Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗлӗх ял тӑрӑхӗсене пырса тиврӗ - 10 ял тӑрӑхӗ вырӑнне 10 территори пайӗ ӗҫлеме пуҫларӗ.
Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa
Муниципаллӑ районсем вырӑнне муниципаллӑ округсем туса хучӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa
— Вӗсем вырӑнне — стабилизатор, акӑ.
Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.
Вырӑнне тирпейлӗн пуҫтарса хунӑ.
Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.
Мӗн тӑвӑн, тӑсса патӑм ун пайне те, ҫавӑнтах пач ҫухалчӗ начальник, ун вырӑнне тепӗр тӑсланкӑ арҫын сиксе тухрӗ…
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
Вӗсем сана хӑйсен кирлӗ ҫынни вырӑнне хураҫҫӗ-и-ха?
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
— Ҫавӑнпа та эпӗ Эчана актсӑрах списать тума, ун вырӑнне урӑх ҫынна суйлама сӗнӳ паратӑп.
Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.
Вӑт эс кала: сан киле пӗр-пӗр каскӑн паттӑр йӗкӗт пырса кӗрес, кулач пек кӑпӑшка арӑмна вӑрласа тухса каяс, ун вырӑнне сӗтел ҫине акт текен хут хурса хӑварас пулсан — мӗн тунӑ пулӑттӑн?
Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.
Ун вырӑнне ҫийӗнчех хип-хитре арӑмӗ тухса тӑрать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Ҫакна шута илсе, аслӑ инженер пӗр пухура, контролерсене урӑх ӗҫе куҫарса, вӗсем вырӑнне автомат-хурҫӑ робот лартма сӗнчӗ.
Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.
Ҫакӑ тертлӗ вырӑнта кӑткӑс пурнӑҫ формисене илес пулсан, ӑсчахсем вӗсене хальлӗхе тупайман-ха, ун вырӑнне сӑртсемпе тусен ӑшӗнче фотосинтезлакан бактерисене тата Тейлор пӑрлӑхӗ айӗнче анаэроблӑ бактерисене тупнӑ.
Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши? // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6277.html
Чӑрӑш вырӑнне хыр йывӑҫҫине эрешлеме шутланӑ.
Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пике вырӑнне Бикке, теҫҫӗ.
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӑл мана хӑй йӑмӑкӗ вырӑнне хурать пулас.
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вырӑнне питӗ тирпейлӗ пуҫтарнӑ.
Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Минюк «ҫав тери шурӑ» тесе каласшӑн пулнипе «шурӑ» вырӑнне «шарӑ» тет.
Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пир хумалли вырӑнне кӑшт саваланӑ.
Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Параппан вырӑнне питлӗх илсе тухнӑ.
Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Качча каякан Ҫатюкӑн кушак пӑрҫи-тухъя вырӑнне сӑмавар камфуркки тӑхӑнма тӳрӗ килчӗ.
Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Хулӑн укҫи вырӑнне икӗ пӑт тӗтӗм ыйт.
Павӑл мана ҫураҫма пынӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.