Шырав
Шырав ĕçĕ:
вӑрманалла (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Шофер питӗ хӑвӑрт каякан машинӑна чарса тӑратиччен, Биденко ача епле ура ҫине сиксе тӑнине, хӑйӗн хутаҫҫине тытса, мӗнпур вӑйпа чупса вӑрманалла кӗрсе кайнине курса юлнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем, акӑлчан ялне тапӑнас тесе, вӑрманалла тапранса кӗрсе кайрӗҫ.И помчались по лесу, собираясь напасть на английских поселенцев.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Чылайӑшӗ ҫанталӑк ырлӑхӗпе усӑ курса канас, шашлӑк ҫисе киленес тӗллевпе вӑрманалла е тата урӑх илемлӗ вырӑна туртӑнӗ.
Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26
Вӑрман хӗррине ҫитсен, амӑшӗ карҫинккине ывӑлне тыттарса хӑварчӗ, хӑй, автанӗпе чӑххине йӑтса, вӑрманалла утрӗ.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980