Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйӑран (тĕпĕ: вӑйӑ) more information about the word form can be found here.
Калама та намӑс та, ку таранччен Иливан пӗр хӗр ачана та вӑйӑран киле ӑсатса курман.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑйӑран кӑштах вӑкӑр тухмарӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑлтӑрсем каҫхи вӑйӑран саланма хатӗрленеҫҫӗ.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Никам та сисмест Михала вӑйӑран кайнине.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ача-пӑча вӑйӑран саланман-ха, юрлани халӗ те илтӗнет…

Help to translate

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑйӑран тухса, шкул картлашки патне пыр, — пӑшӑлтатрӗ Митя.

Help to translate

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Аппу та паҫӑрах вӑйӑран таврӑннӑ.

Help to translate

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗрсемпе каччӑсем Вӑйӑран салансан, Ҫичӗ ҫӑлтӑр тайсан алтӑрне, Улӑхри чечексем Сывлӑмпа тӑрансан — Уҫайсамччӗ, савни, чӗрӳне!

Help to translate

Ҫӑлтӑрсем сӳниччен // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 4 с.

Вӑйӑран кӑшт ҫех вӑкӑр тухмарӗ ав.

И пошутил…

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Эсир каятӑр пулсан маншӑн та кунта кӑмӑл туртаканни никамах та ҫук, эпӗ те вӑйӑран пӑрахса каятӑп».

Дескать, если вы уходите, мне тут тоже делать нечего…

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑппӑн-шӑппӑн лармасӑр: Вӗсен хӗрӗ ҫук паян, Нарспи усал Сетнерпе Тарса кайнӑ вӑйӑран.

Help to translate

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кӗрсе пӗтнӗ вӑйӑран Сарӑ хӗрсем, каччӑсем.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӑв шухӑшла, ан пул ухмах, — Ӑс-тӑну ҫитет сан хӑвӑн, — Меслет туп вӑйӑран тухма.

Help to translate

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кок-сагыз бригадинче ӗҫленӗрен Фатиман вӑхӑта хирте ытти хӗрсенчен ытларах ирттерме тивет тата хӗр чӗри — хӗр чӗриех: ҫулахи вӑйӑран та юлас килмест.

Help to translate

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине мӗн каланине кайран ҫеҫ пӗлнӗ Сехре ӑна чӗререн ырласа илчӗ: тӗрӗс, Атӑлкасси каччисем вӗҫкӗн техник ҫине ҫав тери ҫиленсе ҫитнӗччӗ, вӑхӑтра куҫран ҫухалман пулсан, тен, вӑйӑран вӑкӑр тухма та пултаратчӗ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Асту, вӑйӑран вӑкӑр ан тухтӑр.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑйӑран вӑкӑр тухать, ҫавӑ анчах.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗлетни, Северьян, пирӗн ҫавӑн пек сӑмах пур: вӑйӑран вӑкӑр тухать, — терӗ вӑл.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах аппа мана, яла пырсан, ялан ҫапла калатчӗ: «Сӑн-сӑпатран эс аплах мар пек, ҫапах сар хӗрсем юратаҫҫӗ сана», — тетчӗ, эп вӑйӑран час таврӑнмасан…

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев хӑй те Павлуша хӗнесшӗн пулман, ӑшӗнче кӑшт савӑннӑ та («ҫапла кирлӗ те Артура», тенӗ), вӑйӑран вӑкӑр та тухма пултарать тесе, кӑшт пӑскӑртса илме хатӗр пулнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed