Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нумай хуйхӑ курнӑ, ӗҫпе ҫапӑҫура пиҫнӗ, пурӑнӑҫра тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе ирттернӗ ҫынсене тата нимех те курман, анчах ахах пек чӗрисемпе ҫакна туйса илсе хӑйсене ҫуратнӑ ватӑ ашшӗсене ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ кӳнӗ ҫамрӑксене ватӑ Тарас сӑмахӗ нумай лайӑх ӗҫсене аса илтерчӗ пулас.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ретсенче тӑракан чи ватӑ козаксем, кӑвакарнӑ куҫӗсене ҫӗрелле пӗксе, ним хускалмасӑр тӑчӗҫ; ватӑ куҫсенчен майӗпен куҫҫуль юхать; вӗсем ӑна ҫаннисемпе васкамасӑр шӑла-шӑла илеҫҫӗ, унтан, малтанах калаҫса татӑлнӑ пек, пурте пӗр вӑхӑтра аллисемпе сулласа, нумай хурапа-шурра курнӑ пуҫӗсемпе чӗтретсе илчӗҫ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кун хыҫҫӑн халӑх хушшинчен чи ватӑ та кӑвакарнӑ сухаллӑ тата кӑвакарнӑ вӑрӑм ҫӳҫлӗ козаксем тӑваттӑн тухнӑ (Сечьра ытлашши ваттисем пулман, мӗншӗн тесен, запорожецсенчен никам та хӑйӗн ватӑлӑхӗпе вилмен), унтан кашниех аллине ку вӑхӑта ҫумӑр ҫунӑран пылчӑк пулса кайнӑ ҫӗре илнӗ те, ӑна ун пуҫӗ ҫине хунӑ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗри, пӗлме те ҫук — те ватӑ старик, те ватӑ карчӑк, хӑранипе нӑйкӑшса илчӗ:Испуганно проскулил кто-то, не разобрать — не то старик, не то баба:
X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эсир ватӑ Пьюна пӑрахмастӑр вӗт, хаклӑ юлташсем, эсир ватӑ Пьюна хӑвармастӑр вӗт! — тесе кӑшкӑрать.Ведь вы не кинете старого Пью, дорогие товарищи, ведь вы не оставите старого Пью!
V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унӑн ячӗ латинла Seneх — ватӑ ҫын — сӑмахран тухнӑ, мӗншӗн тесен малтанхи вӑхӑтра сената чи ватӑ патрицисене суйланӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Ватӑ Ҫерҫи ҫапла пуҫтахланни кулӑшла пулсан та, ӑна пурте хӑнӑхнӑ, шӑнкӑрч вӗллине те чӑнахах ватӑ Ҫерҫи валли тунӑ тесе ӗнене пуҫланӑ.
II // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
— Эй, ватӑ ускӑн! — кӑшкӑрнӑ ватӑ Ҫерҫи, хӑйӗн тӗп тӑшманне — Кушак аҫине курсан.— Эй, старый плут… — кричал старый Воробей, завидев своего главного врага, кота Ваську.
I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.
Мӑнтӑрскер мар, анчах пит те ҫемҫешке ӳтлӗскер, вӑл ӗнтӗ шӑши тытма пултарайман ватӑ кушак пек туйӑнатчӗ, тутӑ пурӑнӑҫпа йывӑрланса кайса, хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗсемпе савӑнӑҫӗсем ҫинчен аса илсе хӗпӗртенипе мӑрласа ҫеҫ ҫӳрекен ватӑ кушак пекчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку сӑнлӑхра ҫыранӗсене курӑк пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пӗве пур, ун леш енче ҫыран ҫумӗнченех чӑнкӑ ту ҫӳлелле кармашать, тӑва ешӗл тумӗсене хутӑштарса янӑ акӑш-макӑш пысӑк ватӑ йывӑҫсемпе тӗмсем сӑрса илнӗ, ту пуҫланакан ҫӗртен пӗве ҫинелле ватӑ хурӑн ӳпӗннӗ, вӑл хӑйӗн хулӑн тымарӗсен пӗр ушкӑнӗпе пӗвен нӳрлӗ ҫыранӗнче тытӑнса тӑрать, тӑррипе йӑрӑс пӳллӗ ҫӳлӗ ӑвӑс ҫумне сӗвӗннӗ, кӑтра турачӗсене шыв тӳремӗ тӗлне уснӑ, ҫак туратсем ытти ешӗл йывӑҫсемпе пӗрле хӑйсен мӗлкисене шыв ҫине ӳкернӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗвел ҫӳлте мар ӗнтӗ, вӑл сылтӑмра, Кунцево садӗнчи ватӑ йывӑҫсем тӗлӗнче тӑрать, йӑлтӑртатакан хӗрле ҫаврашкан ҫуррине ҫутта кӑлари-кӑларми сӑрӑ пӗлӗт хупланӑ; тепӗр ҫурринчен вутлӑ пайӑркасем темиҫе пай пулса сирпӗнсе тухаҫҫӗ те садӑн ватӑ йывӑҫҫисене тӗлӗнмелле йӑмӑх ҫутӑпа ҫутатаҫҫӗ, йывӑҫсен ним хускалми ҫӑра туратлӑ симӗс тӑррисем тӳпен ҫуталнӑ таса пайӗ тӗлӗнче йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана ӗнтӗ, карчӑка, ватӑ шӑммӑмсене канма вырттарма тахҫанах вӑхӑт; унсӑрӑн ак мӗн куриччен пурӑнмалла килсе тухрӗ: ватӑ улпута — сирӗн аслаҫӑра, ӗмӗр асра юлтӑр, Николай Михайлович княҫа, икӗ пиччӗшне, йӑмӑкне Аннушкӑна — пурне те пытартӑм, вӗсем пурте манран ҫамрӑкчӗ, батюшка, халь ак вӑт, хамӑн ҫылӑхсене пула, ахӑр, аннӳнтен те вилмесӗр юлтӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ватӑ, питӗ ватӑ, мансӑр пурӑнма пултараймасть вӑл.
Том вилӗмӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ватӑ йытти пурӑннӑ чух, халлӗхе нимӗн те палӑртмасть, вӗҫне-пуҫне пытараҫҫӗ, анчах та ваттин чунне турӑ илсен, эпир йӑлтах тӑрӑ шыва кӑларатпӑр-ха, кучерӑн кӑвак хут ҫухалнине те каласа паратпӑр…
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Мана, совет айӑплаканӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, прокурор трибунӗ ҫинче хам пысӑк-пысӑк фронтӑн тӗрлӗ вырӑнӗсенче, тӗрлӗ вӑхӑтсенче курнӑ ҫынсем: Великие Луки таврашӗнчи ватӑ колхозник Матвей Кузьмин; малалла ҫапӑҫасшӑн пулнипе училищӗрен тарнӑ пӗчӗк гварди рядовой Михаил Синицкий те; урам кӗтессинче ларакан ҫурта крепость туса хума пултарнӑ молдаван виноградарӗ Юрка Таракуль та; танк полкӗн ялавне хӑтарас тесе хӑйӗн ҫемйине хӗрхенмен Украина хӗрарӑмӗ Ульяна Белогруд та; ватӑ разведчик Чередников пичче те; мирлӗ ӗҫшӗн хуйхӑрса кӗперсене, пӗвесене, ҫулсене, ҫуртсене сывлӑша сирпӗтекен Николай Харитонов та электричество ламписемпе ҫутӑлса тӑнӑн туйӑнчӗҫ.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Утмӑл ҫула ҫитнӗ ҫын ватӑ мар, вӑтӑр ҫулта сӳрӗкленнӗ ҫын ватӑ.Не тот стар, кому стукнуло шестьдесят, а тот, кто скис в тридцать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тимӗр тусанӗпе хуралнӑ кӑвак уссиллӗ ватӑ рабочисем те, комсомолкӑсем те, ҫар ҫыннисем те, карчӑксем те, куҫлӑхлӑ ватӑ инженер та.
Ҫӗрулми уйӗнчи ҫапӑҫу // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Арҫынпа юнашар пӗр ҫамрӑк ҫын тата ватӑ хӗрарӑм пыраҫҫӗ пулсан, ватти варринче пымалла.Если рядом с мужчиной молодая и пожилая женщина, то пожилая идет посередине.
Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫамрӑк ҫынна ватӑ хисеплӗ ҫынпа паллаштариччен ватӑ ҫынран ун ҫинчен ирӗк ыйтмалла: «Профессор юлташ, Павлов студента сирӗнпе паллаштарма юрать-и?» е «Министр юлташ, Казаков хушаматлӑ ҫамрӑк инженера сирӗнпе паллаштарма юрать-и?».
Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.