Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртатӑп (тĕпĕ: вырт) more information about the word form can be found here.
Нонна ҫинчен те, Гриша ҫинчен те ыйтса пӗлтӗм, пурне те ҫав тери пысӑк салам каларӑм, ҫӑмӑл аманнине пула госпитальре выртатӑп, терӗм, хыпар час ярайманшӑн каҫару ыйтрӑм…

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Эпӗ бетон урайӗнче выртатӑп иккен, ман тавра взвод салтакӗсем пуҫтарӑнса тӑнӑ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Вӑл утать — эпӗ ешӗл курӑк ҫинчех выртатӑп.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Куҫа уҫса ятӑм пек те — симӗс ҫерем ҫинче тухӑҫ еннелле пӑхса выртатӑп иккен эпӗ.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

«Тӑр, ывӑлӑм, тӑр, — тет каллех ашшӗ, — сан вырӑна эпӗ кӗрсе выртатӑп, эсӗ ҫуккине чун илли асӑрхамӗ».

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Вӑранса кайрӑм та ирпе, тӑнласа выртатӑп.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа выртатӑп та, чунӑм тӳсме ҫук ыратать…

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫывӑрма выртатӑп

Help to translate

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Витре илчӗ ӗнтӗ. Ӗне сусах кӗрет. Ахаль ҫеҫ тулашса выртатӑп эпӗ. Ӑшӑ сӗт ӗҫтересшӗн мана», — тутлӑн анасларӗ Тихон Иванович.

Help to translate

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вырӑн ҫинче выртатӑп пулин те, ҫав фермӑшӑн пит хӗрелет манӑн.

Help to translate

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эпӗ паян каймастӑп, район центрӗнче, аппа патӗнче ҫӗр выртатӑп.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫывӑрма выртатӑп — куҫ умӗнче стройка ҫутисем йӑлкӑшаҫҫӗ.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӑш-пӗр чухне пулать ҫывӑраймастӑп та, шуталаса выртатӑп вара.

Help to translate

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Тӑна кӗрсен пӑхатӑп — сӑпкари ача патӗнче, кутник сакки ҫинче выртатӑп.

Help to translate

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Эпӗ вунвиҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ госпитальте выртатӑп.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫӳресен-ҫӳресен ывӑнса ҫитетӗп те каллех аслӑк ҫине хӑпарса выртатӑп.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Ҫапла выртатӑп эп халь, — хурлӑхлӑн-айӑплӑн кулчӗ Аркаш.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ каллех ҫыран хӗрринчи пӗр ҫӳҫе тӗмӗ хыҫне выртатӑп та ҫак сасӑ тӑвакана пӗлме шутлатӑп.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Эпӗ винтовкӑпа кӗпер ҫине тӗллесе выртатӑп.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Фашистсен енче йӑлтӑрр! тусанах, эпӗ улӑхри курӑк ӑшне тӑсӑлса выртатӑп та ракетӑсем тавралӑха ҫутатнӑ самантра нимӗн те хускалмастӑп.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed