Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑн the word is in our database.
вырӑн (тĕпĕ: вырӑн) more information about the word form can be found here.
Вырӑн ҫинчен тӑма тытӑнчӗ, шӑпах ҫав вӑхӑтра хырӑм тӗпӗнче темӗскер хускалса илнине сисрӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вырӑн ҫине канлӗрех, пичӗпе чӳрече еннелле ларчӗ, урисене ҫӗклесе тӗрлӗ еннелле сарчӗ те чарана тӗпчеме пуҫларӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗпчемерӗ те — ӗҫре питӗ те ывӑннӑччӗ, каҫран хӑвӑрт вырӑн ҫине йӑванчӗ те ҫывӑрса кайрӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вырӑн ҫинче ҫаврӑнкалать вӑл.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Председатель ахӑр», — ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ Ваҫиле, вырӑн ҫинчен вӑр-вар сиксе ларса.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳлӗме шӑши пек сассӑр кӗчӗ, хунарӑн сикекен вутлӑ чӗлхине чакарчӗ те типӗ улӑм хурса хатӗрленӗ вырӑн ҫине ларчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче вырӑн ҫинче, хӗрсе кайсан, туйӑмсем тулса ҫитсен Ванюш ҫапла каласа хунӑччӗ:

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӗрӗ вӑййа тухса кайсанах вырӑн ҫине выртрӗ, анчах та чылайччен ҫывӑрса каяймарӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫранах тӑлӑх арӑм хӑй валли вырӑн тупаймарӗ — пилӗкӗ ыратрӗ ун.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялта Ваҫилешӗн Пахом мучи ҫурчӗ умӗнчи ҫеремрен хитререх вырӑн ҫукчӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вырӑн ҫине тултан кӗнӗ тумтирӗпех тӳнсе кайнӑскер, кӑштахран тин тӑна кӗчӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялти тӗп паллӑ вырӑн — Ниенорд поместье.

Главная достопримечательность в деревне — поместье Ниенорд.

Лек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... %B5%D0%BD)

Гронинген — ҫулсерен иртекен «Eurosonic» фестивале ирттермелли вырӑн, унта пӗтӗм Европӑран нумай ушкӑн пухӑнать.

Гронинген — место проведения фестиваля «Eurosonic», ежегодное музыкальное шоу, в котором принимает участие множество команд со всей Европы.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Гронинген — пысӑках мар хула, апла пулин те вӑл Нидерландӑн ҫурҫӗр пайӗшӗн музыкӑпа ытти ӳнер тӗсӗсене, вӗренӳпе бизнеса аталантаракан центр пек пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.

Гронинген — небольшой город, но, несмотря на это, он играет значимую роль как центр развития музыки и других видов искусства, образования и деловой активности для севера Нидерландов.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Гронинген — чукун ҫулсем ҫыхӑнакан вырӑн.

Гронинген — железнодорожный узел.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Велосипедсене тӑратмалли вырӑн

Велосипедная стоянка

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Сӑваплӑ Мартин чиркӗвӗ, хӑйӗн чаплӑ башнипе, Goudkantoor (хулара налук пухмалли вырӑн пек усӑ курнӑ паллӑ ҫурт) тата хула хӳмисем сиенленмесӗр юлнӑ.

Церковь Св. Мартина с её знаменитой башней, Goudkantoor (известное здание в городе, использовавшееся как место сбора налогов) и городские стены остались невредимы.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Гронинген — Нидерландӑн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ хула, пӗрешкел ятлӑ провинцин тата общинӑн администраци вырнаҫнӑ вырӑн.

Гронинген — город на севере Нидерландов, административный центр одноимённой провинции и одноимённой общины.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ваҫиле юлашки ҫӑнӑхран чуста ҫӑрнӑ вӑхӑтра вӑл кӑмака хутса ячӗ, хутаҫ ӑшне ӑшӑ нуски, кружка, кашӑк, алсиш хучӗ, унтан пӳртре ун-кун уткаларӗ те ӗҫ тупайманнипе вырӑн ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш, ачасем валли кӑҫатӑ ҫӗлесе лараканскер, ӗҫне пӑрахсах вырӑн ҫине тӳнсе кайнӑ арӑмӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed