Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пиртен ыйтмасӑрах хуҫа буфета уҫса унтан пӗтӗмпех ванса пӗтеймен икӗ турилкке, икӗ вилка туртса кӑларчӗ: пӗри кухньӑра тыткалакан йывӑр авӑрлӑ ахаль вилка, тепри — кукӑр-макӑр авкаланӑскер, хӑрах юппи хуҫӑлнӑскер, дессертнӑй вилка пулчӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫиме юратнӑ; ҫавӑнпа ӗнтӗ, сӑмах-мӗн вакламасӑрах, хӑй умне салӑ тата ветчина тураса тултарнӑ чашӑка шутарса лартрӗ; унтан вилка тытрӗ, вилки пӗр-пӗр мужик утӑ тиенӗ чух усӑ куракан сенӗкрен пӗрре те пӗчӗк мар; ҫав вилкӑпа чи пысӑк аш татӑкне тирсе илчӗ те вӑл, ҫӑкӑрпа пӗрле, тӳрех ҫӑварне хыпма тӑчӗ — пӑхать, аш татӑкӗ теприн ҫӑварне кӗрех кайрӗ.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Иртен пуҫласа каҫчен вӗсем ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, темӗн чухлӗ чашкӑ-тиркӗ, ҫӗҫӗ, вилка, кашӑк варалаҫҫӗ; ма, ӗҫ — чашкӑ-тиркӗ ҫӑвасси, вилкӑсемпе ҫӗҫӗсене тасатасси, эпӗ ир ултӑ сехетрен пуҫласа ҫурҫӗрчченех тенӗ пек ҫавӑнпа аппаланатӑп.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Улма-ҫырла ҫимелли вилкӑпа е ҫӗҫӗпе (вилка вырӑнне чей кашӑкӗ те юрать) арбуз ӑшӗнчи ҫемҫе пайне каса-каса ҫиеҫҫӗ.И фруктовыми ножом-вилкой (или чайной ложкой) кушают мякоть до твердого края.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Апатланнӑ чухне ҫӗҫӗ те, вилка та кирлӗ пулсан, вилкӑпа ҫинӗ самантра ҫӗҫҫе алрах тытмалла.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хальхинче вӑл вилка илчӗ те сӗтел хушшине ларчӗ.
II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Праски инке чӳрече умӗнчен пӑрӑнчӗ те сӗтел ҫине икӗ кашӑкпа икӗ вилка хучӗ, квас тултарнӑ кӑкшӑмпа стакан лартрӗ, пукан хыҫне чӑлт-шурӑ алшӑлли ҫакрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Тепӗр икӗ вилка шӑкӑрт выртрӗ сӗтел ҫине.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Вӑл каллех сунтӑха ухтарма тытӑнчӗ те ман ума туххӑмах хуҫса-авса пӗтернӗ вилка кӑларса хучӗ.
Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.
Э-э, эпӗ вилка хурса пама маннӑ-ҫке.
Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.
Шамраев эрех кӳпсе тӑртаннӑ, хӗрелнӗ, шӗвелнӗ куҫӗпе ҫатма ҫинелле тинкерчӗ, чӗтрекен аллине вилка тытма хӑтланчӗ, анчах тытаймарӗ те аллине сулчӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Юлашкинчен вӑл пӗр кӗленче кагор килсе лартрӗ, малтан хӑна умне ҫӗҫӗпе вилка хучӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Малтанлӑха капла та юрать, — Петӗр хӑй те ҫур стаканне ҫеҫ сыпрӗ, вилка ҫине ӑшаланӑ шӑрттан татӑкӗ тирсе, Анюка сӗнчӗ.
Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Соня кашнин умне пӗрер кашӑкпа вилка хурса пачӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сӗтел ҫинче мӗн пурӗ те икӗ вилка ҫеҫ, йывӑҫ турилкке ҫине Миша валли така пуҫ хурса панӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗсенчен пӗр уйӑх тухмасӑр пурӑннӑ, питӗ сахал ҫинӗрен апатра вилка чӗрмекӗсем ҫеҫ юлнӑ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унӑн кӗсйинче пекӗ выртать, унта темиҫе ҫӗҫӗсӗр пуҫне — вилка, пӗчӗк кашӑк, пӗчӗкрех пӑрасемпе ҫавнашкалах йӗкев.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Эсӗ манпа юнашар вырнаҫатӑн, — терӗ вӑл, — ҫавӑнпа та манран сулахай енне лар, — Дюрок ҫакна каларӗ те ҫавӑнтах каялла кайрӗ, чылайӑшӗ вырнаҫсан тепӗртакран сӗтел умӗнчи креслӑна йышӑнтӑм; халӗ манран сылтӑмра Дюрок, сулахайра — шалҫа пек тӑсланкӑ, ырхан, хӗрӗхсенчи хӗрарӑм — хӗрлемес те хытанка арҫын сӑнлӑскер; хӗрарӑмӑн кача пӳрнисен чӗрнисем ҫав тери вӑрӑмран вӗсемпе вӑл вилка вырӑнне усӑ кураять-тӗр тесе шухӑшласа илтӗм.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Йывӑҫ пек хытса кайнӑ янахӑма йывӑррӑн ҫавӑркаласа, йӑлтӑртатса тӑракан ҫу татӑкӗсене вилка ҫине аран-аран тиркелесе лартнӑ вӑхӑтра Чубук умӗнче хам айӑплӑ пулни ҫинчен шухӑшлани ман чӗрене касса ыраттарса тӑчӗ.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпир те ӗҫетпӗр, — Стомадор стакансене тултарчӗ те кашнинех вилка хурса пачӗ — шӑвӑҫ савӑтран какай ҫиме.Мы тоже выпьем, — Стомадор наполнил стаканчики и подвинул каждому вилку — брать из жестянки мясо.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.