Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачана (тĕпĕ: ача) more information about the word form can be found here.
Лукарье хӗрӗ Клавье, хӑй пек пӗчӗк ачана курнипе хавасланса, аллисемпе Анук ывӑлӗ еннелле хӑлаҫланчӗ, тем пакӑлтатса, пӳртри шӑплӑха сирчӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ аллипе тимӗр хӗскӗч пек хӗстерсе илчӗ, пӗчӗк ачана тыткаланӑ пек ҫӗклерӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Н.В.Никольский ячӗллӗ педучилищӗре сапӑрҫисене (воспитателӗсене), педагогика университетӗнче пуҫламӑш класс уйрӑмӗнче вӗрентнӗччӗ те, мана кӗнеке хӑш ӳсӗмри ачана юрӑхли самаях кирлӗ.

Help to translate

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Вӗсем пӗчӗк Светланӑна килтен илсе тухса алӑкран мар, ют ачана илсе кӗнӗ пек чӳречене уҫса кантӑкран кӗртнӗ.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Анне ҫуралсан усала улталас тесе, ача пурӑнтӑр тесе, ӑна ют ачана пӑхнӑ пек пӑхнӑ.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Тата мана, пӗчӗк ачана, Мишша тетен ӑс-тӑнӗ шиклентеретчӗ.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Аслисем кӳлнӗ лаша тупса ачана ял медпунктне вӑрвар леҫрӗҫ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫакӑнтан манӑн атте вун ҫиччӗри хӗр ачана арӑм туса илсе кайнӑ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫывӑхарах пычӗ те: «Ман ачана курман-и эсир?» — терӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ачана тӗне кӗртнӗ чухне те ҫак хирӗҫӳлӗх туйӑмӗ сӗвӗрӗлмерӗ-ха…

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Тӗттӗмленсен амӑшӗ хӑй ытамӗнче ӑшӑнса сӗнк пулнӑ ачана йӑтса илсе ҫӗклерӗ те кравать хӗррине вырттарса кунӗпе тусан тӑрӑх утса ҫӳренӗ урине ӑшӑ шывпа ҫуса ячӗ, пиртен ҫӗленӗ кӗпипе йӗммине хывтарса кравать ҫине вырттарчӗ, унтан ҫӳхе шӑналӑкпа витсе ячӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Матӗрне аппа ачана хӑйӗнпе ҫумлӑ тӑратса малтан Куля пирки, амӑшӗ пирки тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ те: «Юрӗ, эппин, пулӑшӑп сана, Куля, манӑн упӑшкан тӑванӗсем сирӗн ялта йышлӑ пурӑнаҫҫӗ, хамӑр та Шӑхале кайсах тӑратпӑр», — терӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫаврака питлӗ ҫамрӑках мар инке ачана хӑй патне илентерес темерӗ курӑнать, хӑш ялтан пулнине ыйтса пӗлсен хӑйӗнчен ҫичӗ ҫын урлӑ тӑракан хӗрарӑм патне кайма сӗнчӗ:

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пӗрремӗш хут килнӗ ачана пасар анратсах ячӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Тата мӗн кирлӗ арҫын ачана?!

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ачана вара ҫемҫе сӑмах ҫеҫ кирлӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Партизан ачана йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме хӑнӑхтарнӑ, ҫамрӑк йӗкӗт вара кулленхи ӗҫпе пиҫӗхнӗ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ферма пуҫлӑхӗ вун тӑватӑ ҫулхи имшерккерех ачана ӗҫ вырӑнне илсе кайса кӑтартать.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Атте каласа панӑ тӑрӑх, ҫулланнӑ арҫынсем те ҫурма тӑлӑх ачана ним мар ҫӗртех кӳрентерме пултарнӑ.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Фонд ӗҫӗ пин-пин ачана ырӑ туйӑмсем парнелет те — ҫак ӗҫ чӑннипех пысӑк пӗлтерӗшлӗ».

Help to translate

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed