Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Ҫапла ӗнтӗ, пӗлмесӗр пурӑннӑ вӑхӑтсене ирттерсе ярса, Турӑ халӗ пур ҫӗрте те пурне те ӳкӗнме хушать: 31. Вӑл ӗнтӗ Хӑй малтанах суйласа хунӑ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳррипе сут тума кун палӑртнӑ; ҫавна пурне те пӗлтерсе хума Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тенӗ Павел.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпикур майлӑ философсем тата стоиксен философӗсем хӑшӗ-пӗрисем унпа тавлашма тытӑннӑ; пӗрисем: «ку сӳпӗлти мӗн каласшӑн-ши?» тенӗ; тепӗрисем: «вӑл ют турӑсем ҫинчен вӗрентет пулас» тенӗ; Павел вара вӗсене Иисус ҫинчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Яланхи пекех, Павел вӗсем патне пынӑ; вӗсемпе виҫӗ шӑматкун калаҫнӑ, 3. Христос асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнине Ҫырури сӑмахсемпе кӑтарта-кӑтарта парса ӑнлантарнӑ, «ҫав Христос ӗнтӗ Иисус пулать, эпӗ сире халӗ Ун ҫинчен каласа паратӑп» тенӗ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен, Вӑл ҫӗрсе каяс ҫукки ҫинчен ҫапла каланӑ: «Давида пама пулнӑ ырӑлӑхсене Эпӗ чӑнах сире парӑп» тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр: Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Турӑ аттемӗрсене пама пулнине халӗ пире — вӗсенӗн ачисене — пачӗ, 33. ҫакӑн ҫинчен иккӗмӗш псаломра та ҫырнӑ: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ; 31. Хӑйпе пӗрле Галилейӑран Иерусалима тухса пынӑ ҫынсене Вӑл чылай кун хушши курӑннӑ; халӗ ӗнтӗ вӗсем халӑх умӗнче Ун ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Турӑ Ӑна виҫҫӗмӗш кунне чӗртсе тӑратрӗ те курӑнмалла турӗ, 41. анчах Иисус пур халӑха та курӑнмарӗ, каласа кӑтартмашкӑн Турӑ малтанах суйласа хунӑ ҫынсене — пире, Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсассӑн Унпа пӗрле ӗҫсе ҫинӗскерсене — анчах курӑнчӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Паян пирӗнтен эпир халсӑр ҫынна ырӑлӑх туни ҫинчен, ӑна епле сыватни ҫинчен тӗпчесе ыйтаҫҫӗ пулсассӑн, 10. эсир пурсӑр та пӗлӗр, пӗтӗм Израиль халӑхӗ те пӗлсе тӑтӑр: эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ, кайран Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Назарет Иисус Христосӗ ячӗпе сыватнӑ ӑна, сирӗн умӑра ӑна Ҫавӑн ячӗпе сыватса тӑратнӑ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӗсем халӑха вӗрентсе каланӑ чухне вӗсем патне священниксем, Турӑ Ҫурчӗ хуралӗн пуҫлӑхӗ тата саддукейсем пырса ҫитнӗ, 2. халӑха вӗрентнӗшӗн, Иисус урлӑ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасса пӗлтернӗшӗн вӗсем ҫилленсе тӑнӑ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пурте усал ӗҫӗсенчен уйӑрӑлччӑр тесе, Турӑ, Хӑй Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Ӑна чи малтан сирӗн пата сире пиллеме ячӗ, тенӗ Петр.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир Сӑваплине, Тӳррине пӑрахрӑр, ҫынвӗлерене ирӗке кӑларма йӑлӑнтӑр, 15. пурӑнӑҫ Пуҫлӑхне вӗлертӗр, Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна эпир хамӑр куртӑмӑр.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вилӗм ҫыххине татса пӑрахса, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, вилӗм Ӑна тытса чараймарӗ.24. но Бог воскресил Его, расторгнув узы смерти, потому что ей невозможно было удержать Его.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Унтан вӗсене каланӑ: мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек пулмаллаччӗ: виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ, 47. Ун ячӗпе ӳкӗнсе ҫылӑх каҫарттарма Иерусалимран пуҫласа мӗнпур халӑхсене вӗрентсе ҫӳремелле.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак тӗнче ачисем авланаҫҫӗ те, качча та каяҫҫӗ; 35. леш тӗнчене ҫитсе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, 36. вӗсем ӗнтӗ урӑх вилме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ангелсемпе танлашаҫҫӗ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскерсем, вӗсем Турӑ ачисем пулаҫҫӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус тунӑ пӗтӗм ӗҫ ҫинчен илтнӗ те тӗлӗнсе-аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗрисем: Ку — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иоанн, тенӗ; 8. тепӗрисем: Илия килнӗ, тенӗ; тата тепӗрисем: авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем ҫав сӑмаха хӑйсен ӑшӗнче тытса тӑнӑ, анчах пӗр-пӗринчен: «вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен» тени мӗне пӗлтерет-ши вӑл? тесе ыйтнӑ.10. И они удержали это слово, спрашивая друг друга, что значит: воскреснуть из мертвых.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ту ҫинчен аннӑ чухне Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ирод вара ҫавна илтсессӗн каланӑ: вӑл — эпӗ пуҫне кастарнӑ Иоанн, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ.16. Ирод же, услышав, сказал: это Иоанн, которого я обезглавил; он воскрес из мертвых.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иисус ҫинчен Ирод патша та илтнӗ — ӗнтӗ Унӑн ячӗ пур ҫӗре те сарӑлнӑ; пӗрисем: Шыва кӗртекен Иоанн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем тӑвать, тенӗ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Килӗр, Ҫӳлхуҫа выртнӑ вырӑна пӑхӑр та 7. часрах кайса Унӑн вӗренекенӗсене калӑр: Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл сирӗнтен маларах Галилейӑра пулӗ, эсир Ӑна ҫавӑнта куратӑр, тейӗр.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.