Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахӑрса (тĕпĕ: ахӑр) more information about the word form can be found here.
Огуречников пӗр самант Макҫӑм ҫине пӑхса ларчӗ те ахӑрса кулса ячӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрӑ-хурах, Ҫтаппан шухӑшне пӗлнӗ пекех, сарлака ҫӑварне уҫса пӑрахрӗ те арӑш-пирӗш ахӑрса кулса ячӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Выльӑх-чӗрлӗх усраман пирки килкартинче вӗлтӗренпе мӑян ахӑрса ӳснӗ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урса, алхасса, ахӑрса кайнӑ пушар мечӗт патне сарӑлса ҫывхарнӑ майӑн вутпуҫҫисем ҫине-ҫинех вӗҫсе килме пуҫларӗҫ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пушар сӳнтерме хыпаланса, ачасем ҫавраҫил хӑйсем ҫинелле ахӑрса килнине туймарӗҫ те, Антунӗ чупса иртсе кайрӗ-ха, Вова шӑпах ҫавраҫил варрине лекрӗ, ҫил турткаласа лӑскама пуҫласан вара аллинчи витрине лаштах кӑларса ӳкерчӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тин ҫеҫ чӑн-чӑн паттӑр пек ахӑрса ҫӳренӗ Ваҫка, хӑй ҫинчи кукша Антуна пӑхӑнса, вӑл мӗн хушнине итлесе, йывӑҫсем хушшинчен тухрӗ, хӑй хуҫи умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ пек, пуҫне усса, ун патнелле утрӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта та кунта ҫынсем апат ҫисе лараҫҫӗ, ҫывӑрса выртаҫҫӗ, ҫӑпата хуҫаҫҫӗ, пыйтӑ вӗлереҫҫӗ, ушкӑнпа ахӑрса лараҫҫӗ.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тухӑр, шуйттан чӗпписем! — ахӑрса пӑрахрӗ вӑл.

Help to translate

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Митя кулас килмен ҫӗртен ахӑрса ячӗ.

Help to translate

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑйлӑ тӑвӑл тапранса, Сетнер юррине илсе, Вӗҫет йӗрсе, ахӑрса.

Help to translate

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сентти килет сиктерсе, Кӗвентине утланса; Инкӗш патне ҫӗмӗрсе, Кӗрсе кайрӗ ахӑрса.

Help to translate

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Отряд Хусан ҫӗн ҫулӗпе Персе те ҫитрӗ ахӑрса.

Help to translate

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тен, ҫавӑнпа, ҫитсессӗн тӑвӑл, Кайсассӑн вӑйлӑн ахӑрса, Ун шухӑшне, вӑйне-халне вӑл Йӑлт илчӗ хыттӑн ҫавӑрса.

Help to translate

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах-х! — илчӗҫ ахӑрса, — Тиха вӗлерчӗ пусарса!»

Help to translate

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑҫта ҫапас?» тесе ҫеҫ ахӑрса ҫӳрерӗ.

Help to translate

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсене илтсен Ахтупай яшт ҫеҫ хускалчӗ, лаша патӗнче ахӑрса тӑракан ҫын патне сиксе ӳкрӗ.

Help to translate

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ват ҫынпа кулса калаҫать, ҫамрӑккипе кулса калаҫать, мӑрсапа е алманчӑпа тесен, вӗсемпе те ахӑрса ҫеҫ пуплет.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта ҫапла шӑл йӗрсе те ахӑрса юрлани пӗрре те килӗшменнине юрлакансем хӑйсем те туйса илчӗҫ тейӗн, пурте сасартӑках шӑпланчӗҫ, ӑҫта килнӗ унта ларса тухрӗҫ.

Help to translate

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ачасем ку сӑмахсем хыҫҫӑн ахӑрса ячӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Эсӗ ҫакна куратӑн-и?» — ахӑрса ячӗ вӑл.

«А это ты видела?» — закричал он.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed