗ, пӑскартрӗ вӑл.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗлхесӗр катемпи! — тарӑхса хӑйне хӑй вӑрҫрӗ Павлуш.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ара, ывӑлӑм, пӗтетӗн вӗт капла, ма ӗҫен-ха пӗрмай, — ывӑлне вӑрҫрӗ амӑшӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ватлӑхра пӗччен тӑратса хӑварса яла култартӑр та, — куҫҫулӗ витӗр ывӑлне вӑрҫрӗ амӑшӗ.

Help to translate

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed