Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек вӑхӑтра, ҫак вилӗ ҫуртра, арестленӗ хыҫҫӑн темиҫе кунтан, ятлаҫнисӗр тата хӗненисӗр пуҫне нимӗн те кӗтмелле мар тӑшман тумне тӑхӑннӑ ҫынна тӗл пуласси, эсӗ ним тӗлли-паллисӗр ҫухаласран, эсӗ ху мӗн курнисене пулас вӑхӑтсем валли парса хӑвармалла тума, хӑвӑн хыҫҫӑн пурӑнма юлакансем валли пӗр самантлӑха та пулин вилӗмрен чӗртмешкӗн ҫырса хӑварма сана пулӑшма аллине тӑсса паракан туса тӗл пуласси — ытла та аван.
«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Чӑннипе каласан, эпӗ курнӑ пурнӑҫ пирӗн тӗрмери пурнӑҫ пекех пулнӑ; вӑл — йывӑр пусмӑр айӗнчи пурнӑҫ, пӗр вырӑнта пӑвса пӑрахма, пӗтерсе хума тӑрӑшакан, анчах тепӗр вырӑнта ҫӗршер хунав ярса тухакан пурнӑҫ, вилӗмрен вӑйлӑрах пурнӑҫ пулнӑ.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл ҫулсенчи хӗрарӑмшӑн пӗччен пулни — вилӗмрен те йывӑртарах вӗт.
Высушилсем, упӑшкипе арӑмӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Санӑн куҫусене хӑвӑн ҫумӑнтан иртсе кайнӑ вилӗм ҫивӗчлетнӗ пулсан, эсӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫын куҫӗсемпе пӑхатӑн пулсан, кам иккӗленни, кам сутни, камӑн пӗр-пӗр паллах мар кӗрешӳҫӗне те пулин тӑшман аллине парса хӑйӗн шӑпине ҫӑмӑллатас шухӑш пӗр самантлӑха ҫурални — сӑмахсӑрах паллӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл акӑ мӗншӗн хӑрарӗ: хӑвӑртрах ҫитмесен, Мускавран вӗҫсе килнӗ самолёт вӗсене кӗтсе илмесӗрех каялла кайӗ, вара унӑн вилӗмрен хӑтаракан клиникӑна паянах лекесси пулмасть, тесе шухӑшларӗ вӑл.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫрен шуса тарнӑ та-ха вӑл, анчах та леш каҫӑр сӑмсинчен, вилӗмрен, инҫех тараймӑн.От немца-то он, вишь, уполз, а от нее, от косой, нешто уползешь?
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нимӗҫсенчен, эс, тӑванӑм, шуҫса тарнӑ, анчах та вилӗмрен…
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫынсем, выҫӑ пулин те, колхоз выльӑхне пусман; ачасем, вилӗмрен хӑрамасӑрах, ҫуннӑ ял вырӑнне кайса, кӗл купи айӗнчен ҫунса кӑвакарнӑ плугсене чавса кӑларнӑ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапла ӳкни ӑна вилӗмрен хӑтарчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Эпӗ ҫав картинкӑна ҫурни ҫинчен Том каласа кӑтартатех пулӗ. Акӑ мӗншӗн пӗр сӑмах та каламастӑп. Ӑна вилӗмрен хӑтармалла пулсан та каламастӑп», — терӗ Бекки ӑшӗнче.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Полли мӑнаккӑшӗ, Мэри тата Гарперсем хӑйсен вилӗмрен чӗрӗлнӗ юратнӑ ачисене сырса илчӗҫ: вӗсене хытӑ чуптурӗҫ, вӗсем ҫӑлӑннӑшӑн турра тав турӗҫ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вара пирӗн вилӗмрен хӑтӑлмалли май та ҫук.Не теперь, так после, это как пить дать, нам не будет спасения.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хатӑлса юлма ҫук-и вилӗмрен, тет.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Эс мана вилӗмрен ҫӑлтӑн, нумай ҫул ман ҫумра пулса ӗмӗрӗме тӑсрӑн.
Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html
А. Волковӑн вара пачах тепӗр майлӑ: этем организмне тарӑнрах, пур енлӗ тӗпчесе пӗлсен, ҫӗр-ҫӗр ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварса сумлӑ ят илнӗ хыҫҫӑн чунӗнче пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ тапма тытӑнать.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Чирлӗ ачисене сиплесе вилӗмрен ҫӑлса хӑварма укҫа-тенкӗ ҫитереймен вӑхӑтрах миллиардерӗсем укҫине ниҫта хурайманнипе тӗнчипе чи чаплӑ та чи хаклӑ самолетсемпе яхтӑсем туянаҫҫӗ.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Тен, сан пилӳпе ҫулӑмра та ҫунмарӑм, вилӗмрен те хӑрама пӗлмерӗм.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Виҫҫӗмӗш класра вӗренекен Валентин Яковлев юлташӗсене вилӗмрен ҫӑлса хӑварни Раккассине кӑна мар, кӳршӗ ялсене те сарӑлчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
— Юлташсене вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑшӑн ҫакланать-и, анне?
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Юрать, пӗр кунхине Тоньӑн ӗҫтешӗсем ун патне пынӑ, вӗсемех вилӗмрен ҫӑлнӑ.
Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№