Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Кайран вӑл Дамаск айлӑмне аннӑ, ун чухне шӑпах тулӑ вырнӑ вӑхӑт пулнӑ, вӑл тырпул уйӗсене вут тивертсе ҫунтарса янӑ, сурӑх кӗтӗвӗсемпе вӑкӑр кӗтӗвӗсене пӗтернӗ, хулисене ҫаратнӑ, хирӗсене пуш-пушӑ тӑратса хӑварнӑ, пӗтӗм яша хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Давид тулӑ вырнӑ вӑхӑтра мур чирне суйласа илнӗ.]
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вефсамисра пурӑнакансем ҫав вӑхӑтра айлӑмра тулӑ вырнӑ, пӑхнӑ та Ҫӳлхуҫа арчине курах кайнӑ, ӑна курсассӑн савӑнсах ӳкнӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Темиҫе кунран, тулӑ вырнӑ вӑхӑтра, качака путекки ертсе Самсон арӑмӗпе курӑнӑҫма пынӑ, вӑл: «арӑм патне ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрем-ха» тесен, хӗр ашшӗ ӑна унта кӗме паман.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара халӑх Иордан урлӑ каҫмашкӑн хӑйӗн чатӑрӗсем патӗнчен тапранса тухнӑ, священниксем халӑх умӗнчен [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пынӑ, 15. ҫапла [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине йӑтса пыракансем Иордана пырса кӗрсессӗнех, арча ҫӗкленӗ священниксем урине шыва чиксессӗнех [Иордан вара тулӑ вырнӑ вӑхӑтра яланах ҫыранӗнчен тухса ейӗве кайса выртать], 16. тури енчен юхакан шыв тӑпах чарӑннӑ та Цартан ҫывӑхӗнчи Адам хули патне ҫитичченех хӳме пек пӳлӗнсе тӑнӑ; анаталла юхакан шывӗ тӳремлӗх тинӗсне, Тӑварлӑ тинӗсе, юхса кайса пӗтнӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хирте тырӑ вырнӑ чухне ану ҫине кӗлте манса хӑварсассӑн, ӑна илмешкӗн каялла ан таврӑн: вӑл ӗнтӗ ютран килнӗ ҫын валли, [кӗлмӗҫ валли,] тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑм валли юлтӑр, ҫавӑншӑн сана Ҫӳлхуҫа Турру ху аллупа тӑвакан пур ӗҫӳнте те пиллӗх патӑр.
Аст 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче тырӑ вырма тытӑнсассӑн, вырнӑ чухне ану хӗрринех вырса ан тух, тӑкӑнса юлнӑ тырруна та ан пуҫтар; ӑна чухӑн валли, ютран килнӗ ҫын валли хӑвар.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ сире паракан ҫӗре ҫитсессӗн, унта тырӑ выра пуҫласассӑн, хӑвӑр малтан вырнӑ кӗлтӗре священник патне илсе пырӑр; 11. сире ырӑлӑх кӳме вӑл ҫав кӗлтене Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; священник ӑна уявӑн тепӗр кунне силлентерсе кӳрӗ; 12. силлентерсе кӗлте кӳнӗ кун пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне — айӑпсӑр пӗр ҫулхи путек — кӳрӗр, 13. тата унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн иккӗ вуннӑмӗш пайне илсе ӑна йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарӑр та, ун ҫине чӗрӗк гин эрех юхтарса, Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр; 14. хӑвӑр Туррӑра ҫакӑ парнесене кӳмелли кунччен нимӗнле ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, типӗтнӗ тырӑ пӗрчисем те, чӗрӗ пӗрчӗсем те ан ҫийӗр: ҫакӑ сирӗн пӗтӗм килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка тытса пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑр ҫӗрӗр ҫинче тырӑ вырнӑ чухне ану хӗрринех вырса ан тух, тӑкӑнса юлнӑ тырруна ан пуҫтар, 10. иҫӗм пахчинчен ҫырлине пӗтӗмпех пуҫтарса ан ил, тӑкӑннӑ ҫырлине те пахчаран ан пуҫтар; ӑна чухӑн ҫын валли, ютран килнӗ ҫын валли хӑвар.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ултӑ кун ӗҫле, ҫиччӗмӗш кунне кан; тырӑ акнӑ вӑхӑтра та, вырнӑ вӑхӑтра та кан.21. Шесть дней работай, а в седьмой день покойся; покойся и во время посева и жатвы.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тулӑ вырнӑ вӑхӑтра Рувим хире тухнӑ та унта мандрагор улми тупнӑ, ӑна Лийӑна, хӑйӗн амӑшне, илсе килсе панӑ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.