Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ферма патне ҫитиех тӑсӑлса выртать, унӑн чӑтлӑхӗсенче, Бретанири ытти вӑрмансемпе вӗтлӗхсем пекех, ҫырма-ҫатрасем, сукмаксемпе тарӑн варсем нумай, пӗр сӑмахпа каласан, вӗҫне-хӗррине тупма май ҫук ҫул-йӗрсем: унта республика отрячӗсем, кунти тавраша пӗлменскерсем, яланах аташса кайма пултарнӑ.
V. «Говэн» тесе алӑ пуснӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унти вырӑн майлӑ: типӗ варсем, вӗтлӗхсем, тикӗс ҫӗр мар.Ты найдешь там рвы, перелески, неровную почву, — вообще очень удобную местность.
II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хысакӗсен айккисенче вырӑнӑн-вырӑнӑн курпун хырсем ӳсекен чул тусем, вӗсем ҫинчи йышлӑ уҫланкӑсемпе варсем, кизил тата терновник йывӑҫҫисемпе, ҫамрӑк юмансемпе витӗннӗскерсем, пачах аялтан курӑннӑ пек мар, йӑлтах урӑхла иккен.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унта хутран-ситрен Шотландин авалхи вӑрҫӑ юррисем янранӑ; вӗсем тискер варсем тӑрӑх ҫӳренӗ, унта ӗмӗртенпе ишӗлсе выртан ҫӗрсем Шотландин тахҫанхи историйӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ.Спускались в дикие ущелья, где древние развалины повествуют об истории Шотландии.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Уҫӑ вырӑн варсем, шавласа юхан ҫырмасем, вӑрттӑн уҫланкӑсем, халиччен курман чечек сачӗсем кунта Вӑтам Азири пуш хирсенчен, Лапландири тундрӑсенчен е Каспи тинӗсӗ хыҫӗнчи савӑнӑҫсӑр, вӗҫӗмсӗр ҫеҫен хирсенчен килнӗ хӗрачасемшӗн ытла час-часах тӗл пулкаланӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Анчах вырӑнӗ пит аван, улӑштарас килмест: хӑйӑрлӑ тӗмеске, йӗри-тавра варсем, чӑтлӑх вӑрман, хӗвел хӑйӗн чӳречинчен пӑхсан та нимӗн курӑнмасть.
Пурӑш шӑтӑкӗсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 96–97 с.
Хопер казакӗсем ҫаратса кайнӑ япалисене тупасшӑн ҫынсем килтен киле ҫӳрерӗҫ, кӗтӳрен ҫӗтсе юлнӑ ӗнисене шыраса, ҫеҫенхирсемпе тип варсем тӑрӑх хӑшкӑлса чупрӗҫ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аялта, Чирӑн тепӗр енче, Каргински станица вырнаҫнӑ, ун хыҫӗнче, ҫемҫен авӑнкаласа, вырӑнӗ-вырӑнӗпе тип ҫырмасемпе варсем таткаланӑ ҫеҫенхир кӑнтӑралла тӑсӑлать.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫил сӑрт ҫамкисемпе тип варсем тӑрӑх ирӗклӗн каскӑнланса ҫӳрет.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пятигорска ҫитичченех Сергее урӑх ним те курӑнмарӗ, ҫак тӑвӑн пысӑк кӳлепи анчах курӑнса тӑчӗ, ун ҫинче тӗл-тӗл тӗттӗм-симӗс вӑрман тӑсӑлать, тӗл-тӗл ҫӑра вӗтлӗх кӑтраланать, е хӗвел ҫинче ҫерем йӑлтӑртатса выртать, е ту хушшинчи тарӑн варсем хуралаҫҫӗ, е ту сӑмсахӗсем хӗрелеҫҫӗ, — вӗсем ҫине ӑмӑрткайӑксем йӑва тунӑ…
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вак варсем каскаласа пӗтернӗ тӑвайкки хӗрринче вӗт хурӑнсем ҫитӗнеҫҫӗ.По отлогому склону, изрытому овражками, золотисто рябил мелкий березнячок.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Варсем тӑрӑх пуҫӗсене уснӑ салтак ушкӑнӗсем сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Гремячий Лог хуторӗнчен ҫурҫӗр еннелле, ҫеҫенхирти ӗнтрӗкре тӗксӗммӗн курӑнса выртакан сӑртлӑ тӳпесем, ҫырма-ҫатрасемпе варсем, талккишпех тӑсӑлса кайнӑ вӑрмансем леш енче, инҫетре-инҫетре — Совет Союзӗн тӗп хули ларать.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Васансем, варсем урлӑ ҫӳрерӗмӗр, пӗрне пӗри сас парсах, йыхравласах тӑтӑмӑр.-Витя Минаев, чатӑр патне юлнӑскер, тӑрсан-тӑрсан горнпа ӳхӗрет.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сылтӑмра та, сулахайра та акӑш-макӑш тарӑн варсем кичеммӗн те тискеррӗн хуралса курӑнаҫҫӗ, тул ҫутӑлнине сиссе хӑранӑ пек пулнӑ тӗтре, йӑсӑрланса та ҫӗлен пек явкаланса, ҫывӑхри сӑртсен ҫуркаланчӑкӗ тӑрӑх аялалла шуса анать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Маншӑн ан йӗрӗр, хӑвӑршӑн та хӑвӑр ачӑрсемшӗн йӗрӗр, 29. ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне ҫапла калӗҫ: «ача туманнисем, ача ҫуратман варсем, ача ӗмӗртмен кӑкӑрсем телейлӗ!» тейӗҫ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.