Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяла (тĕпĕ: аял) more information about the word form can be found here.
Анчах унӑн паян телейлӗ кун иккен, йывӑҫ тӑрринчи каччӑна курса пулас, ун тӗлне аяла Липӑпа Зейнаб пырса тӑчӗҫ.

Help to translate

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрре кӗрешнипе лӑпланмаҫҫӗ, малтанхи хутӗнче аяла пулнӑ тимӗрҫи юлташӗ патне пырать те ӑна тепре пиҫиххирен тытать, иккӗмӗш хутӗнче те хӑй ҫӗнтереймесен тин килӗшет: «Паян эсӗ паттӑр».

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан сисрӗ, Мӗтри ӗнтӗ куннинче темле пулсан та ӑна аяла тума тӑрӑшать, вӑл хӑйне Тутаркас ачи ҫӗнтернине ӑнсӑртран тунӑ япала тесе шутлать-ха.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ ун куҫӗсем Галимджанӑн кӗрешӳри чарусӑрлӑх вучӗпе ҫунакан хура куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ, каччӑ ун ҫине «Мӗн тӑвас тетӗн, ҫӗнтерсен ҫӗнтерет, иксӗмӗртен пӗрин пурӗпӗрех аяла пулма тивет» тенӗ пек пӑхса илчӗ те тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынни вӑйсӑр марччӗ, Арифуллана ҫавӑ аяла турӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Упӑшки вара, васкамасӑр та тӑрӑшса, аяла хӑйӗн хушаматне ҫырса хучӗ.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халех хӑвӑн сотникна ҫак ҫынсене аяла илсе кайса лайӑх кӑна апат ҫитерме хуш.

Help to translate

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр алӑк кунта, пӗр кантӑк, аяла анмалли йывӑҫ пусма.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Иштерек лаша умне пӗшкӗнчӗ те ун малти урисене ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен хыпашласа тухрӗ.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑра ҫӳҫлӗ сарӑ ҫивӗчӗ пилӗкрен чылай аяла усӑннӑ, вӗҫне ҫутӑ сенкер тӗслӗ пурҫӑн бант ҫыхнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чулсем унӑн хӑйӗн найӗ, пуҫ ҫаврӑнса каймалӑхах аяла ҫитекен чӗрӗ пай пек пулса тӑни ӑна килӗшет.

Ей нравилось, что камни делаются как бы частью ее самой, живой частью, достигающей головокружительного низа.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Биче Сениэле курасса тӗшмӗртсе хыпалансах аяла антӑм.

Догадываясь, что могу видеть Биче Сениэль, я поспешно сошел вниз.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Кайрӑмӑр аяла.

— Пройдемте вниз.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫав вӑхӑтра Гез, тен, Пегги пирки ӳпкелешме аяла кайнӑ…

Может быть, Гез в это время ходил вниз жаловаться на Пегги.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗррехинче ҫӑмарта ҫук тесен путсӗр ял совет председателӗ хӑй тӗпсакай хӑмине уҫса аяла сикрӗ, йывӑҫ ещӗкри 17 ҫӑмартана, ачасем валли тесе перекетлесе усранӑскерсене, илсе хӑпарчӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ӑнсӑртран усӑллӑ сӗнӳ панӑшӑн кӑмӑллине пӗлтерсе аяла антӑм; карап хыҫӗнчи стенари пӗчӗк чӳречеллӗ пысӑках мар каюта — апатланмӑш вырӑнне; унта Тоббоган ларать ӗнтӗ, эпӗ ахаль йывӑҫ сӗтел ҫумӗнчи сак ҫине вырнаҫрӑм.

Выразив удовольствие, что случайно дал полезный совет, я спустился в небольшую каюту с маленьким окном в стене кормы, служившую столовой, и сел на скамью к деревянному простому столу, где уже сидел Тоббоган.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пилӗк-ултӑ матрос, — вӗсем кунта, аяла, йӑпшӑнса аннӑ ахӑр, ара, эпӗ сасӑ илтмерӗм-ҫке, — хушасса кӗтсе хатӗр тӑраҫҫӗ.

Пять или шесть матросов, по-видимому сошедших вниз крадучись, так как я шагов не слышал, стояли наготове, ожидая приказания.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кӗҫех хам патӑма аяла антӑм, унта, никам та кансӗрлеменскер, виҫӗ сехет вуласа ирттертӗм.

Вскоре я отправился к себе вниз, где, никем не потревоженный, провел в чтении около трех часов.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫур сехет уҫӑлнӑ хыҫҫӑн аяла антӑм; унта Бутлер ирхи апат парасса кӗтсе ларать; эпир калаҫу пуҫартӑмӑр.

Пробыв на палубе более получаса, я сошел вниз, где застал Бутлера, дожидающегося завтрака; и мы повели разговор.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сире аяла анма ыйтатӑп, пире унта калаҫма меллӗрех.

Прошу вас сойти вниз, где нам будет удобнее говорить.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed