Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяккалла (тĕпĕ: аякка) more information about the word form can be found here.
Анчах вӑл таврара, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, темле лӑпкӑ ҫанталӑк чухне те ҫил кашлать, нимле пархатарлӑ курӑк та ӳсмест; ӑнсӑртран унта кӗтӳ пырса тухсан, выльӑхсем те канӑҫа ҫухатса, аяккалла тарма кӑна пӑхаҫҫӗ, тет.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах ҫак уйрӑмлӑхсем совет саманинче халӑхсене пӗр-пӗринчен аяккалла уйӑрса ямарӗҫ, пӗр-пӗринпе ҫывӑхарах пулма, туслашма кӑна пулӑшрӗҫ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавӑн пек калавӑн пуҫламӑшне вулатӑн та, — мӗнпе вӗҫленессине ҫийӗнчех пӗлсе, аяккалла хуратӑн: ҫавӑн пек очерксене тытатӑн та, авторӗ хӑҫан ӑҫта пулнине, кампа-кампа курса калаҫнине, вӗсем производство планне миҫешер процент тултарса пынине пӗлнисӗр пуҫне, сан асӑнта нимӗн те юлмасть, эсӗ ҫӗннине чухлаймарӑн, кӑмӑлу ҫӗкленнине туяймарӑн.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тем пек туйӑнчӗ мучие, пӑшал сасси ҫырма тӑрӑх аяккалла кусса кайсан.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ут, ут, сысна! — усаллӑн пӑхса, сержант аллинчи туяна аяккалла ывӑтрӗ вӑл.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пыл чӗресне пуҫлатчӗ, тет те, унта шӑши тавраш кӗрсе ӳкнӗ пулсан, шӑшие, пыл ӑшне путнӑскере, аяккалла ывӑтса яриччен малтан, хӳринчен туртса кӑларса, ҫӑварне хыпатчӗ, тет…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ан кай, — терӗ лешӗ пуҫне аяккалла пӑрса.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсир унран рак чирӗнчен хӑранӑн аяккалла тапса сикетӗр.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Михала чӗрӗп пек хутланса ларнӑ, аллисене хырӑмӗ ҫумне хӗстернӗ, пуҫӗ аяккалла пӑрӑннӑ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубов Степновран уйрӑлса аяккалла утрӗ, клуб тавра тытнӑ ракатка умӗнче чарӑнчӗ.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман аяккалла сиксе ӳкрӗ.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Кай, ан янккаса пыр, — аяккалла тӗксе ячӗ ӑна Улька.

Help to translate

38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Ӳкетпӗр!» — тесе асӑрхаттарчӗ те Раман аяккалла сике пачӗ.

Help to translate

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Тарӑхӑр, кулӑр, вӑрӑ-хурахпа кулак, сирӗн усал ӗҫӗрсемпе ӗмӗтӗр тахҫанах татӑлнӑ. Михалан та выҫлӑхланса пурӑнасси пӗтӗ», — ҫапла шухӑшласа, ӳкерчӗксенчен аяккалла пӑрӑнчӗ Раман.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ватӑлатпӑр пулас… — аллине лекнӗ турат хуҫӑкне аяккалла вӑркӑнтарчӗ мастер.

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак ыйтуллӑ шухӑшсемшӗн ӑна хӑйне те хӑрушӑ пулса кайрӗ, анчах ӑна пӑхмасӑр шухӑшсем аяккалла вӗҫрӗҫ:

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хӑйне валли вырӑн тупаймарӗ, яра куна нимӗн пӗлмесӗр асапланчӗ, темиҫе хутчен урама туха-туха кӗчӗ, аяккалла тинкерчӗ, ывӑлӗ ҫавах килмерӗ-ха.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тур кӗтеснелле пӑхса сӑхсӑхрӗ, чылайччен аяккалла тилмӗрсе ларчӗ — каласа парас-ши е парас та мар-ши тенӗ пек.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑрсан-тӑрсан пӗр аяккалла пӑхса илчӗ вӑл — Кузнецовсен ҫӗрулми ани ҫинче ӑнсӑртран ун савнийӗ курӑнмасть-и?

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Рабочисем канавсем чава-чава шурлӑхри шыва аяккалла юхтарса янӑ, торф касса кӑларма пуҫланӑ.

Рабочие принялись копать канавы, спускать болотную воду, резать торф.

Ленин Шатури // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed