Шырав
Шырав ĕçĕ:
аттемӗрсемпе (тĕпĕ: атте) more information about the word form can be found here.
38. Вӑл пушхирте Синай тӑвӗ ҫинче Ангелпа калаҫнӑ, пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ, шӑпах ҫавӑ ӗнтӗ пире каласа памашкӑн пурӑнӑҫ сӑмахне илнӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тепӗрисем ӗнтӗ хӑйсен мӗн юлнине пӗтӗмпех сута-сута янӑ, хӑйсене, усал Никанор ҫапӑҫу пуҫланичченех сутса янӑскерсене, хӑтармашкӑн Ҫӳлхуҫана тархасланӑ: 15. ку хамӑршӑн пулмасассӑн та, аттемӗрсемпе хывнӑ халалшӑн, пире Хӑвӑн сӑваплӑ та мухтавлӑ ятупа хисепленмелле тунӑшӑн пултӑр, тенӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпир те халӗ тӳпенелле пӑхса йӑлӑнар; тен, Вӑл, аттемӗрсемпе хывнӑ халала асне илсе, пире хӗрхенӗ те тӑшманӑн ҫак ҫарне хамӑр куҫ умӗнчех аркатса тӑкӗ; 11. вара суя тӗнлисем пурте Израиль халӑхӗн Хӑтараканӗ, Ҫӑлаканӗ пуррине пӗлӗҫ, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, хамӑр аттемӗрсемпе патшасен тӳрӗлӗхне шанса кӗлтумастпӑр эпир Сан умӑнта; 20. Хӑвӑн чурусем, пророксем, урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн ҫине Хӑвӑн ҫиллӳне, Хӑвӑн хаярлӑхна янӑ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир аттемӗрсемпе пӗрле ҫылӑха кӗтӗмӗр, ҫылӑха кӗтӗмӗр, тӳрӗ мар ӗҫсем турӑмӑр.6. Согрешили мы с отцами нашими, совершили беззаконие, соделали неправду.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйӗн Моисей чури урлӑ каланӑ ырӑ сӑмахӗсенчен Унӑн пӗр сӑмахӗ те вырӑна килмесӗр юлмарӗ; 57. пирӗн аттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пирӗнпе пӗрле те пултӑрччӗ, ан пӑрахтӑрччӗ пире, пӑрахса ан кайтӑрччӗ пире, 58. пирӗн чӗресене Хӑй еннелле ҫавӑртӑрччӗ: эпир вара Унӑн ҫулӗсемпе ҫӳрер, Унӑн пирӗн аттемӗрсене панӑ ӳкӗчӗсене, йӗркисене, саккунӗсене уяса пурӑнар; 59. эпӗ [халӗ] Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтуса каланӑ ҫак сӑмахсем Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑршӑн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те кӑмӑллӑ пулччӑр, ҫапла Вӑл хӑй чуришӗн мӗн кирлине, Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн мӗн кирлине кунран-кун туса тӑринччӗ, 60. вара халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа пӗртен-пӗр Турӑ иккенне, Ун евӗрли урӑх ҫуккине пӗлӗҫинччӗ; 61. сирӗн чӗрӗрсем пӗтӗмпех Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пӑхӑнса тӑччӑр, ҫапла, паянхи пекех, Вӑл панӑ йӗркесемпе ҫӳремелле, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнмалла пултӑр, тенӗ Соломон.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хорив тӑвӗ ҫинче пирӗнпе халал хыврӗ; 3. ҫакӑ халала Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн аттемӗрсемпе мар, пирӗнпе, ҫакӑнта паян чӗрӗ тӑракансемпе, хыврӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1