Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилни (тĕпĕ: вил) more information about the word form can be found here.
Путин: Вера Васильева актриса вилни культурӑшӑн тавӑрайми ҫухату пулса тӑчӗ.

Путин: смерть актрисы Веры Васильевой стала невосполнимой утратой для культуры.

Путин Вера Васильева актриса вилни тавӑрайми ҫухату тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... en-3380774

Хаҫатӑн тӑваттӑмӗш страницине пуринчен те ытларах вулама юрататчӗ, — унта кам вилни, кам авланасси ҫинчен ҫыраҫҫӗ, ӑна пӗлме питӗ интереслӗ вӗт-ха!

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Хӑшӗ ашшӗ вилни ҫинчен хыпар илнӗ, тепри пиччӗшӗ ҫухални ҫинчен, Ольгӑн тусӗ — аманнӑ, Укахвин — ҫухалнӑ.

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тепӗр виҫӗ эрнерен паллӑ искусствовед Каканаров вилни ҫинчен ҫӗршыври темиҫе хаҫат некролог пичетлерӗ.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Йытӑ вилни те философилемелли сӑлтав-ҫке саншӑн, Иван!

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кӗҫтук вилни ҫинчен хут килнине пӑхмасӑр, ир те, кӑнтӑрла та, каҫ та упӑшкинчен ҫыру кӗтекен Укаҫ кама та пулсан чӗре ҫывӑхне ярӗ-и?

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тепӗр уйӑхран Тимуш вӑрҫа тухса кайрӗ, ҫулталӑк иртсен, пӗрремӗш хут аманса госпитальре выртнӑ чух, Уҫтук вилни ҫинчен ҫыру илчӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Мана вара аттепе анне мӗнлерех тата мӗншӗн вилни чун-чӗреренех пӑлхантарса ячӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чултан та ҫирӗпрех пулнӑ-тӑр Варуҫҫи — аттепе анне мӗнле вилни ҫинчен нихҫан та ҫӑвар уҫман, никама та шарламан.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна пӗлсен писательсен Союзнех ҫитетчӗ пуль, анчах хайхи Ямаш Ваҫҫи вунӑ ҫул каяллах вилни ҫинчен пӗлчӗ те майӗпен лӑпланчӗ: «Тупӑкра тахҫанах ҫӗрнӗ ҫын шӑм-шакне ӳппӗн-пиччӗн ҫавӑрни илемсӗр», — терӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑпах ҫавӑн пек пулнӑ Юрмейкейкинсен: кинне пытарнӑ кӑна — Улатимӗр вилни ҫинчен пӗлтерекен хут персе ҫитнӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унсӑр пуҫне тата анне вӑхӑтсӑр вилни хул-ҫурӑма шатӑрах аврӗ ӗнтӗ…

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Э-э, сысна вилни мӗн вӑл? — терӗ Мавра кинеми.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫапах та Укаслу ҫарӗнчи темиҫе ҫын тӑшман аллине лексе ҫав тери асапланса вилни ӑна тарӑн шухӑша ячӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Укаслӑва пуринчен ытла Ишмук вилни кулянтарчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ухмахла вилни пулатчӗ-ҫке ку! — терӗ вӑл, кӑштах сывлӑш ҫавӑрсан.

Help to translate

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Капла пурӑниччен вилни лайӑхрах, — калаҫрӗҫ те калаҫрӗҫ хресченсем.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмир вилни ӑна калама ҫук кулянтарчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вилсен, эпир вилни ҫинчен никам та пӗлеймӗ.

Help to translate

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

(Ула Тимӗрӗн амӑшӗ вилни ҫинчен вара класра учительница кӑна пӗлчӗ).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed