Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл нумай ӗҫленӗ, тӑван мар ашшӗн аттипе тумтирне тасатнӑ, вутӑ ҫурнӑ, ӑна пӳрте йӑтса кӗнӗ, шыв кӳнӗ, кухньӑран витри-витрипе мӑшкӑлтӑк шывӗ кӑларса тӑкнӑ, ҫырмана кайса шӑллӗн кипкисене чӳхенӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл урӑх нимӗн те хушса каламарӗ, куллине пытарса хӑйӗн пысӑк та каптӑркка аттипе урлӑ-пирлӗ уткаласа кайрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ан ҫухӑр! — кӑшкӑрчӗ нашивкӑллӑ нимӗҫ, Клавӑна аттипе аяккинчен тӗксе.— Молчи! — прикрикнул немец с нашивками, ткнув Клаву сапогом в бок.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Пӳртрен, кирза аттипе алкум картлашкисене кӗмсӗртеттерсе, Куля тухрӗ:Из дома, стуча кирзовыми сапогами, вышел заспанный, помятый Мигулай.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Старик самантрах аттипе кӗрӗкне тӑхӑнса улпут пӳлӗмне чупса кӗнӗ, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан кивӗ пӑшала илсе вӑл урама сиксе тухнӑ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Тимрук, чул сарнӑ урампа хӑйӗн сӑран аттипе каплаттарса, васкамасӑр утать.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Сывах, — тет Тёма, аттипе ҫӗре чавкаласа.— Здоров, — отвечает Тёма, смотря в пространство и роя сапогами землю.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ун умӗнче, ӑна аттипе тапса, нимӗҫ тӑнӑ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн кашни юн тумламӗшӗн, вӑл шартлама сивӗре ҫарамас выртнӑ кашни минутшӑн, нимӗҫ аттипе тапнине тӳсме тивнӗшӗн вӗсен ҫӗр хут тӳлемелле пулать.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Коридор тӑрӑх, аттипе тапӑртаттарса, надзиратель чупса иртрӗ.
10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вара, тивӗҫлипе ят тивесрен хӑраса, Серьга аттипе усӑ курнӑ.Боясь справедливого возмездия, он и воспользовался сапогом Серьгиным.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Комбат аттипе манӑн ботинкӑсенче шыв нӑчӑлтатса пырать.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Билль Галлей тимӗр таканлӑ аттипе шаклаттарса, палуба тӑрӑх ҫӳресе килчӗ те, Джон Мангльс умне ҫитсен, сасартӑк чарӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ӑна мучи аттипе тапрӗ, — тесе ӑнлантарчӗ Топ.
1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Юлашкинчен ун хыҫӗнче хӑйне картинӑсем тума пулӑшакан, сӑрӑсем ватакан, урай шӑлса ӑна ҫавӑнтах аттипе варалакан ҫыннӑн — кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ каччӑн ури сассисем илтӗнсе кайрӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл аслӑк айӗнче ашӑк сарчӗ те, аттипе шинельне хывмасӑрах, ҫывӑрма выртрӗ.Он лег под навесом сарая, подстелив попонку, не разуваясь и не снимая шинели.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл Костя амӑшне урапа ҫинчен анма пулӑшнӑ, Костьӑна ларкӑч ҫинчен йӑтса антарнӑ та калинккене аттипе тӗкнӗ.Он помог матери сойти с брички, сдернул с козел Костю и ткнул сапогом калитку.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Темиҫе бандит сценӑ патнелле ыткӑннӑ, анчах Пробатов вӗсенчен маларах ӗлкӗрнӗ — чӳрече хашакне аттипе тапса вирхӗнтернӗ те, аллисене кастарса-юнласа, каҫхи тӗттӗмлӗхе сикнӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, пӗрре сӗтел патне пырса ларса, пухӑннӑ хаҫат-журналсемпе ҫырусене йӗркелентерме тытӑнчӗ, тепре пӑхса тухман ҫӗнӗ хаҫата яра-яра тытрӗ, юлашкинчен ура ҫине сиксе тӑчӗ те хӑйӗн чӗриклетекен аттипе ешӗл курӑк пек симӗс палас тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ.
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Васильев малтанах Пробатова тарӑхтарнӑ та, ҫурӑм хыҫӗнче хӑйӗн хӗрӗх пиллӗкмӗш виҫеллӗ аттипе кӗмсӗртеттерсе, ӑна шухӑшлама кансӗрленӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.