Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрлать (тĕпĕ: вӑрла) more information about the word form can be found here.
Кам вӑрлать, вӑл — пирӗн тӑшман, чи хӑрушӑ тӑшман, ӑнлантӑр-и?

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн вӑрман вӑрлать.

Help to translate

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сурӑм пуххинче вара — «хӗр вӑрлать».

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗри сӑваплӑ вӑрҫӑ хирӗнче пӗтет, — ӗмӗрлӗхех тӗп пулать, тепри вара унӑн ӗҫне вӑрлать те ӗмӗрлӗхех ырӑ ятлӑ пулса юлать.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кам халӑхӑнне вӑрлать, кам халӑха улталать — ялтан пӗтӗмпех пуҫтарса каймалла, таса чунлӑ ҫынсенчен уйрӑммӑн пурӑнтармалла.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗсен аллине власть юлас пулсан вӑл мана вӑрлать, вӑрлатех.

Help to translate

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӑхан ҫӑмарта вӑрлать пулӗ, ҫавӑнпа унӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм.

Help to translate

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Вӑрӑ вӑрлать — хӑварать, вут тухать те тасатать, тесе ахаль каламан ҫав.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Акӑ Михайлов, хӑвӑр патӑрта пурӑнакан ача, чиркӳ картинчен кирпӗч вӑрлать»…

Help to translate

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Патшалӑх илет санран (укҫан, тырӑ халлӗн; аш-пӑш), тӳре-шара ҫаратать (ҫу-ҫӑмарта, пыл…), пуп ыйтать, вӑрӑ вӑрлать, кашкӑр юлашки выльӑхна пӑвса каять.

государство (деньги, зерно, мясо), чиновники (молоко, яйца, мед); дерет поп, ворует вор, волк тащит последнюю скотину…

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыр туйӑм юратушӑн — вӑрӑ: Вӑрлать илемлӗ вӑхӑта.

Help to translate

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Вӑл мӑрса хӗрне вӑрлать.

Help to translate

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун умӗнче — ҫурта ҫуннипе юхакан ҫутӑ, бронза канделябр, вӑл сӗм тӗттӗмлӗхрен чӗнтӗрпе пӗчӗк алла — вут патнелле тӑсӑлнӑскере — вӑрлать, каллех, темиҫе ҫул каяллахи пекех, алӑкран шаккаҫҫӗ — хыттӑн, ҫав вӑхӑтрах чӗмсӗр хистевпе…

Светлый, бронзовый канделябр с оплывающими свечами горел перед ним, похищая у темноты маленькую, окаймленную кружевом руку, протянутую к огню, и снова, как несколько лет назад, слышался стук в дверь — громкое и в то же время немое требование…

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл кофе, чей, сахӑр вӑрлать, манӑн апатӑн ҫуррине ҫисе ярать… яратчӗ.

Он крал кофе, чай, сахар, съедал половину моего обеда.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Секретарь хӑйне патронран ҫӳлерех хурать; почта марки вӑрлать, хӑйӗн хуҫин пуҫлӑхӗ патне элек ҫырать, унӑн тӑванӗсен умӗнче шанчӑка кӗрет, хӑйне тӑрантараканӑн ӗҫӗ пирки вӑрттӑн ихӗлтетсе кулать.

Секретарь мнит себя выше патрона; крадет почтовые марки, пишет доносы начальству своего хозяина, втирается в доверие к его родственникам и втайне смеется над деятельностью того, кому служит.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Лаш а вӑрлать тет-и ҫав…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Ванька-Встанька ҫавӑнтах пулнӑ-мӗн: — Караул! Караул! Лео пулӑ вӑрлать! — тесе кӑшкӑрать, Лео ҫавӑнтах тарма тӑрать.

Но Ванька-Встанька тут как тут: — Караул, караул! Лео рыбу ворует! Лео бросается наутёк.

Лео-кассир // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

— Ваше благороди, вӑл ман магазинран канфетсем вӑрлать.

«Ваше благородие, он у меня в магазине конфеты воровал».

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Турӑ тӳпере пӗлӗт ҫине ларса ишсе пырать те ҫӗрелле пӑхать, ҫӗр ҫинче кам мӗн тунине сӑнать: кам ҫылӑха кӗрет, кам кӗлтӑвать, кам вӑрлать.

Бог плывет по небу и смотрит на землю, следит, кто что делает: кто грешит, кто молится, кто ворует.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑрӑсем ҫук пулсан — хӑй вӑрлать

А нет воров — сам ворует…

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed