Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Задача шутланӑ тетрадь халех пирӗн ума килсе выртӗ.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Хӑҫан та пулин ӑна та ҫапла масар ҫине йӑтса килӗҫ, сивӗ шӑтӑка чикӗҫ — ҫулла пулӗ-и вӑл, шартлама сивӗ хӗл кунӗ-и — пӗрре вӑл та ӗмӗр-ӗмӗр таврӑнмасла вилсе выртӗ, пуринчен ытла пытарма тӑванӗсем ҫукки шухӑшлаттарать Укане.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мӑн хырӑмлӑ хуҫапа ырхан хӗрарӑм еннелле пуҫ тайса: — Хӑйне шаннӑшӑн хура маска сире чӗререн тав тӑвать. Ан иккӗленӗр, ку Оглы сывлӑшне ҫавӑрма ӗлкӗриччен ҫӑпатине ҫӳлелле тӑратса выртӗ! — терӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Сывлӑшне ҫавӑрма ӗлкӗриччен икӗ урине ҫӳлелле тӑратса выртӗ!
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Капла анне таврӑнаймӗ те, каҫ та выртӗ…
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
Улӑх-ҫаран яланах ем-ешӗл хумханса выртӗ.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑхӑт иртнӗҫем, тен, пӗтӗмӗшле туризм маршручӗ Вӑрнар районӗ витӗр те выртӗ…
Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n
Ҫывӑрам пек туса куҫне хупса выртӗ те сасартӑк тӗпсӗр ыйха путӗ, тек вӑранаймӗ те.
6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗҫлӗ-ӗҫлӗ те, кутӑнланмалли тепӗр сӑлтав тупса, тепре трактор патне кайса выртӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кам пӗлет, кунта каярахпа, тен, хула ӳссе ларӗ, манӑн шӑммӑм-шаккӑм вара, йытӑ кӑшласа типӗтнӗскер, пылчӑкра йӑваланса выртӗ, никам та каламӗ: акӑ Ланфиерӑн — этем сучӗ ним айӑпсӑр явап тыттарнӑ старикӗн — шӑмми-шакки…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пирӗн ҫул вара паян сӑртлӑ-туллӑ вырӑна выртӗ.
Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html
Анчах та ҫак чертежсен йӗрӗсем темиҫе ҫӗршер километр вӑрӑмӑш та 20 — 30 километр сарлакӑш пулмалла (ҫавӑн чухне кӑна марсиансем вӗсене телескоп витӗр курма пултараҫҫӗ), ҫавӑнпа та ӳкерчӗксене тулӑ акса тума шухӑшланӑ, мӗншӗн тесен марсиансен телескопӗ витӗр йӗри-тавра сарӑлса выртакан хура ҫӗр хушшинче ылтӑн уй-хир ҫутӑ йӗр пек аван курӑнса выртӗ, тенӗ.
Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Калӗ: «Атя, ҫывӑрар!» — тесе, вӑл выртӗ…
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӳлти Юпитер ячӗпе тупа тӑватӑп: кам пирвай пӑлхавлӑ сӑмах калӗ е хускалӗ, ҫав ҫын ман хӗҫрен вилсен выртӗ, манӑн хӗҫрен нихҫан та йӑнӑш тивни пулман!
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Римлянсен пӗр-пӗр лагерӗ ҫине тискер кайӑкла хаяррӑн кӗрсе каяс пулать, ҫак ҫапӑҫура пин ҫын вилсе выртӗ, анчах икҫӗр ҫын хӑтӑлса юлӗ.
XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Карло атте, чӑн-чӑнах пукане сӑмахӗпе тупа тӑватӑп, — санӑн вучахра чӑн-чӑнах вутӑ ҫунса выртӗ, чӑн-чӑн чугунран тунӑ хуранта вӗри шӳрпе пулӗ.
Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Пичӗ вӗри те ҫамрӑк юнпа ҫунса тӑнине туять Черныш; тен, хӑй те вӑл, шинельпе витсе хунӑскер, часах ак лав ҫинче ҫавӑн пек выртӗ, каруцӑн йывӑҫ кустӑрми чул ҫине пырса тӑрӑнмассеренех ыратнипе, авкалана-авкалана илӗ.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл… анчах вӑл — тупӑкра выртӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Тен, ыран, паянах та-и тен, ҫак ҫынсенчен кашниех вилӗме хирӗҫ тӑрса тухӗ, хаваслӑн та мӑнаҫлӑн тӑрса тухса, пӗр хӑрамасӑр, лӑпкӑн вилсе выртӗ, тен; анчах та этемле мар условисенче, чи сивӗ ӑс-хакӑла та ҫӳҫентерсе яракан условисенче, унтан ниепле хӑтӑлма ҫук чух, пурнӑҫра мӗнпур савӑнӑҫ та вӑл манӑҫа тухни, ӑнланӑва пӗтерсе лартни ҫеҫ.
17 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Диац хӑйӗн лӑпкӑ читлӗхне кӗрӗ, решеткине вырнаҫтарса лартӗ, хӑй кӗтесӗнчи тӳшекӗ ҫине выртӗ те тӗрмери шиксӗр те йывӑр ыйхипе ҫывӑрса кайӗ.
V // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.