Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑкӑрсемпе (тĕпĕ: вӑкӑр) more information about the word form can be found here.
15. Самӑр выльӑха пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, така ҫӑвӗ ҫунтарса Сана парне кӳрӗп, вӑкӑрсемпе качака такисем те парӑп.

15. Всесожжения тучные вознесу Тебе с воскурением тука овнов, принесу в жертву волов и козлов.

Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

39. Давид патӗнче вӗсем виҫӗ кун пулнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑванӗсем вӗсем валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ; 40. ҫавӑнта ҫывӑхра пурӑнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йӑхӗсем таранах — ашаксемпе те, тӗвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вӑкӑрсемпе те темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме: ҫӑнӑх, смоква, иҫӗм ҫырли, эрех, йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килнӗ, шултӑра выльӑхӗпе вак выльӑхне те питӗ нумай илсе пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Израильшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ.

39. И пробыли там у Давида три дня, ели и пили, потому что братья их все приготовили для них; 40. да и близкие к ним, даже до колена Иссахарова, Завулонова и Неффалимова, привозили все съестное на ослах, и верблюдах, и мулах, и волах: муку, смоквы, и изюм, и вино, и елей, и крупного и мелкого скота множество, так как радость была для Израиля.

1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

40. Валаам ячӗпе тата унпа пӗрле килнӗ пуҫлӑхсен ячӗпе Валак вӑкӑрсемпе сурӑхсем пустарнӑ.

40. И заколол Валак волов и овец, и послал к Валааму и князьям, которые были с ним.

Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вар уҫса ҫуралакансене пурне те Мана пар, вар уҫса тухакан ар выльӑха та, вӑкӑрсемпе такасене, Мана пар; 20. малтан ҫуралнӑ ашака путекпе улӑштар, улӑштармастӑн пулсассӑн, уншӑн тӳлес пулать; хӑвӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлусемшӗн пуриншӗн те хак тӳле; Манӑн умӑма пушӑ алӑпа ан пыччӑр.

19. Все, разверзающее ложесна, Мне, как и весь скот твой мужеского пола, разверзающий ложесна, из волов и овец; 20. первородное из ослов заменяй агнцем, а если не заменишь, то выкупи его; всех первенцев из сынов твоих выкупай; пусть не являются пред лице Мое с пустыми руками.

Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Моисей каланӑ: хамӑрӑн пӗчӗк ачамӑрсемпе тата хамӑрӑн ватӑсемпе, хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсемпе тата хамӑрӑн хӗрӗмӗрсемпе кайӑпӑр, тата хамӑр сурӑхсемпе, хамӑр вӑкӑрсемпе кайӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] уявӗ пирӗн, тенӗ.

9. И сказал Моисей: пойдем с малолетними нашими и стариками нашими, с сыновьями нашими и дочерями нашими, и с овцами нашими и с волами нашими пойдем, ибо у нас праздник Господу [Богу нашему].

Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed