Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн юланутҫин кӑмӑлне туйса илнӗ лаша вырӑнтанах сиккипе тапранса кайрӗ — юр чӑмаккисем пӗлӗтелле сирпӗнчӗҫ, станица тӑрӑх лаша урисем пӗр тикӗс тапӑртатни янӑраса кайрӗ…
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Илья ун патне пычӗ, хӗрӗн салху пичӗ ҫине, куҫхаршисем хушшинче тӗттӗмре аран-аран курӑнакан кӑтраланса тӑракан ҫӳҫ пайӑрки ҫине пӑхса илчӗ, унтан, йӗнер ҫине кайӑк пек сиксе улӑхрӗ те лашине вырӑнтанах сиккипе чуптарчӗ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вырӑнтанах кала, ирӗк паратпӑр, анчах кӗскенрех! — кӑшкӑрчӗ ӑна Нагульнов.Говори с места, разрешаем, только покороче! — крикнул ему Нагульнов.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Айӑрсене чӑпӑрккапа (пӗр хӗрхенмесӗр ислетсе, вӗсене вырӑнтанах хыттӑн юрттарчӗ вӑл, хӑй вара ҫутӑ тӳпе тӗлӗнче тӗксӗмӗн курӑнакан будка ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Разметнов тилхепене саркаласа тытрӗ, чӑпӑрккине ҫиллессӗн сулчӗ, лашасене вырӑнтанах сиккипе ячӗ.Размётнов разобрал вожжи, свирепо взмахнул кнутом и с места погнал лошадей крупной рысью.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ҫул ҫинче ӑшӑнӑп-ха! — кӑшкӑрчӗ вӑл, вара вырӑнтанах сиккипе чуптарса кайрӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лутра лаша, тапӑртатса ташланӑ пек, вырӑнтанах юртӑпа тапранса кайрӗ, анчах хапхаран тухнӑ чухне сасартӑк такӑлт такӑнчӗ, чӗркуҫҫипе ҫӗре перӗнсе илчӗ, кӗҫех ӳкмерӗ, унтан, аран-аран тӳрленкелесе, йӑпӑр-япӑрах ура ҫине сиксе тӑчӗ.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пирӗн карташне машинӑсем килсех тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫинчен офицерсем васкаса сиксе анаҫҫӗ, часрах пысӑк ҫурт подъездне чӑмаҫҫӗ, каялла тухаҫҫӗ, вара автомобильсем вырӑнтанах пысӑк хӑвӑртлӑх илсе, уласа, сӑнчӑрсемпе кӗмсӗртетсе, тӗк татнӑ пек вӗҫтереҫҫӗ.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Айӑрӗ хӑех каялла меллӗн ҫаврӑнчӗ те вырӑнтанах сиккипе таптарчӗ.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
- 1
- 2